Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Штанашри автора кӗнекепе чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 30.10.2016 13:41 | 1886 хут пӑхнӑ
Культура

Раҫҫейри ҫарпа истори пӗрлӗхӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут «Герои Великой Победы» (чӑв. Аслӑ Ҫентерӗвӗн Паттӑрӗсем) Пӗтӗм Раҫҫейри литература конкурсне ирттерет. Унта Чӑваш Республикинче пурӑнакансем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫуллен нумайлансах пырать, пин-пин автор вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ хӑйсен хайлавӗсене конкурса тӑратать.

2015 тата 2016-мӗш ҫулсенче ку конкурса хутшӑнса Галина Золота та темиҫе хайлав ярса панӑ, ҫав шутра — хӑй ӗҫлекан Штанашри шкул ачисен хайлавӗсене те. Кӑҫал вара вӑл финала та тухма пултарнӑ. Ҫак кунсенче Галина Зотовӑна 2015-мӗш ҫулта ҫӗнтернӗ хайлавсене пухса хатӗрленӗ кӗнекене ярса панӑ. Унта авторӑн биографийӗ те, сӑнӳкерчӗкӗ те пур. Автор конкурса 3 ӗҫ ярса панӑ. Сӑмахран, унӑн куккӑшӗ Анисимов Василий Анисимович вӑрҫӑра икӗ хутчен Мухтав орденӗ илме тивӗҫнӗ. Ӑна халалласа Галина Зотова «Выстоял, чтобы победить» (чӑв. Ҫӗнтерес тӗллевпе чӑтнӑ) ятлӑ калав ҫырнӑ. Шӑпах ҫак калав жюри членӗсене килӗшнӗ те, ӑна кӗнекене кӗртнӗ. Хайлавсен пуххинче Шупашкарта ҫуралнӑ Кошкин Сергей Валерьевич ҫырнӑ «История любви» (чӑв. Юрату историйӗ) сӑвӑ та пур. Унсӑр пуҫне кӗнекере Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Мудров Николай Ильичӑн биографийӗпе сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.

Кӗнекепе паллашас текенсем «Герои Великой Победы» сайта кӗрсе кӗнекен электронлӑ вариантне вулама пултараҫҫӗ.

#Яманак, #Красноармейски районӗ, #Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #литература, #ҫитӗнӳсем, #кӗнекесем, #Шупашкар, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем