Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шупашкар районӗнче "Туслӑх хӗлхемӗ" иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 08.04.2016 18:11 | 1469 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Акан 7-мӗшӗнче Шупашкар район тӗп вулавӑшӗнче чӑваш наци культурин "Туслӑх хӗлхемӗ-2016" фестивалӗ иртнӗ. Унта 17 шкул ачи хӑйӗн тавракурӑмне, юрра-ташша ӑста пулнине кӑтартма пуҫтарӑннӑ, хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче.

Фестивале Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенесен методика пӗрлешӗвӗн ертуҫисем Е.А. Майковпа А.В. Ишова уҫнӑ.

Фестиваль йӗркипе килӗшӳллӗн ачасен ӳкерес ӑсталӑхне аталантарас тӗллевпе "Шевле" конкурс та ҫак фестиваль программинех кӗрет. 15 ытла ӗҫ тӑратнӑ, тематика пӗрре - чӑваш литературинчи хайлавсем тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗксем, вӗсем пурте "Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне" халалланисем. Пӗрремӗш вырӑна Ҫӗньял-Покровскинчи вӑтам шкулти Иван Кириллов В. Элпин "Аппапа пӗрле" калавӗ тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗкпе йышӑннӑ.

#Шупашкар районӗ, #Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, #культура, #вӗренӳ, #ачасем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Ҫеньял-Покровски, #ҫитӗнӳсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем