Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ куракансем валли паха парне хатӗрленӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче унта Петр Чайковскин «Лебединое озеро» (чӑв. Акӑш кӳлли) балетне курма йыхравлӗҫ. Дирижер пультне Хо Чунг Йе маэстрӑна шанса парӗҫ.
Тӗнчери сцена ҫинче хӑйне кӑтартма ӗлкӗрнӗ каччӑ тӗрлӗ ҫӗршыв тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет. Раҫҫейре те ӑна пӗлеҫҫӗ. Ӑна Питӗрти, Новосибирскри, Петрозаводскри, Сочири оркестрсем пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.
Пултарулӑх стартне пултаруллӑ каччӑ Чикагӑри симфони оркестрӗнчен пуҫланӑ. Малтанласа дирижер ассистентне илнӗ. Репетици пӗр пайне ӑна хӑй тӗллӗн ирттерттерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн пултаруллӑ дирижера оркестр ертӳҫи Даниэль Баренбойм тӳрех ӗҫе илнӗ. 2002 ҫулта ӑна Чикагӑри ҫамрӑксен оркестрӗн музыка директорне лартнӑ. Вӑл ертсе пынипе программӑсем икӗ хута яхӑн вӑрӑмланнӑ, куракансем те йышланнӑ. Ӑсталӑха Хо Чунг Йе Тайвань, АПШ, Раҫҫей ӑстисем патӗнче туптанӑ.