Чӳк уйӑхӗн 3–4-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Ӳнер каҫӗ» иртмелле. Вӑл республикӑри мӗнпур патшалӑх музейне пӗрлештерӗ.
Мероприятие каҫхине йӗркеленӗ май темле ӗҫлӗ ҫын та ҫавӑн чухне музея ҫитме вӑхӑт тупассах тесе шанаҫҫӗ. Кӑҫалхи «Ӳнер каҫӗ» чи малтанах пултарулӑх каҫӗ пуласса шантараҫҫӗ. Унӑн девизне те шухӑшласа тупнӑ. «Хутшӑн тата ылмаш» ят панӑ ӑна.
Кӑҫалхи акцин тӗп тӗллевӗ республикӑра пурӑнакаснене хӑйсен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси теҫҫӗ. Республикӑри патшалӑх музейӗсене касан сӑвӑ ҫырма е портрет ӳкерме, Гамлета сӑнарлама е гитарӑпа выляма, фуэте ҫавӑрма е тӑмран пӗр-пӗр савӑт ӑсталама май туса парӗҫ.
Ҫынсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне уҫса пама Чӑваш наци музейӗн литература, музыка тата художество салонӗсӗем пулӑшӗҫ. Киносалонта «3D форматлӑ Шупашкар» фильм кӑтартӗҫ.
А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн Мемориал комплексӗнче каҫхи тӳпене пӑхтарӗҫ.
Хут купӑс сасси кӳршӗ яла та илтӗнет. Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи халӑх ку инструмента питӗ килӗштерет. Унта нумаях пулмасть «Выля, хут купӑс, янра, такмак — 2014» конкурс иртнӗ. Купӑсҫӑсен ӑсталӑхне курма 100 ытла ҫын пухӑннӑ.
Конкурса Шупашкарти И.Васильев, Г.Якимов, Л.Захаров, Н.Андреев, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вениамин Смелов, Шупашкар районӗнчи Николай Николаев тата Валерий Никитин хутшӑннӑ. Купӑсҫӑсем ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Пурте чунтан купӑс каланӑ, ҫынсене савӑнтарнӑ. Залри халӑх купӑсҫӑсемпе пӗрле юрланӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.
Купӑсҫӑсен ӑсталӑхне жюри хакланӑ. Николай Николаев ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. «Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ купӑсҫӑ» номинацире В.Смелов палӑрнӑ. И.Васильев «Купӑсҫӑ — виртуоз» номинацире ҫӗнтернӗ. Л.Захаров «Халӑх юррине чи лайӑх юрлакан» номинацире палӑрнӑ. Нина Федорова — «Такмак чи лайӑх калакан» ята тивӗҫнӗ.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ кӑҫалхи Культура ҫулталӑкӗ тӗрлӗ мероприятипе пуян пулнине пӗлтерет. Кӑҫал икӗ культура учрежденийӗ — Шупашкарти художество училищи тата Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи — хӑйсен юбилейне палӑртнине аса илтерет.
Ӳнер ӗҫченӗсем хула ҫыннисем валли ҫӗнӗ проектсем хатӗрленине те палӑртнӑ. Асӑннӑ район администрацийӗпе «Ровесник» культура ҫурчӗ «Сывлӑх ташши» тата «Ача-пӑча Акатуйӗ» проектсем шухӑшласа кӑларнӑ. «Радуга» культурӑпа курав центрӗ «Пӗтӗм ҫемье валли халӑх теттисем» проекта пурнӑҫа кӗртет. Унта ачасем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӗрлӗ тетте, открытка тата ытти хатӗрлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть тата тепӗр ҫӗнӗлӗх хута янӑ. «Салют» культура керменӗнче «Европа театрӗ» проект пурнӑҫа кӗрет. Паян унта нимӗҫле тата хрантсусла лартнӑ спектакльсем кӑтартнӑ. Унта Шупашкарти шкулсенчи тата Елчӗкри вӑтам шкулти, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулти ачасем хутшӑннӑ-мӗн. Проектӑн партнерӗ — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ.
Сӑнсем (3)
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав ятпа театрта ырантан пуҫласа Валерий Николаевичӑн хальтерех лартнӑ спектаклӗсен эрни иртет.
Паллӑ сцена ӑстин юбилейне спектакльсен фестивалӗ юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса юпан 30-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Куракансене ыран театр Анатолий Чебановӑн пьесипе лартнӑ «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» спектакле йыхравлать. 24-мӗшӗнче Федор Павловӑн «Ялта» драмине кӑтартӗҫ, 25-мӗшӗнче — «Укҫа чул кастарать» (пьеса авторӗ — Александр Пӑртта), 26-мӗшӗпе 30-мӗшӗнче «Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем» (Арсений Тарасовпа Ольга Туркай), 28-мӗшӗнче — «Хурлӑхлӑ хурама сасси» (Денис Гордеевпа Геннадий Кириллов), 29-мӗшӗнче — «Юратупа кавӑн» (И. Стаднюк). Кашни спектакль умӗн мӗн те пулин кӑсӑкли пулассине систереҫҫӗ.
Мускавра нумаях пулмасть Геннадий Айхин халиччен пичетлемен сӑввисене хӑтланӑ. «Расположение счастья» кӗнекере кун ҫути курнӑскерсем унччен нихӑҫан та пичетленмен. Поэт архивӗчен вӗсене пухса тата ҫӗнетсе кӑлараканӗсем — Наталия Азаровапа Татьяна Граузӗ Вӗсемех кӗнеке хӑтлавӗ вӑхӑтӗнче Айхин сӑввисене вуланӑ.
Кӗнеке хӑтлавне поэтӑн тусӗ пулнисем, литераторсем тата сӑвӑҫӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклакансем пуҫтарӑннӑ. Геннадий Айхи ҫинчен тус тата поэт евӗр, тӗслӗхрен, Игорь Макаревич художник каласа кӑтартнӑ. Сӑвӑҫа халалланӑ ӗҫӗсене те кӑтартнӑ вӑл унта. Акварельпе ӳкернӗскерсем поэта чӗрӗ евӗр сӑнлаҫҫӗ иккен. Айхин сӑнӳкерчӗкӗсене те илсе пынӑ.
Хӑтлава поэтӑн ывӑлӗ Алексей Айхи хӑйӗн «4'33» ушкӑнӗпе пырса ҫитнӗ. Вӑл ашшӗн темиҫе сӑввине кӗвӗленине пӗлтернӗ. Ачалӑхри хӑш-пӗр саманта та аса илнӗ. Ашшӗн савӑнӑҫлӑ та тиркевлӗ сӑввисене итленӗ май ӑна хӑй валли тепӗр енчен уҫнине те пытарман вӑл.
Кӗнеке хӑтлавне Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков хутшӑннӑ.
Паян вара Айхине асӑнса Мускаври Пултарулӑх ҫуртӗнче кӗнеке хӑтлавӗ иртмелле.
Юпан 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Иккӗн — чуччу ҫинче» (авторӗ Уильям Гибсон) спектакль пулнӑ. Постановкӑна театрпа кинон паллӑ артисчӗсем Татьяна Арнгольцпа Григорий Антипенко хутшӑннӑ.
Спектакль пӗччен икӗ ҫын ҫинчен. Вӗсем ӑнсӑртран паллашаҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫынсем иккӗшӗ те расна, ҫавӑнпа вӗсем шухӑша путаҫҫӗ: иртнӗ хурлӑхлӑ пурнӑҫӗ кая юлнӑ, вӗсем пӗрле пулайӗҫ-и?
Артистсем, шел те, Шупашкарпа паллашайман. Вӗсене ҫакна тумашкӑн япӑх ҫанталӑк чӑрмантарнӑ. Ара, пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн хула йӗркене кӗрсе пырать ҫеҫ-ха. Тӗрӗссипе, Татьяна Арнгольц Шупашкарта иккӗмӗш хут. Анчах вӑл кунта пӗрремӗш хут хӑҫан пулнине астумасть. Артистсем чӑвашсен наци ҫимӗҫне тутанма хирӗҫ маррине палӑртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Мускаври чӑваш наци культура автономийӗ чӑвашсен уявне Кӗр сӑрине ирттернӗ. Уяв «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче иртнӗ.
Культура ҫуртӗнче Кӗр сӑрине халалланӑ концерт иртнӗ. Унта чӑваш этрада артисчӗсем Стас Владимиров, Алиса Чайникова, Светлана Печникова тата ыттисем хутшӑннӑ.
Концерт 16 сехетре пуҫланнӑ. Каҫхи 9 сехетре «Таврия» ресторанра уяв малалла тӑсӑлнӑ. Унта Олей Кӑйкӑр, Ирина Понамарева, Светлана Печникова хутшӑннӑ.
Ташӑ каҫӗ ирхи 5-чченех пынӑ.
Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче юпан 17-мӗшӗнче «Патӑрьельти мини мисс» конкурс иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасси.
Конкурса 8 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем 6–7 ҫулсенче пулнӑ. Конкурс хӗрачасем хӑйсемпе паллаштарнинчен тытӑннӑ. «Манӑн ташлас килет!» конкурсра ташлас ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унтан пӗчӗкскерсем тӗкӗртен пӑхса хӑйсене мухтанӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче вӗсем ташланӑ, юрланӑ.
Юлашки конкурсра хӗр пӗрчисем илемлӗ кӗпепе сцена ҫине тухнӑ. «Патӑрьельти мини мисс» ята Карина Правитель ҫӗнсе илнӗ. «Патӑрьельти вице мини мисс» номинацире Катерина Торговцева ҫӗнтернӗ.
«Мини мисс граци» номинацире Снежана Аверкина мала тухнӑ. Ольга Мефодьева, Валерия Самакина, Галлия Гадельянова, Милана Чермасова, Милана Плотникова та тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Ен Тӗрӗк культурин пӗтӗм тӗнчери организацийӗпе пӗрлештересшӗн. Тӗрӗк ҫӗршывӗсене пӗрлештерекен ТЮРКСОЙ организаципе пӗрлешме сӗнекен ҫырупа пирӗн республикӑн Культура министерствине «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи тухнӑ.
Чӑвашла шӑрҫаланӑ ҫырура республика чӑваш халӑх культурине упрассишӗюн тата аталантарассишӗн яваплине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин Культура министерстви асӑннӑ организаци пайташӗ пулса тӑни тӑван чӗлхене, чӑваш культурипе историне аталантарма, Чӑваш Ене Тӗрӗк тӗнчинчи ҫӗршывсемпе тата халӑхсемпе культурӑпа ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарма пулӑшасса шаннине палӑртнӑ.
ТЮРКСОЙпа килӗштерсе ӗҫлени культурӑпа тата ӳнерпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти ирттерме те тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ.
Асӑннӑ организаци пирки каласан, вӑл 1993 ҫулта йӗркеленнӗ. Вӑл Турцие, Азербайджана, Казахстана, Кӑркӑстана, Туркменистана, Узбекистана, Гагаузине (Молдави Республикине кӗрет), Каракалпакстана (Узбекистанра), Ҫурҫӗр Кипрти Турци Республикине пӗрлештерсе тӑрать.
Раҫҫей субъекчӗсене илсен йышра — Тутарстан, Якути, Алтай Республики, Пушкӑртсан, Хакас Республики, Тува.
Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗ — СССР халӑх артисчӗн, паллӑ опера юрӑҫин Максим Дормидонтович Михайловӑн тӑван ялӗ. Тӗнче шайӗнчи ят-сумлӑ юрӑҫ ҫут тӗнчене килнӗ вырӑнти культура вучахӗ те хӑтлӑ пулмалла тесе шӑхӑшлаҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем. Турра шӗкӗр, шухӑшлаҫҫӗ кӑна мар, ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ.
Культура ҫуртен юсама кӑҫал 1 миллион та 55 пин тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ку суммӑран пысӑк пайне, 844 пинне, республика хыснинчен пӑхса хӑварнӑ, ыттине вырӑнти хыснара тупнӑ.
Юсава ирттерме шаннӑ подряд организацийӗ ҫурт ҫивиттине юсанӑ, чӳрече рамисене ылмаштарнӑ. ку ӗҫе тума 828 пин тенкӗ тухса кайнӑ. ытти укҫапа вентиляции ҫулӗсене юсанӑ, чӳречене ҫӗнӗрен лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |