Кӑҫал Канаш районӗнчи Ямашри клуба уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Шӑп та 1919 ҫулта ӗнтӗ ҫак ялта клуб-вулавӑш уҫнӑ та. Кӑҫал культура ҫулталӑкӗ пынӑ май ямашсем ҫак паллӑ куна нарӑсӑн 3-мӗшӗнче уяв тусах палӑртнӑ.
Тӗрлӗ тӳре-шара ял клубӗн юбилейӗпе саламланӑ: Ямаш вӑтам шкулӗн директорӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата ял ҫыннисем.
Концерт программи анлӑ пулнӑ. Чи малтанах «Ентешсем» ансамбле асӑнас пулать — унӑн ӳнер ертӳҫи ҫак ялсемех, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ Стеклов В.Г. Ҫавӑн пекех ялта «Задоринки» ташӑ кружокӗ те ӗҫлет. Вӗсем матрёшкӑсен ташшине лартса пачӗҫ.
Ял тӑрӑхӗн сайчӗ куракансем уявпа кӑмӑллӑ пулни пирки пӗлтерет.
КӐР | 20 |
Етӗрне районӗнче культура ҫулне халалласа «Наци пуканисен нумайевӗрлӗхӗ» ятлӑ курав иртрӗ. Курава районти мӗнпур шкул, районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем, Тамара Ионова усламҫӑ хутшӑнчӗҫ. Авторсем пурӗ 561 тӗрлӗ пукане ӑсталанӑ.
Мӗн тӗрлӗ пукане ҫук-ши кунта! Мӗнрен кӑна ӑсталаман-ши: тӑмран, йывӑҫран, улӑмран, папье-машерен, хутран, пенопластран... Пуканесене тӗрлӗ номинаципе хакларӗҫ: «Автор пукани», «Наци тумӗллӗ пукане», «Коллекци пукани» и «Чӑваш халӑх пукани». Кӑкшӑмри шкулта вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ Александр Воронков хӑйӗн миниатюра — пуканисене 10 ҫул каяллах ӑсталама пуҫланӑ. Курава вӑл хӑйӗн пысӑк пуххинчи 43 тӗрлӗ пуканине илсе тухнӑ. Унӑн пуканисене куракансем: «Ку пуканесене лавккаранах туяннӑ пулӗ», — тесе алӑпа тытсах пӑхрӗҫ.
Уявра ҫавӑн пекех тӗрлӗ композици тӑрӑх йӗркеленӗ пуканесем хутшӑнчӗҫ: «Чӑвашсем улахра» — чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем (Хучаш шкулӗ), Пӗрҫырлан шкулӗн ӑсталӑхӗсем тӑмран «Ҫемье» темӑпа, Ирҫе шкулӗ те чӑваш тумӗллӗ «Ҫемье — эпӗ», хутран ӑсталанӑ «Халӑхсен туслӑхӗ» тата «Тӗпел кукринче» (Мӑн Явӑш шкулӗ), «Асамат кӗперӗ» ача пахчи ӑстаҫисем «Эпир совет Союзӗнче ҫуралнӑ» — темӑпа курав йӗркеленӗ.
Эрнекун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Раҫҫейри Культура ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Уяв Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, культура министрӗ тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Уявра тӗрлӗ куравпа, пултаруллӑ сцена ӑстисем юрри-ташшипе, кӗвви-ҫеммипе паллашма май килнӗ.
Михаил Игнатеьв культура сӑмах нумай енлӗ ӑнлав пулни пирки палӑртса хӑварнӑ. Культура шайне вӗҫӗм хӑпартса пырасси пирӗн республикӑра норма пулса тӑмаллине асӑнса хӑварнӑ. Культурӑра вӑл е ку енпе палӑрнисене ҫав кунах патшалӑх наградисем панӑ. Балет артистне Айдар Хисамутдинова «Чӑваш Республикӑн халӑх артисчӗ» ят панӑ. Тава тивӗҫлӗ ята илнисем хушшинче — республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Альбина Алексеева, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Ирина Никитина, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи Зоя Спиридонова, Красноармейски районӗнчи «Заволжски» клубӑн илемлӗх ертӳҫи Михаил Дмитриев. Культура ҫулталӑкӗн чи лайӑх элемне сӗннӗ Красноармейскинчи Александр Казаков художника асӑнмалӑх парнепе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Республикин культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх культура ҫулталӑкӗн элемне суйланӑ. Унӑн авторӗ — Красноармейскинчи тӑрӑхсен пӗрлехи информаципе культура центрӗнче тӑрӑшакан Александр Анатольевич Казаков эрешлевҫӗ-художник.
Пурӗ ҫак конкурса ҫиччӗн хутшӑннӑ иккен, вӗсем республикӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче пулнӑ. 15 тӗсрен пӗрине вара суйланӑ. Ӑсталаканӗ унта 2014 ҫула чӑваш эрешӗсемпе йӗркеленӗ. Пурӗ 3 тӗспе усӑ курнӑ: хӗрли шухӑш ирӗклӗхне, йӑла-йӗркепе халӑхӑн хӑйнеевӗрлӗхӗн управлӑхне пӗлтерет, сарри — пӗтӗм тӗнчене ӑшӑтса ҫутатакан Хӗвеле, ылтӑн тӗс — пуянлӑхпа ӑнӑҫлӑха.
Культминӗн сайтӗнче вырӑсла версине кӑна кӑтартнӑран эпӗ ку элемӗн чӑвашла версине хатӗрлерӗм.
Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чӗрӗ сӑмах» спектакль премьери иртнӗ. Шел те, вӑхӑт хӗсӗккипе ҫитме май килмерӗ. Унта пулса курнисем вара премьера кӑмӑла кайнине палӑртрӗҫ.
Пьеса авторӗ тата режиссёрӗ — тӗлӗнмелле пултаруллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чӑваш Иосиф Дмитриев (Трер). Музыкӑпа поэтика ревю ҫирӗммӗш ӗмӗрти поэзин классикӗсен — Ҫеҫпӗл Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн тата Геннадий Айхин — хайлавӗсенчен никӗсленнӗ. Вилӗмсӗр поэтсен сӑнарне туртса кӑларма пултаракан роле кама выляттарасси пирки Иосиф Трер пуҫ ватнине хам та ас тӑватӑп-ха. Кун пирки вӑл пӗр калаҫура палӑртнӑччӗ. Ҫапла вара Поэт рольне Сергей Никитина шанса панӑ. Спектакле Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн вӗренекенӗсене те явӑҫтарнӑ. Премьерӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Ӑна СССР халӑх артисткин пултарулӑхне тата Ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи ҫуркунне сакӑр теҫетке ҫул тултарнине халалланӑ.
«Шӑплӑхра сасӑ илтӗнет.
Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри культура ҫуртӗнче Чӑваш культурин кунне ирттернӗ. Унта фольклор ушкӑнӗсем концерт кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне тӑван халӑхӑмӑр тумне кӑтартнӑ. Район шайӗнче йӗркеленӗ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ӗҫ йӗркелӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Лариса Никонова хутшӑннӑ.
Культура ҫурчӗн фойине ал ӑстисен ӗҫӗсем — тӗрлени те, ҫыхса ӑсталани те, наци апат-ҫимӗҫӗпе тумтирӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти художниксемпе ытти ӑстан ӗҫӗ илемлетнӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа тата сӑрапа кӗтсе илнӗ.
Тӑван халӑх культурине тӳпе хывакансене ҫав кун Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Район администрацийӗнне Кивӗ Эйпеҫри культура ҫурчӗн ертӳҫи Вера Разбокина, вӑл унти «Ахрӑм» фольклор коллективне ертсе пырать, тивӗҫнӗ. Асӑннӑ ушкӑна вара культура пайӗн грамотипе чысланӑ. Ҫав шайри Хисеп хучӗ ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Эйпеҫри «Ҫӑлкуҫ», Сойгинӑри «Хӗвел» фольклор ушкӑнӗсене лекнӗ. Ал ӑстисене те манса хӑвраман. Пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн, чӑваш наци культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тесе Сойгинӑри Альбина Захаровапа Ольга Ильденеевана, Ҫӗнӗ Эйпеҫри Надежда Рожкована Тав хучӗпе палӑртнӑ.
Юрра-ҫемме чӑннипех юратакан, классикӑлла хайлавсене хаклама-йышӑнма пӗлекенсем валли кӑҫалхи ҫулла чӑннипех те паллӑ пулӑмпа асра юлӗ — ун чух орган концерчӗ иртрӗ. Патша инструменчӗ тесе хаклаканскере ахальлӗн лартасшӑн мар — Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паян каллех орган янӑрӗ.
Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче ҫӗршыври паллӑ органист Рубин Абдуллин пулӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче В. Букстехуден «Пассакалья», И.С. Бахӑн «Токката и фуга в дорийском ладу», «Токатта и фуга ре-минор», С. Губайдуллинан «Светлое и темное», Т. Альбинонин «Адажио» хайлавӗпе киленме май килӗ. Концертӑн иккӗмӗш пайӗнче барокко тапхӑрӗнчи кӗвӗ тӗнчине исле кӗрӗҫ. Орган тата симфони оркестрӗ пӗрле пулса И.С. Бахӑн «Страсти по Матфею» хайлавӗн сыпӑкӗсене итлеме май килӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче республикӑра «Хӗрарӑма мухтар» ятпа республикӑри III фестиваль иртнӗ. Унта тӗрлӗ ял-хулара пурӑнакан, тӗрлӗ ӗҫоре тӑрмашакан 25 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Республика шайӗнчи мероприятие хутшӑниччен хайхисен районта тупӑшма тивнӗ. Хӑйсем пирки кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ хӗрарӑмсене дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.
«Ҫемье ҫирӗп пулсан общество та ҫирӗп», — тенӗ фестивале хушӑннисене саламлама ҫитнӗ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Унта вӑл мӑшӑрӗпе, Лариса Юрьевнӑпа, пынӑ. Михаил Васильевич Чӑваш Енре демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине те асӑнса хӑвранӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ юлашки ҫул хушшичне кӑна 10 процент нумайланнӑ. Кунта, ахӑртнех, нумай ачаллисене патшалӑх тӗрлӗ пулӑшу кӳни мӗн тесен те витӗм кӳретех. Аса илтеретпӗр, виҫӗ ачаллисене ҫӗр тӳлевсӗр параҫҫӗ, амӑш укҫин виҫи те ӳссех пырать. Унтан та ытларах — ҫемьери виҫҫӗмӗш пепкешӗн республика хыснинчен те тупра уйӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (31)
Парижра пурӑнакан Ольга Николаева (Грелон) чӑвашла-хрантсусла словарь кӑларма ӗмӗтленни пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр — вӑл «Нарспи» мюзикл валли хрантсусла субтитр хатӗрлесшӗн иккен. Ҫак шухӑш патне вӑл кӑҫал ҫулла «Хавал» уйлӑхра пулнӑ хыҫҫӑн пырса ҫитнӗ. Аса илтеретпӗр, уйлӑха чӑваш чӗлхине вӗрентес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Унта Парижран килнӗ Ольга та хутшӑннӑ. Пӗччен мар, Мускавра пурӑнакан тӑванӗн хӗрӗпе. Ольгӑн ашшӗ-амӑшӗ — Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗскерсем. Анчах Чӑвашран тухса кайнӑ хыҫҫӑн кунта вӗсем пурӑнман, ҫулла пӗрер уйӑхлӑха килсе кайнипех ҫырлахнӑ. Мускаври патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ Ольга вырӑсла, хрантсусла, акӑлчанла пӗлет, халӗ нимӗҫ чӗлхине вӗренет. Кунсӑр пуҫне халӗ, ав, чӑваш чӗлхине те ӑша хывнӑ.
«Нарспи» мюзикл вырӑс субтитрӗсемпе DVD ҫине тухнӑ хыҫҫӑн Ольга ӑна хрантсусла куҫарма шухӑшлать.
Телее хӑшӗсем укҫа-тенкӗпе виҫеҫҫӗ пулӗ те, анчах ӑна пурлӑх ҫине куҫарса пӑхманнисем пӗчӗк савӑнӑҫах пысӑка ҫавӑраяҫҫӗ. Ун пеккисем валли Красноармейски районӗнчи Чатукасси ял тӑрӑхӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗ черетлӗ концерт лартнӑ. Хальхинче — тӑван тӑрӑхра мар, кӳршӗсем патӗнче. Мари Элти Моркински районта «Морко сем» хӑйсем тӗллӗн юрлакансен фестиваль-конкурсӗ иртнӗ те шӑпах ҫавӑнта хутшӑннӑ та «Телей».
Фестивальтен чатукассисем дипломпа тата парнепе таврӑннӑ. Ӑна вӗсем вокалпа хор ӳнерне аталантарнишӗн тата конкурса хутшӑннишӗн тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |