Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер мӑшӑрӗпе, Лариса Юрьевнӑпа, театра кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ертӳҫин Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Актуаллӑ» баннерта пӗлтернӗ.
«Каҫхи спектакль курма шухӑш тытнӑ Михаилпа Лариса Игнатьевсене театрӑн директорӗ Вадим Ефимов тата ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев кӗтсе илчӗҫ», — тесе ҫырнӑ хыпарта.
Сӑнӳкерчӗк ҫинче, сӑмах май, театрӑн артистки, юлашки вӑхӑтра хӑйне режиссер евӗр туптакан Наталья Сергеева та пур.
Элтеперпе мӑшӑрӗ Арсений Тарасов журналист тата ҫыравҫӑ хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакль пӑхнӑ. Спектакле композитор пулса Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Николай Казаков илемлетнӗ.