Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗнче паян пуҫласа «Ӳнер каҫӗ» иртмелле. Ҫавна май культура учрежденийӗн алӑкӗсем каҫхи ултӑ сехетрен тытӑнса ҫурҫӗрчченех уҫӑ пулӗҫ.
«Ӳнер каҫӗнче» куравсемпе паллашма, классикӑлла хайлавсене, сӑвӑ вуланине, романссем юрланине итлеме май килӗ. 18 сехетре «Чӑвашсен аваллӑх чун хавалӗ тӗрӗсемпе япаласенче» ятпа ҫӗнӗ курав уҫӑлӗ. Кунсӑр пуҫне Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи Ивановсен «Пултарулӑх атмосфери» тата Етӗрнери А.Асламас ячӗллӗ ача-пӑчан ӳнер шкулӗн ӳкерчӗкӗсен куравӗсем ӗҫлӗҫ. Каҫхи ҫичӗ сехетрен тытӑнса тӑххӑрччен асӑннӑ шкул ачисем «Музыка фейерверкӗ» музыка программипе савӑнтарӗҫ. Ун хыҫҫӑн Етӗрнери культура ҫурчӗн концерчӗ пуҫланӗ, вӑл ҫурҫӗрчченех пырӗ.
Ҫӗнӗ сезона уҫас умӗн республикӑри хореографсем «Хальхи вӑхӑтри ташша лартнӑ чух халӑх хореографийӗн элеменчӗсене усӑ курасси» ятпа иртнӗ семинар-практикума хутшӑннӑ. Унта тӗрӗ ҫулхи ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ. Сӑмахран, Кӳкеҫри Валентина Васильева та, вӑл 79-та пулсан та районти Культура ҫуртӗнче ӗҫлет, ачасене ташӑ вӑрттӑнлӑхне хӑнӑхтарать.
Семинар-практикума республикӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Унта культура училищин преподавателӗсем — республикӑн ертсе пыракан балетмейстерӗсем Л. Нянина, З. Александрова тата В. Протопопова мастер-класс ирттернӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ 90-мӗш концерт сезонне уҫнӑ. Ҫак ятпа вӗсем куракана Федор Лукин композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ программа хатӗрленӗ. Коллектива чӑваш професси музыкин никӗсне хываканӗсем Ф.П. Павловпа В.П. Воробьев пуҫарса янӑ. Пӗрремӗш концерта ансамбль 1924 ҫулта Шупашкарта лартнӑ. Малтанхи кунсенчех пуҫласа ушкӑн халӑх юррисене пухассипе тата вӗсене илемлетессипе ҫине тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах репертуара вырӑс тата анӑҫ ҫӗршывсен авторӗсен прозведенийӗсене те кӗртнӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне Раҫҫейре кӑна мар, чикӗ леш енче те аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл ушкӑн Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри смотрсен, республикӑри К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауриачӗ.
Хӑй мар паллах. Пултаруллӑ поэт паян пирӗнпе ҫук-ҫке. Анчах унӑн хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашла ҫырнӑ сӑввисем швед тата норвеги чӗлхисемпе кун ҫути курмалла. Халӗ ҫак ӗҫпе ҫине тӑрсах швед издателӗ тата куҫаруҫи Микаэль Нюдал тӑрӑшать. Ӑна Геннадий Айхин йӑмӑкӗ Ева Лисина пулӑшать тесе пӗлтерет Рита Кириллова журналист.
Геннадий Айхи тӗнче шайӗнчи поэт пулса тӑни вӑл Литература институтӗнче вӗреннӗ тапхӑрпа та ҫыхӑннӑ темелле. Ун чух вӑл хӑйӗн сӑввисемпе Борис Пастернак патне пырать. Лешӗ ӑна вырӑсла ҫырма сӗнет. Ҫавӑнтанпа Айхи тӗнче шайӗнчи вырӑс авангарчӗн поэчӗ пулса тӑрать. Чӑвашла ҫырнӑ сӑввисем вара хыҫа тӑрса юлаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ ӗҫе вӗҫлесен вӗсем Европа шайне тухайӗҫ. Микаэль Нюдал куҫаруҫӑ Айхин хайлавӗсен пуххине вырӑсла, шведла тата норвегилле кӑларма ӗмӗтленет. Хатӗрленӳпе пуху тапхӑрӗ сахалтан та 5 ҫула тӑсӑлмалла иккен.
Ҫак уйӑхӑн 24–27-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫулсерен йӗркелекен кросс-культура фестивалӗ — Германин Чӑваш Енри кунӗсем — иртмелле.
Ӑна ыран, 17 сехетре, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Берлинта пурӑнакан Ирина Голенкова фотограф-документалистӑн ӗҫӗсен «Берлин — ылмашусен хули» ятпа йӗркеленӗ фотокуравӗпе уҫӗҫ. 18 сехетре вара нимӗҫ композиторӗ Рихард Вагнер ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалласа концерт-лекци иртӗ. Рихард Вагнер — опера ӳнерӗнчи паллӑ ӑста, дирижёр, культура теоретикӗ, поэт, драматург, вагнерианство текен пулӑма пуҫарса янӑ. Юрӗ. Вагнер пирки тата мероприяти епле иртесси пирки мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫса памӑпӑр. Унта кайса курма вара пурне те сӗнетпӗр. Ҫитменнине тата тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
«Ку тата кам?» — тесе ыйтса ларчӗ нумаях пулмасть кайса курнӑ пӗр концерта пынӑ пӗлӗшӗм. Чӑн та, ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа пекех йышланса кайрӗҫ те, палласа пӗтерме те, астуса юлма та ҫук. «Юрать, йыхрав хучӗпе килтӗмӗр-ха, ҫакӑн пек юрӑсене итлессишӗн укҫа кӑларса хума тивсен ытла та кӳренмелле пулатчӗ», — кӑмӑлсӑрланчӗ тусӑм. Чунтанах ӑнланма пулать ӑна — кӗвви-ҫемми пахалӑхӗ урӑх теме тейӗпӗр, анчах хӑш-пӗр юрӑҫӗ хатӗр фонограммӑпа ҫӑварне тан уҫса та ӗлкӗреймест-ҫке...
Хӑйсемпе ҫӑлтӑр тесе паллаштаракан мӗнпур артиста ҫапла хӑртса пӗтерес килмест-ха. Концертра ӳркенмесӗрех хӑйсем юрлакансем те, стена ҫинче тытма пӗлекенсем те, тарӑн шухӑшлӑ юрӑсем шӑрантаракансем те, вокал енчен ӑстасем те пур. Анчах, шел те, сахалтарах-ҫке вӗсем. Ҫавӑнпах эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ тенипех пули-пулми ҫынна илӗртме йывӑртарах пек туйӑнать.
Анчах тепӗр артист ятне каласан тухман ҫын та тухӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Августа Уляндина. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Пушкӑрт чӑвашӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. Унӑн концерт турӗ юпан 19-мӗшӗнче пуҫланӗ те 23-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫапларах шухӑшпа Патшалӑх думин спикерӗ Сергей Нарышкин тухнӑ, вӑл шкул курсӗнче Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем ҫинчен тата вӗсен культури пирки каласа памалла иккен.
Нумай пулмасть иртнӗ РӐА (выр. РАН) историпе филологи ӑслӑлӑхӗсен пай бюровӗн ларӑвӗнче Нарышкин хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ, ҫӗнӗ курс «Народы и культуры России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсем тата вӗсен культури) ят илме пултарасси пирки пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак предмета ытла туллин ҫутатаймасси пирки те пӗлтернӗ — Раҫҫейри 89 субъектра пурӑнакан 180 халӑхӑн йӑли-йӗркине ҫутатса пама ҫӑмӑл пулмӗ, ҫав-ҫавах хӗсме тивӗ.
Спикер шухӑшӗпе ҫӗнӗ курса историпе культурӑллӑ концепцине хатӗрлекен ушкӑн — вӗсем халь пӗрлехи истори вӗренӳ кӗнекине калӑплаҫҫӗ — ҫырма пултарӗ.
Ҫапла, ҫак кунсенче пирӗн тӑрӑхра «Культура» ВГТРК ӳкерӳҫисен ушкӑнӗ ҫитнӗ, вӗсем республикӑра «Россия, любовь моя!» программа валли материалсем ӳкересшӗн. Паян ҫак ушкӑн культура министрӗпе Вадим Ефимовпа тата информаци политикипе массӑллӑ комуникаци министрӗн ҫумӗпе Любовь Шемаринӑпа тӗл пулса калаҫнӑ.
«Россия, любовь моя!» (чӑв. Ман кӑмӑла тивӗҫтерекен Раҫҫей) программӑна иккен РФ Президенчӗн «Об обеспечении межнационального согласия» (чӑв. Халӑхсен хушшинчи ҫураҫулӑха тивӗҫтересси ҫинчен) Хушӑвне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе хатӗрлеҫҫӗ. Программа ертӳҫи — Пьер-Кристиан Броше.
Ӳкерекенсен ушкӑнӗ хальхи вӑхӑт тӗлне пирӗн халӑхӑн тӗпелӗпе паллашма ӗлкӗрнӗ иккен — вӗсене шӳрпепе хуран куклине епле хатӗрленине каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем чӑваш тӗррипе паллашнӑ, чӑваш тумӗн уйрӑмлӑхӗсене пӗлнӗ. Малалли планра вара — «Кӗр сӑрипе» «Чӳклеме» йӑли-йӗркисене ӳкересси.
Пьер-Кристиан Броше шухӑшӗпе вырӑнти туризма аталантарас тесен культурӑна чи малти вырӑна лартмалла.
Паян, ҫурлан 22-мӗшӗнче 11:00 сехетре Чӑваш патшалӑх филормонийӗнче пӗрремӗш хут симфони капеллы ыйтнипе туяннӑ кӗвӗ хатӗрӗн — Monarch Rubens органӑн — сасси янранӑ.
Концертра оркестр XVII ӗмӗрти Итали ҫӗршывӑн Томазо Альбионийӗн Adagio шӑрантарнӑ тата Бах мессинчен «Страсти по Матфею» кӗвӗ номерне кӑтартнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллы органа 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче сакасланӑ. Кӗвӗ хатӗрне вара 3,5 миллион тенкӗпе туяннӑ. Орган 42 регистрлӑ, программӑланакан MIDI интерфейслӑ, туше (музыка терминӗ, епле перӗннине кӑтартакан пахалӑх) чиркӳ органӗ евӗрлӗ. Кӑшкарне юманран тунӑ имӗш.
Унсӑр пуҫне кӑҫал капелла виҫӗ Yamaha трубине тата пӗр пикколо трубине туяннӑ. Ҫак музыка хатӗрӗсемпе вӗсем халӑх кӑмӑлне чӑннипех те ҫӗклеме пултарасса шанас килет.
Ҫурлан 23-мӗшӗнче Чӗмпӗр хули чӑваш чӗлхипе культура кунне паллӑ тӑвать. Сӑмах май, ҫак куна паллӑ тӑвас йӑла Чӗмперте 10 ҫул хушши упранса пырать, ҫавӑнпа та кӑҫалхи чӑваш уявӗ юбилейлӑ. Ӑна «Киндяковка» культура ҫуртӗнче ирттерӗҫ, уява крсе курма тӳллевсӗр пулӗ.
Уяв хӑнисене чӑваш пики — пӗлтерхи наци пики конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи— кӗтсе илӗ. Мероприятие вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тата хулари ӗҫ коллективӑн элчисем хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал уява йӗркелекенсем йӑла-йӗркесем ҫине пысӑк тимлӗх тунӑ. Куракансемпе хутшӑнакансем чӑваш кӗнекисен куравӗсемпе музей экспозицийӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне наци апат-ҫимӗҫне: тӑпӑрчӑ, чӑкӑт, ашран тунӑ кукӑль, хуплу тутанса пӑхма та май пулӗ. Культура ҫурчӗн канмалли залӗнче наци тӗррин, йывӑҫпа керамикӑран ӑсталанӑ кӳлепесен куравне уҫма планланӑ.
Мероприятие йӗркелекенсем концерт программи пуян, кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Сцена ҫине чи пултаруллӑ наци ушкӑнӗсемпе Чӗмпӗрти солистсем тухӗҫ, ятарласа чӗннӗ хӑни — чӑваш вокал ансамблӗ «Азамат» пулӗ. Концерт программине вара Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ уҫӗ тесе сӑмахлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |