Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Чӑваш этеплӗхне аталантаракансем эсир – ПУТЕНЕСЕМ!

 

Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ульяновскри филармонире облаҫри чӑваш ачисен пӗрремӗш юрӑ фестивалӗ – “Путене” иртрӗ. Ӑна йӗркелекенсем – УОЧНКА тата облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ. Уява И.Я. Яковлев 160 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта тӗрлӗ районсенчен пурӗ 195 ача хутшӑнчӗ.

 

Пӗчӗк артистсене саламлама кӗпeрнаттӑра пулӑшаканӗ Т.В. Сергеева, вӗрентӳ департаменчӗн представителӗ Е.Н. Моргун, Хула Думин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ П.К. Столяров, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, вӗрентӳ департаменчӗн тӗп специалисчӗ Ф.Т. Улендеева пынӑ.

Малтанах сӑмах Татьяна Сергеева илчӗ:

- Паян сирӗншӗн чӑн-чӑн уяв. Ман шутпа, сирӗн хушӑрта ҫӗнтерӳҫӗсем пулмалла мар. Туслӑх ҫӗнтерӳҫӗ пултӑр!

Елена Моргун чӑваш ачисен уявӗнче пӗрремӗш хут. Вӑл пултаруллӑ ачасемшӗн савӑнни пирки пӗлтерчӗ. "Эсир – халӑх культурине аталантаракансем", – терӗ вӑл ӑнӑҫусем сунса.

Владимир Сваев чи малтан ачасемпе ырми-канми тӑрӑшакан вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тав сӑмахӗ каларӗ. "Малашне те чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе ачасене явӑҫтармалла. Чӗлхе, культура сыхланса юласси—вӗсенче", – терӗ вӑл.

Малалла...

 

Ҫитес ҫуркунне Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма «Сказки и предания чуваш» - «Чӑваш халапӗсем» кӗнекере пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Пӗлтерӗшлӗ ҫак саманта Чӑваш хӑлах, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Праски Витти (В.П.Петров) нумайлӑха асра хӑварма шухӑш тытнӑ. Сӑмах акӑ мӗн пирки: Виталий Петрович «Нарспи0 поэмӑна пӑхмасӑр калакансен конкурсне ирттересшӗн. «Чӑваш, ку поэма сан ҫинчен, — тет паллӑ ӳнерҫӗ. — Эсӗ кил-ҫуртунта ӗҫлетӗн-и, чухӑн-и е ҫав тери пуян-и — вула, поэмӑра хӑвна куран; хӗр-упраҫ — ӗҫлеме, юрлама, ташлама вӗренсе пыратӑн, юрату килет... Мӗнле шӑпаллӑ пулӑн Эсӗ, телейлӗ е хуйхӑллӑ... вула, хӑвна курӑн. Чӑваш, таран шухӑшлӑ ку произведенире хӑвӑн пурнӑҫна — пулни-иртнине, паянхине, пулассине — пӗтӗмпех курма май пур, вула».

Тӑван халӑхӑн гениллӗ поэтне хисеплесе, вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑна чӑваш хушшинче тата вӑйлӑрах пропагандӑлас тӗлӗшпе «Хыпар» хаҫат Праски Виттине пулӑшма тӗв тытрӗ, асӑннӑ конкурсӑн информаци спонсорӗ пулма килӗшрӗ.

Малалла...

 

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти чӑваш филармони ҫуртӗнче ("Кӗмӗл ӗмӗр" галерейинче) "Атӑл чӳречисем" ятлӑ курав уҫӑлчӗ. Курава 2005 ҫулта Эстонирен Чӑваша экспедицине килнӗ, чӑвашсен пурнӑҫне тӗпченӗ материалӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Экспедици хыҫҫӑн ҫак курава чи малтан 2005 ҫулта Эстонири ӳнер академийӗн галерейинче кӑтартнӑ. Иккӗмӗш курава Эстонири наци вулавӑшӗнче вырнаҫтарнӑ, виҫҫӗмӗш хутӗнче ӑна 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Эстонири наци музейӗнче ирттернӗ. Куравсене йӗркелекенсенчен пӗри - 2005 ҫулхи экспедицине хутшӑннӑ Мадис Туудер магистр. Чӑвашра ку курав пӗрремеш хут уҫӑлчӗ, ӑна кунта Эстонири чӑваш культура обществин председателӗ Ираида Захарова илсе килчӗ. Курава хатӗрлеме Чӑваш наци вулавӑшӗпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хутшӑннӑ. Курава уҫма Мадис Туудер та килсе ҫитрӗ.

Ку курав икӗ уйӑх хушши ӗҫлӗ - курас килсен кайса пӑхма пултаратӑр.

 

Шорникова Елена ВасильевнаЮпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗрӗ тепӗр пултаруллӑ ҫынна ҫухатрӗ — ҫут тӗнчерен Чӑваш халӑх артистки Елена Шорникова уйрӑлса кайрӗ.

 

Шорникова Елена Васильевна 1912 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче халӗ Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Уйкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта Шупашкар театр техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вылянӑ.

Театрта пурӗ 100 ытла сӑнар калӑпланӑ. Ҫамрӑк та илӗртӳллӗ хӗрсен сӑнарӗсене нумаях паман Елена Васильевнӑна, тӗрлӗ халӑх хӗрарӑмӗсен ролӗсене выляма тивнӗ. Паллах, хӗрсен ролӗсем те пулнӑ ӗнтӗ: «Кушарти» Лисук, «Аслатири» Катерина, «Лиза Коротковӑри» тӗп сӑнар тата вӗренсе тухнӑ чухнехи чи пӗрремӗш пысӑк роль — Виринея.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 441, 442, 443, 444, 445, 446, 447, 448, 449, 450, [451]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗншӗн чӑн-чӑн экспериментсен уйӗ пулӗ. Вӑй-хал тапса тӑрӗ, шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри суралӗҫ. Ку вӑхӑта харпӑр пурнӑҫа улӑштарас тесе тӑрӑшӑр. Пӗр хӑрамасӑр ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнӑр, кая хӑварса пынӑ ӗҫсене тытӑр.

Кӑрлач, 27

1891
134
Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1900
125
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1906
119
Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1925
100
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1939
86
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ