Шӑмат кун, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем Сурхурине пуҫтарӑннӑ.
«Авалхи ҫак йӑларан чӑвашсемшӗн ҫулталӑк пуҫланнӑ», — тесе хыпарлать уяв пирки пӗлтернӗ май Тӗмен облаҫӗнчи наци ӗҫӗсен комитечӗ хӑйӗн официаллӑ порталӗнче.
«Сурхурине уявлама чӑвашсем чи пысӑк пӳрте суйласа илнӗ те унта пуҫтарӑннӑ», — уҫӑмлатнӑ тӑван халӑхӑмӑрӑн уявӗ пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн влаҫ органӗсен порталӗнче. Тӗмен облаҫӗнче сурхурине ирттерме унти чӑвашсем «Строитель» наци культурисен ҫуртне пухӑннӑ. Уяврисем валли наци ӗҫми-ҫиминчен апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Пуянлӑхпа ӑнӑҫӑва палӑртакан тӗп символа — пӑрҫана та — сӗтел ҫине лартма манман. Пӑрҫа кукӑлӗ те пулнӑ.
Уявра ача-пӑча та савӑннӑ. «Ҫитрӗ Сурхури» ӳкерчӗксен конкурсӗнче ҫӗнтернисене парнепе хавхалантарнӑ.