Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ вӗренӳри философ марах-шим?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 06.03.2016 08:03 | 1251 хут пӑхнӑ
Персона Культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев
Культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев

Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Константин Яковлева шаннӑ хыҫҫӑн вӑл вӗренӳри философи докторех-ши текен шӑв-шав хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тухса кайрӗ.

Культура министрӗн лавне туртма кандидат е доктор пулни кирлӗ мар-ха. Ара, пултарсан ӗҫлетӗр-иҫ. Константин Яковлев хӑй пирки таҫта вӗренӳри философи докторӗ тесе кӑтартнӑ курӑнать те, сӑнавҫӑсем вара ку фактпа кӑсӑкланса кайнӑ.

Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӑн диссертацийӗпе тата ӑсчах степенӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пур. Ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата наука министерстви Чӑваш Енри ҫак тӳре-шаран кандидат степеньне йышӑнма май ҫуккине официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ведомство «Наука тата патшалӑхӑн наукӑпа техника политики» федераци саккунӗнчи йӗркене тӗпе хурса ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗренӳри философи докторӗ пулмасть.

Константин Яковлевӑн пӗлӗвӗпе «Парнас» регионти организацин пайташӗ Дмитрий Семенов кӑсӑкланнӑ.

Федераци ведомстви 2002 ҫулта пирӗн ҫӗршыв правительствипе Украинӑн Министрсен Кабинечӗ ӑслӑлӑх тата ӑслӑлӑхпа педагогика кадрӗсене аттестацилесси енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пусса ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Анчах вӗренӳри философи докторӗ текен ят (Константин Яковлев Украинӑра ун пеккине хӳтӗленӗ-мӗн) маларах асӑннӑ документпа ҫураҫса тӑмасть иккен.

#культура, #ӑслӑлӑх, #тӳре-шара, #Культура министерстви

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем