Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Литература ҫулталӑкӗпе сывпулашса энциклопедие хӑтларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 25.12.2015 11:33 | 1908 хут пӑхнӑ
Культура

Раштавӑн 23-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче Литература ҫулталӑкӗпе сывпуллашрӗҫ. Малтанах райадминистраци залӗнче Етӗрне районӗн ҫӗнӗ энциклопедин 1-мӗш томӗн хаклавӗ иртрӗ. Энциклопеди 2 томпа кун ҫути курмалла. Кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ. Кунта 1700 ытларах статья. Ӑна пухса хатӗрленекенӗ Валерий Венедиктович Муравьев. Энциклопедире палӑрмалӑх ӗҫленисене тупса палӑртас ӗҫре 300 ытла автор тӑрӑшнӑ. Хаклавра район пуҫлӑхӗ Владимир Иванов, райадминистраци ертӳҫи Владимир Кузьмин, унӑн ҫумӗ Людмила Квасова, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев, район пухӑвӗн депутачӗсем, ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисем, таврапӗлӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Владимир Николаевич Кузьмин энциклопеди кӑларас ӗҫе хастар хутшӑннисене чунтан тав туса Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.

Валерий Венедиктович 2006 ҫулта тухнӑ энциклопеди историне аса илчӗ. Ӑна вӗсем истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе, таврапӗлӳҫӗпе, Етӗрне районӗн Хисеплӗ гражданинӗпе Арсений Васильевич Изоркинпа пӗрле кӑларма тытӑннӑ. Етӗрне районӗн ертӳҫи Евгений Яранский пуҫарӑва ырланӑ, ҫапла майпа «Краткая Ядринская энциклопедия» кун ҫути курнӑ. Николай Сапожников таврапӗлӳҫӗ Етӗрне энциклопедине халалласа сӑвӑ ҫырнӑ, кӗнекене чун кӗртекен Нина Арсентьевна Долгова библиотекарь пухӑннисене 1-мӗш тома тӗрлӗ сӑлтавпа кӗреймен паллӑ ентешсене ытларах тупса палӑртма чӗнсе каларӗ, 2-мӗш томра вӗсен ячӗсем те кун ҫути курӗҫ. Пухӑннисем умӗнче Николай Александров композитор ертсе пыракан «Ҫӑлкуҫ» ансамбль Етӗрне гимнне тата тӑван тавралӑха халалланӑ юрӑсене шӑрантарчӗ. Тухса калаҫакансем пурте энциклопеди содержанийӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗҫ. Галина Зотова таврапӗлӳҫӗ 2016 ҫулта ентешӗсене ашшӗн алҫырӑвӗсене пухса «Кукшумский колос» (чӑв. Кӑкшӑм пучахӗ) кӗнеке парнелеме шантарчӗ.

Пухӑннисем Культура ҫуртне ҫул тытрӗҫ. Кунта районти сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсем «Уҫӑ микрофон» уява пухӑнчӗҫ. Ӑна Етӗрнери тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорӗ Долгова Нина Арсентьевна ертсе пычӗ. Вӑл пухӑннисене 2015 ҫулта тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗ.

Литературӑна юратакансем умӗнче Столярова Галина Витальевна, Мазюкова Наталья Витальевна, Тарасов Олег Анатольевич, Сапожников Николай Львович, Ефимов Иван Петрович (Сӑкӑт Ванькки) поэтсем, Зотова Галина Вячеславовна таврапӗлӳҫӗ хӑйсен пултарулӑхӗпе, кӗнекисемпе паллаштарчӗҫ. Етӗрнесем Николай Плотников пухса хатӗрленӗ кӗнекесемпе те интересленсех паллашрӗҫ. В. Белов музыкант ертсе пыракан «Туслӑх» ушкӑн Г. Столярова тата О. Тарасова сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсемпе халӑха савӑнтарчӗҫ. Ун хыҫҫӑн Етӗрнери чи малтанхи вулавӑша уҫнӑранпа 125 ҫул ҫитнине, Литературӑпа Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа «Да здравствует КНИГА!» (чӑв. Чыс та мухтав кӗнекене!) уяв иртрӗ. Куракансене унта библиотекӑн кун-ҫулӗпе, литературӑпа паллаштаракан чылай хаваслӑ самансемпе паллаштарчӗҫ.

Сӑнсем (29)

#Етӗрне районӗ, #энциклопедисем, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #культура, #Литература ҫулталӑкӗ, #кӗнекесем, #Чӑваш кӗнеке издательстви

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем