Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Валерий Туркай ятне радио-теле-эфирта асӑнма хушман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.04.2016 10:48 | 2295 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш халӑх поэчӗн Валерий Туркайӑн ятне Чӑвашнацителерадиокомпани эфирӗнче тата Чӑваш радиора асӑнма хушман. Кун пирки пире Валерий Владимирович хӑй шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ.

Нумай пулмасть халӑх поэчӗн «Шулай яшим» сӑвӑсен пуххи тутарла тухнӑччӗ. Ҫакӑн пирки республикӑри радио эфирӗсенче Валерий Туркайпа интервьюсем тухмалла пулнӑ. Пӗри — «Атӑлпа Урал хушшинче» ярӑмра (ӑна Николай Мулянов илнӗ), тепри — Иван Перовпа хатӗрлени. Валерий Владимирович каласа панӑ тӑрӑх унӑн ятне эфирта асӑнассине Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Иванов Александр Степанович чарнӑ. Ҫапла май ҫак интервьюсем эфира тухман. «Хура списока» поэт Михаил Игнатьева критикленӗшӗн лекнӗ тесе сӑлтавлаҫҫӗ.

Валерий Туркай 1961 ҫулта Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Валери Туркай Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни шутланать.

#кӑларӑмсем, #радио, #наци телерадиокомпанийӗ, #цензура, #культура, #Хырай Ӗнел, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем