Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кӗмӗл сасӑ фестиваль ҫӗнтерӳҫи — Штанаш тӑрӑхӗн хӗрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 31.03.2016 12:27 | 1954 хут пӑхнӑ
Культура Наталия Соловьева
Наталия Соловьева

«Кӗмӗл сасӑ» фестивале 2000-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче 17-мӗш 15–35 ҫулсенчи 35 юрӑҫ «Кӗмӗл сасӑ-2016» фестиваль-конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Вӗсен шутӗнче: Иркутскпа Ямал-Ненец автономи округӗнчен, Екатеринбургран, Челепирен, Самартан, Ӗренпуртан, Тутарстанпа Пушкӑртстанран, Пензӑран, Мурманскран тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи 15 ҫамрӑк фестивале хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Гала концертра юрӑҫсене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, ЧНКн пӗрремӗш вице-президенчӗ Валерий Клементьев саламласа пурне те ӑнӑҫусем суннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче 5 юрӑҫ пулнӑ. Ыттисем те тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗшӗн парнесем тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль ҫӗнтерӳҫин ятне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыкӑпа ӳнер факультечӗн 1-мӗш курс студентки Наталия Соловьева тивӗҫнӗ. Гран-при тивӗҫнӗ Наталияна планшет, Крыма кайма путевка тата тухъя парнеленӗ.

Наташа шкулта вӗреннӗ чухнех районта иртнӗ юрӑ конкурсӗсене хастар хутшӑннӑ. 2015 ҫулта иртнӗ «Чутай Нарспийӗ» конкурсра вӑл «Ҫепӗҫ Нарспи» номинацире палӑрнӑ, пӗлтӗрхи «Кӗмӗл сасӑ–2015» фестивале те хутшӑннӑ. Наталия юрӑҫ кӑна мар, ӳкерӳҫӗ те. Унӑн пӗр ӳкерчӗкӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...»(2011) кӗнеке хуплашкине илемлетет. Фантастика конкурсӗсене хутшӑнса Наталия икӗ хутчен ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. «Асамлӑх ҫулӗ» (2010) тата «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» (2013) кӗнекесенче вулакансем хӗрӗн хайлавӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ.

#студентсем, #ЧНК, #ЧППУ, #Кӗмӗл сасӑ, #Вӑрманкасси, #фестивальсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш ял тӑрӑхӗ, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем