Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтармалла. Вӑл ӑҫта пулӗ тата ӑна кама халаллӗҫ? Халӑх суйлӗ.
Шупашкар «Раҫҫей мухтавӗн аллейи» проекта хутшӑнать. Проект йӗркелӳҫисем ҫӗршыва чапа кӑларнӑ ҫынсен палӑкӗсене тӳлевсӗрех вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсене пӑхӑртан хатӗрлеҫҫӗ. Сасӑлав акан 29-мӗшӗччен иртӗ. Хальлӗхе ытларахӑшӗ Иккӗмӗш Екатеринӑшӑн тата Владимир Высоцкишӗн сасӑланӑ.
Шупашкарта лартма пултаракан палӑксен списокӗ: Иккӗмӗш Кӗтерне (Шупашкарти ӳнер училищи умӗнче), Георгий Жуков («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Зоя Космодемьянская («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Петр Столыпин (К.Иванов урамӗнче), Александр Пушкин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Сергей Есенин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Василий Шукшин (Мускав проспектӗнче), Сергей Радонежский (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ умӗнче).
Палӑкшӑн хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлама пулать. Унччен ятарлӑ формӑна ҫырмалла.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫнелле тӳре-шара «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе хурав панӑччӗ — Улӑп палӑкне лартма ытлашшиех кӑмӑл ҫуккине палӑртнӑччӗ. Хальхи йышра вара хамӑр культурӑпа ҫыхӑннине пӗрне те сӗнмен.