Паян Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлнӑ.
Кӑҫал унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти, Беларуҫри, Казахстанри, Таджикистанри, Узбекистанри, Сербири, Иранри, Индири, Бангладешри ӗҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 40 фильм. Вӗсенчен 6-шӗ – Чӑваш Енри кинематографистсем хатӗрленӗскерсем.
Кинофестиваль «Ҫӗнтерӳ» сериалпа пуҫланнӑ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче кӑтарнӑ.
Фестиваль ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пулӗ. Фильмсене тӳлевсӗр кӑтартаҫҫӗ.
Чӑваш Ене Театр теплохочӗ килӗ. Вӑл пирӗн патӑмӑрта ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӗ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пилӗк хулара «ГИТИСFEST. Театральное Приволжье 2025» фестиваль-лаборатори ӗҫлӗ.
«А.С. Попов» теплоходпа ГИТИС педагогӗсемпе режиссёрӗсем килӗҫ, вӗсем ҫамрӑк актерсене ӑсталӑха тарӑнлатма тата анлӑлатма вӗрентӗҫ. Лабораторие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионти театр учрежденийӗсенче ӑс пухакан ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ.
Фестиваль-лаборатори Чулхулара, Шупашкарта, Хусанта, Самарӑра тата Сартура иртӗ. Пирӗн патра вӑл Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлӗ.
Олег Прокопьевӑн кӗнеки кун ҫути курнӑ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтерет.
Кӗнеке «Чӑвашӑм, пурӑн!» ятлӑ, унта сӑвӑсем кӗнӗ. Вӑл тин кӑна, ҫак кунсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ.
Автор сӑвӑсене сакӑр ушкӑна пайласа вырнаҫтарнӑ: «Ялти тӗрленчӗксем», «Юрату тата ырату», «Тӗрӗслӗх шыравӗ», «Тивӗҫ», «Юратупа эс килтӗн тӗнчене», «Тухату», «Витӗркуру – асӑрхаттару».
Палӑртмалла: ку – Олег Прокопьевӑн иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗшӗ «Шыв ҫинчи сар хӗвел ҫулӗпе» ятлӑ, вӑл 2008 ҫулта пичетленсе тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти «Атӑл Опера» театрта Пӗтӗм тӗнчери VI оперетта фестивалӗ иртӗ.
Фестиваль А. Петровӑн «Мы хотим танцевать» музыкӑлла камичӗпе уҫӑлӗ. Иваново хулинчи музыка театрӗ Шупашкара «Бесприданница», «Алые паруса», «Три мушкетера» мюзиклсемпе, «Любовь и голуби» музыкӑлла камитпе тата «Принцесса на горошине» музыкӑлла юмахпа килӗ.
Фестиваль гала-концертпа хупӑнӗ.
Шупашкарти Республика лапамӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Правительство ҫуртне (унччен ӑна Советсен ҫурчӗ тенӗ) халӗ те юсаса пӗтереймен. Ку хыпара эпир «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Асӑннӑ объект федераци пӗлтерӗшле культура эткерлӗхлӗ шутланать. Ӑна юсама «Консорциум строительных компаний» организаци ҫӗнтернӗ. Юсав ӗҫӗн хакӗ — 616 миллион тенкӗ. Подрядчикӑн ӗҫе 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран вӑхӑта 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑсса панӑ. Анчах вӑл ҫав вӑхӑта та ӗҫе пӗтереймен. Кӑҫалхи ака уйӑхӗ тӗлне вӑл 266,8 млн тенкӗлӗх ҫеҫ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Унтан подрядчикпа контракта пӑрахӑҫланӑ.
Ӗҫе тӑсса пынине подрядчик проектпа смета хучӗсене ҫӗнетнипе тата кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвӗпе салтавланӑ.
Чӑваш Ене Тимур Ведерников килӗ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтерет. Вӑл – «Привет, Андрей!», «Песни от всей души» кӑларӑмсене хутшӑнакан мусӑкҫӑ, «МузыкаВместе» проект авторӗ. Кӑларӑмсен йӗркелӳҫисем тӗрлӗ региона ҫитсе музыка роликӗсем ӳкереҫҫӗ.
Халӗ вӗсем «Аслӑ ҫӗршывӑн юррисем» кӑларӑм хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавна май федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсене ҫитме палӑртнӑ
Проект паян Чулхулара старт илет.
«Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫынсем ҫакна эпир хатӗрленӗ роликсене курса ӗненӗҫ», — тенӗ Тимур Ведерников.
Раҫҫейре пурӑнакансенчен 70 проценчӗ пирӗн ҫӗршыва мигрантсем килнине сахаллаттарасшӑн. Ҫакӑн пекрех пӗтӗмлетме пулать нумаях пулмасть ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх.
Ыйтӑма «Левада-центр» (иноагент) йӗркеленӗ-мӗн. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 66 проценчӗ мигрантсем преступлени шутне ӳстереҫҫе тесе шухӑшлаҫҫӗ, 70 проценчӗ ҫӗршыв Правительствин мигрантсем килессине урӑхларах йӗркелемелле тесе шухӑшлать иккен.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 52 проценчӗ мигрантсем Раҫҫей культурине начар витӗм кӳреҫҫе тесе шухӑшлаҫҫӗ.
К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл «Куйкӑрӑш» ятлӑ.
Спектакле чӑваш сцени ҫине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларӗҫ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗр ялта хура кайӑк ҫӑмартинчен ҫын евӗрлӗ Куйкӑрӑш ҫуралать. Вӑл хӑйӗн хуҫин, Петӗрккен, кирек мӗнле ӗмӗтне те пурнӑҫлама пултарать иккен. Старик кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ «телейпе» киленнӗ вӑхӑтра Ӗнчӗ ятлӑ кӳршӗ хӗрачи тӗлӗнтермӗш чӗрчуна юратса пӑрахать.
Анчах та кашни «парнен» хӑйӗн хакӗ пур. Петӗрккепе Ӗнчӗ Куйкӑрӑшӑн аркатуллӑ вӑйне чарма пултарӗҫ-ши?»
Чӑваш Енри художниксем «ФормАРТ» Аталҫи федераци округӗнчи урамри ӳнер фестивальне хутшӑнӗҫ.
Унта хутшӑнма Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ултӑ регионтан 300 ытла ҫамрӑк художникран заявка пырса ҫитнӗ. Пирӗн республикӑран виҫӗ та художниксем хутшӑнӗҫ.
Урамри ӳнер фестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫа парса хавхалантарӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан Иван Веденеев «Кустӑрма» ятлӑ музей уҫнӑ. Ӑна вӑл ӗлӗкхи хула уесӗнчи хуҫалӑха халалланӑ.
Экспозицире – хӑйне евӗр япаласем. Пӗтӗмпе – 100 ытла. Ӗлӗкхи савӑт-сапа, урапапа ҫуна пайӗсем… –тӗрлӗ япала пур унта. Вӗсем XIX–XX ӗмӗрсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче усӑ курнӑскерсем. Вӗсене вӑл хӑйсен таврашӗнче пухнӑ.
Иван Веденеев хӑй экскурсисем ирттерет, ватӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ информацисемпе паллаштарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |