Берлинта пурӑнакан чӑвашсем пухӑннӑ. Кун пирки Телеграмри «Пруинчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Тӗлпулӑва нумаях пулмасть Германие куҫса кайнӑ Савӑнпи (София Толстова) блогер йӗркеленӗ-мӗн.
Чӑваш ҫамрӑкӗсем кафесенчен перичне пуҫтарӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енре ҫуралнӑ пикепе унӑн савнийӗ, яппун каччи, уҫнӑ. Тӗлпулӑва пухӑннисем пӗр-пӗринпе паллашнӑ, «Вупӑр» вӑйӑ вылянӑ. Ҫамрӑксем пурте чӑваш тумтирӗпе, капӑрлӑх ҫакса пынӑ.
Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Бикмурзино ялӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ. Ӑна Зинаида Чайко, Олег Жемчугов тата ял ҫыннисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ.
Слета Тольятти, Чӗмпӗр тата Шупашкар хулисенчи таврапӗлӳҫӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсене вырӑнти хастар Михаил Щербаков «Илем» туризм сукмакӗпе паллаштарнӑ.
«Слета хутшӑннисене чӑваш-апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ. Вӗсем салма яшки, ҫичӗ тӗрлӗ кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ, хуплу, чӑкӑт, килте вӗретнӗ сӑрана тутанса пӑхнӑ», — тесе ҫырнӑ хӑйӗн хыпарӗнче Валентина Петрова.
Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Бикмурзино ялӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ. Ӑна Зинаида Чайко, Олег Жемчугов тата ял ҫыннисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ.
Слета Тольятти, Чӗмпӗр тата Шупашкар хулисенчи таврапӗлӳҫӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсене вырӑнти хастар Михаил Щербаков «Илем» туризм сукмакӗпе паллаштарнӑ.
«Слета хутшӑннисене чӑваш-апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ. Вӗсем салма яшки, ҫичӗ тӗрлӗ кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ, хуплу, чӑкӑт, килте вӗретнӗ сӑрана тутанса пӑхнӑ», — тесе ҫырнӑ хӑйӗн хыпарӗнче Валентина Петрова.
Шупашкар хулинче кӗнеке йышӑнакан контейнерсем вырнаҫтарса тухнине эсир те, тен, асӑрханах пулӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ вӗсене икӗ ҫӗрте курма ӗлкӗрчӗ.
Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти вулавӑшсене пулӑшас тӗллӗвӗллӗ акци ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Пирӗнтен кашнин килӗнчех унччен вуласа тухнӑ кӗнекесем ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртни вӑрттӑнлӑх мар. Кӗнекене е журнала тухса пеме шел, анчах кама памаллине пӗлместӗн. Ун пек чухне ӑна ятарлӑ контейнера кайса ямалла. Кӗнекене пӗр-пӗр ялти вулавӑша илсе кайӗҫ.
Кӗнеке боксӗсем Иван Франко урамӗнчи 10-мӗш тата 20-мӗш, П. Лумумба урамӗнчи 6-мӗш, Октябре 50 ҫул урамри 16-мӗш¸ Николаев космонавт урамӗнчи 46-мӗш, Гагарин урамӗнчи 26 тата 19-мӗш, Чапаев урамӗнчи 8 корпусри 2-мӗш, Энгельс урамӗнчи 3/1-мӗш, Н. Смирнов урамӗнчи, 7-мӗш, Кадыков урамӗнчи 28 тата 34-мӗш, Гастелло урамӗнчи 3 А, Пролетарски урамри 21 тата 22-мӗш , 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 4В тата 32А, Хусанкай урамӗнчи 6, 23А, 32-мӗш, Шумилов урамӗнчи 11А ҫуртсен умӗнче пур.
Кӑҫал Ҫӗрпӳри Тихвин ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 17:30 сехетре уҫӑлать. Ҫав кун сцена ҫине вырӑнти ансамбльсем, чӑваш эстрада юрӑҫисем тата «Мантана» ушкӑн тухӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче наци картишӗ пулӗ тата гастрономи фестивалӗ уҫӑлӗ, халӑх пултарулӑхӗн ӑстисен конкурсӗ те иртӗ. Каҫхине «Сказки Грим» ушкӑн концерчӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫулӑмлӑ шоу курма май пулӗ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ача-пӑча «Акатуйӗ», «Цивильские перезвоны» фестиваль, «Добрые крышечки» эко-ыркӑмӑллӑх фестивалӗ иртӗ. Ҫав кунах «Служу Отечеству» ушкӑн концерт кӑтартӗ. Каҫхине фейерверк пулӗ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ярмӑрккӑна пӗтӗмлетӗҫ.
Ҫак кунсенче Етӗрне округӗнчи Килтӗш ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ.
Ял ҫыннисем ку ӗҫе сахал мар тӳпе хывнӑ. Клуба пуҫаруллӑ бюджетировани программипе килӗшӳллӗн хута янӑ. Вӑл хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑрать.
Клуба савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн уяв пулнӑ. Сцена ҫинче «Мучар Ен» ансамбль, Советски шкулӗн ачисем, Хӗрлӗ Чутай тата Ҫӗмӗрле округӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне уҫнӑранпа ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа музея тӗрле хӑнана йыхравланӑ, ҫав шутра Шупашкарта декораципе прикладной ӳенерен ӑстисен пӗтӗм Раҫҫейри XXII конкурсне хутшӑнакансем те пулнӑ.
Культура учрежденийӗнче тӑрӑшакансем Чӑваш тӗррин музейӗ чӑваш тӗррипе халӑха кӑсӑклантарассинче самай пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртаҫҫӗ. Совет саманиччен чӑваш тӗррилле япаласене сутса илес йӑла-йӗрке пулман. Ку вӑл тӗрӗн хӑйне евӗр асамлӑхӗ пулнине пӗлтерет. Паян чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫа сцена ҫинче ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те курма пулать.
Пирӗн республикӑра Сербире пурӑнкан Раде Костичпа Катарина Нинков пулнӑ. Вӗсем - ҫул ҫӳревсем пирки каласа кӑтартакан кӑларӑм ертӳҫисем, кунта Чӑваш Ен пирки кӑларӑм хатӗрлеме килнӗ.
Раде тата Катарина Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑннӑ, Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ. Ку кӑна мар-ха, «Ясна» этнокомплексра сӑра вӗретме те вӗреннӗ.
Вӗсем — пулас артистсем, ҫавна май аякран килнӗ хӑнасем вырӑнти театрсемпе те кӑсӑкланнӑ. Вӗсене чӑвашла постановкӑсем пурри, пирӗн чӗлхе илемлӗ пулни савӑнтарнӑ.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче чӑваш йӑли-йӗркине упраса хӑварас енӗпе те тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Унта чӑваш юррисене халӑх патне ҫитерекен ушкӑнсем пур, ал ӗҫӗсен ӑсталӑх лаҫҫисенче чӑваш пуканисене ӑсталаҫҫӗ. Унта ҫӳрекен ватӑсем масмак туса та тӑхӑннӑ. Пуҫа тӑхӑнмалли ҫак хатӗре кашни кун тӑхӑнса ҫӳремеҫҫӗ-ха, анчах уявсенче вӑл ватӑсене илем кӳрет.
Республика кунӗ умӗн ирттернӗ ӑсталӑх лаҫҫинче вӗтӗ шӑрҫаран илемлӗ чӑваш эрешӗсем ӑсталанӑ. Ӗҫе пурнӑҫлама Светлана Кириллова инструктор пулӑшса пынӑ. Светлана Леонидовна мӗнле тӗс килӗшсе тӑни, хӑш эреш мӗне пӗлтерни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх симфони капелли черетлӗ сезона хупнӑ.
Концерт вырӑс музыкин паллӑ композиторӗсен хайлавӗсенчен тӑнӑ. Глинка романтизмӗнчен пуҫласа Гаврилин таранах. Ҫав каҫхи премьера вара Александр Островскийӗн «Женитьба Бальзаминова» камичӗ тӑрӑх лартнӑ балет валли Валерий Гаврилин ҫырнӑ музыка.
Аса илтерер: капеллӑн тӗп дирижерӗ – Наталья Яклашкина. Илемлех ертӳҫи тата дирижерӗ – Морис Яклашкин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |