Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ Андрей Михайлов пысӑк кинора хӑйне режиссер тата продюсер пек тӗрӗслет. Унӑн псевдонимӗ - Малай.
Вӑл «Хоккеймэн» ятлӑ фильм ӳкерет. Кинофильма Раҫҫейри мӗнпур платформӑра кӑтартӗҫ.
Кинора тӗп роле «Слово пацана» фильмри Даня Киселев (Цыган) вылять.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ сезона Александр Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ спектакльпе уҫӗ.
gorodzovet.ru спектакль анонсне кӗскен ҫапларах хыпарланӑ: «Александр Артемьевӑн этем пурнӑҫӗн тӗп никӗсне, чун тарӑнӑшне кӑтартакан «Салампи» повеҫӗнче ваттисен евӗрлесе каланӑ ӑслӑ сӑмахӗсем чылай вырӑнта тӗл пулаҫҫӗ. Ку хайлава пурнӑҫа вӗрентсе ҫырнӑ пулин те вӑл вулакана ирӗксӗрлемест, тӗп шухӑш патне ҫемҫен ертсе пырать. Ҫавӑнпах «Ҫак ӗмӗрте чи нумай вуланӑ чӑваш кӗнеки» ята илнӗ-тӗр вӑл (2020).
«Салампи» мелодрама сцена ҫинче повеҫри сӑнарсене чӗртсе тӑратать. Вӗсем куракана вӑхӑта парӑнман чӑн-чӑн юрату ҫинчен каласа парӗҫ. Ҫак тарӑн туйӑма хирӗҫ тӑракансем те пур кунта. Анчах вӗсем хӑйсен икӗпитлӗхне пытараймӗҫ».
Ҫӗн ӗҫе авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Ҫар мухтавӗн музейӗнче «Их с волнением читали, знали наизусть» (чӑв. Вӗсене хумханса вуланӑ, пӑхмасӑр каланӑ) ӳкерме пуҫланӑ.
Фильмра тӗп вырӑнта фронтран ҫырнӑ ҫырусемпе сӑвӑсем пулӗҫ. Ҫав йӗркесем йывӑр вӑхӑтра, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, вӑй тата шанчӑк панӑ, хавхалантарнӑ.
Проекта Чӑваш Енӗн Патшалӑх истори архивӗ пурнӑҫа кӗртет. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем, шкул ачисем, студентсем тата аслисем виҫ кӗтеслӗ ҫырусене вулӗҫ.
Улатӑрти хӗрарӑмсен Киев-Николаев мӑнастирӗнче 15 ҫул ытла пурӑннӑ Любовь Стриженева актриса ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 83 ҫулта пулнӑ. Кун пирки Аристоклий Набокин манах хыпарлани тӑрӑх «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ.
Любовь Васильевна 1940 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. 1963 ҫулта МХАТӑн шкул-студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Мускаври художество академи театрӗнче, вӑл икке пайланса Горький ячӗллӗ МХАТра ӗҫленӗ. 1997 ҫулта ӑна Раҫҫей халӑх артисткин ятне панӑ.
Пултаруллӑ артистка СССР Патшалӑх телерадиокомпанийӗн Пӗтӗм союзри радиовӗнче «Взрослым о детях» кӑларӑма ертсе пынӑ. «Вечный зов», «Каникулы Кроша», «Земля, до востребования», «Стежки-дорожки», «Бесы» тата ытти кинокартинӑра вылянӑ.
2008 ҫулта мӑнастире тухса кайнӑ, унта Иудифь ятпа Турра юрӑхлӑ пулса пурӑннӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Владимир Земляникин тата Олег Стриженов паллӑ актерсен арӑмӗ пулнӑ. Любовь Стриженеван ывӑлӗ Александр Стриженов.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ кӗнеке кӑларма хатӗрлеҫҫӗ иккен. Кун пирки издательствӑн редакторӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, «Ольга Федорова вӗсене пичете хатӗрлессишӗн ырми-канми тӑрӑшать».
«Ӑна кура пуль, эпӗ те кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ кӑларӑмсемпе паллашма пуҫларӑм. Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫи те кӑсӑклантарса яма пӗлет. «Пиччем ҫинчен» кӗнекене шӑпах вӑл вулама пачӗ. Брошюри самай кивӗ, 1973 ҫулта тухнӑ. Ку темех мар, чи пӗлтерӗшли – содержанийӗ. Вӑл вара чӑннипех те пуян, интереслӗ. Хамшӑн ҫӗнни пайтах пӗлтӗм», — хыпарланӑ пултаруллӑ пике тата ҫыравҫӑ.
Хулӑнах мар асаилӳ пуххин авторӗ – Ҫеҫпӗл Мишшин шӑллӗ Гурий Кузьмин иккен.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Единый день фольклора» (чӑв. Фольклорӑн пӗрлехи кунӗ) пӗтӗм Раҫҫейри акци пуҫланӗ. Чӑваш Енре ҫавна май «Манӑҫми аваллӑх» ҫамрӑксен республикӑри фольклор уявне ирттерме палӑртса хунӑ.
Фольклор уявне утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи ХIХ ӗмӗрти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗн музейӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Хальхи саманара цифрӑсен чӗлхипе калаҫма юратаҫҫӗ те, маларах асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче республикӑри культурӑпа кану учрежденийӗсенче 100 ытла тематика мероприятийӗ иртмелле, вӗсене 3 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла тесе ӗнентерет Культура министерстви.
Чӑваш Енре ирттерекен ҫырла фестивалӗ кӑҫал та кӑсӑклӑ пулмалла. Унта тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ иртӗ, аниматорсем ӗҫлӗҫ, концерт пулӗ, ҫырла тата тӗрлӗ калча сутӗҫ. Аса илтерер: ҫырла фестивалӗ пӗлтӗрхи пек Шупашкар тӑрӑхӗнчи Хыркассинче ҫеҫ мар, Шупашкарта та (Машиностроительсен проезчӗ, 1-мӗш ҫурт, 6-мӗш корпус, Сад центрӗ умӗ) иртӗ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи программа ҫапларах.
Ирхи 10 сехетре Велком-зонӑра аниматорсем хӑнасене кӗтсе илӗҫ. Кашни сехетре пӗрре спонсорсен парнисене выляттарӗҫ.
10 сехетре фествиале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ачасен коллективӗсем хӑйсен пултарулӑхпе паллаштарӗҫ.
12 сехетре сцена ҫине тӳре-шара тухӗ.
13 сехетрен пуҫласа 13 сехет те 30 минутчен чечек шоуне чӗнеҫҫӗ. Ӑна профессионал флористика енӗпе Раҫҫей чемпионӗ Роман Штенгауэр ирттерӗ. Руна евӗр арт-объекта кӑтартӗҫ.
12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ. Контейнерсенче чечек ӳстреме вӗрентнинчен пуҫласа ҫырларан десерт хатӗрлесси таранах вӗрентӗҫ.
15 сехетрен пуҫласа 15 сехет те 30 минутчен чӑваш эстрада артисчӗсем Андрей Думилин, Алексей Шадриков, Алексей Московский юрлӗҫ.
Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 555 ҫул ҫитнине халалласа «Чебоксарский хит» (чӑв. Шупашкар хичӗ) юрӑ конкурсӗ иртет. Конкурса хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫӗсене е вырӑсла, е чӑвашла тӑратмалла пулнӑ.
Пӗтӗмпе 34 заявка пулнӑ, вӗсенче — 39 хайлав. Композицисене тӗрлӗ музыка жанрӗпе ҫырнӑ: бард юрри, хорал, фолк, рэп.
Профессилле тӳресем ӗҫсене хакласа суйласа илнӗ. Жюри балсенчен 60 процентне парать, ыттине — ҫынсем.
Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта пырать. Малтанхи тапхӑрта 10 юрра суйласа илме май пур. Иккӗмӗш тапхӑрта 10 чи лайӑх юрӑран финала тухма тивӗҫҫине уйӑрса илӗҫ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине композицишӗн 100 пин тенкӗ парӗҫ, унсӑр пуҫне юрра студире ҫыртарма май килӗ. Тӗп хит Шупашкарӑн 555 ҫулхине халалланӑ гала-концертра янӑрӗ.
Николай Максимов паллӑ журналистӑн тата ҫыравҫӑн романне «Тӑван Атӑл» журналта пичетлеме пӑрахнӑ-мӗн. Кун пирки автор тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Калем ӑсти хыпарланӑ тӑрӑх, ун патне юлташӗ шӑнкӑравланӑ, «Европӑна хӑтарни» романа пичетлеме пӑрахнине ӑнлантарса ҫырнӑ статья некролог евӗр тенӗ иккен.
«Юлташа лӑплантарам. Вӑл некролог мар. Роман чӗрӗ, вӑл авторӗнчен те, хӗрарӑмсен тӗрлӗ канашӗсенчен те вӑрӑмрах ӗмӗрлӗ пулӗ. Ҫитменнине тата ӑна тахҫанах электрон мелпе вырӑсла пичетленӗ, кӗҫех хут ҫинче те кун ҫути курӗ», — тесе шӑрҫаланӑ автор.
Журналти статья тӑрӑх автор ҫапларах ӑнланса илнӗ: романа пичетлеме чаракансем пулнӑ. Журналӑн редакторне Арсений Тарасова Николай Максимов романӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне пичетлесе ӗлкӗрнӗшӗн тав тӑвать.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ку таранччен вӑл тӗнче шайӗнчи 70 фестивале хутшӑннӑ.
Ансамбль 1924 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Ун чухне ансамбль Василий Воробьев ертсе пынипе Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 4 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ уява хутшӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем ӗҫленӗ: Мефодий Денисов, Тамара Чумакова, Валентин Сизов, Любовь Владимирова… Ансамбль паянхи кун та ӗлӗкхи йӑла-йӗркене тытса пыма тӑрӑшать, халӑха пултарулӑхӗпе савӑнтарать.
Сӑмах май, ансамбль юпан 17-мӗшӗнче 101-мӗш сезонне «Пӗрлӗхри ҫемьери» программӑпа уҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |