Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче тӑван чӗлхене вӗрентекенсен пысӑк форумӗ иртнӗ.
Ольга Туркай радиожурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти вӑхӑтӗнче Наци библиотеки йӗркелесе ирттернӗ «Тӑван сӑмах» вулакансен аудиокӗнеке конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. «Республика шайӗнче иртнӗ конкурса 90 яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Пиллӗк номинаципе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Ӑста вулакансем нумай пулчӗҫ. Тӗлӗнмелле пултаруллӑ халӑх пирӗн! Ҫакӑн пек кирлӗ, лайӑх конкурс ирттернӗшӗн Наци библиотекин ӗҫченӗсене пысӑк тав!» — хыпарланӑ Ольга Туркай.