Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче «Асамлӑ ачалӑх» кӗнеке пуххине хакланӑ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче пичетленсе тухнӑ. Кун пирки издательство ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ.
«Кӑларӑмра XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литературинче ырми-канми тӑрӑшакан ҫыравҫӑсем – пурӗ вӑтӑр ҫичӗ автор – ачалӑхне, асра юлнӑ вӗрентекенӗсене, пӗрремӗш хайлав ҫырнине, вӑл хӑҫан кун ҫути курнине аса илеҫҫӗ», — хыпарланӑ вӑл.