Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» кӗнекене сӳтсе явнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.05.2024 07:47 | 1807 хут пӑхнӑ
Культура
Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Иванова «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр кун ҫути курнӑ «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» коллективлӑ сборника сӳтсе явнӑ.

Ольга Иванова хыпарланӑ тӑрӑх, «кӑларӑма юрату темипе ҫырнӑ калавсемпе повесть кӗнӗ. Авторӗсем – паянхи чӑваш ҫыравҫисем: Константин Малышев, Татьяна Ишмуратова, Оля Рубцова, Дмитрий Моисеев, Ольга Австрийская, Владислав Николаев, Владимир Степанов, Ольга Васильева. Произведенисенчи тӗп сӑнарсем – юрату авӑрне кӗрсе ӳкнӗ яшсемпе хӗрсем».

Хӑтлава хутшӑннӑ Людмила Сачкова прозаик кӗнекене туллин тишкернӗ, кашнин ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ.

«Ольга Австрийскаян чӗлхи сӑнарлӑ, пуян, ҫыравҫӑ детальсемпе вырӑнлӑ усӑ курать, сюжета тирпейлӗ йӗркелет», – тенӗ, сӑмахран, калем ӑсти.

#кӗнекесем, #культура, #ҫыравҫӑсем, #вулавӑшсем, #хӑтлавсем, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall100173041_19340
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 4137.02.5676
2024.05.30 14:17
"ВАРКӐШӗ" ХЫҫҫӐН ТӐВӐЛӗ ҪИТМЕЛЛЕ. Пур-и ку йышра тӑвӑл хыпарҫисем? Тем пекехчӗ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем