Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Культура
историческийбагаж.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
историческийбагаж.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чӑваш классикӗсен хайлавӗсемпе спектакль лартӗҫ. Кун пирки эпир Марина Карягина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

Марина Карягина театрӑн хальхи репертуарӑн сумӗ – «Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэми тӑрӑх хатӗрленӗ «Нарспи» трагеди. Ҫавӑн пекех «Ялта» (Фёдор Павлов), «Ӗмӗр сакки сарлака» (Никифор Мранькка), «Салампи» (Александр Артемьев) спектакльсем – пирӗн ӳнерӗн чӑн-чӑн ахах-мерченӗ» тесе палӑртса хӑварнипе пӗрлех культура учрежденийӗн малашлӑх планӗпе те паллаштарнӑ.

«Ҫитес вӑхӑтра сцена ҫине «Хура ҫӑкӑр» (Илпек Микулайӗ), «Арҫури» (Михаил Фёдоров), «Кай, кай Ивана» (Николай Айзман), ҫавӑн пекех тӑван халӑх асӗнче пурӑнакан юмах-халап ҫӗнӗлле чӗрӗлсе тухмалла», — хыпарланӑ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall296698703_9568
 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртӗ.

Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче (халӗ ӑна «Атӑл Опера» теҫҫӗ) тӗрлӗ опера итлесе киленме май пулӗ.

Ҫак йышра – «Евгений Онегин», «Борис Годунов», «Флория Тоска», «Нарспи», «Князь Игорь», «Севильский цирюльник», «Отелло».

Кӑҫал фестиваль «Пурнӑҫ, эпӗ сана юрататӑп» гала-концертпа вӗҫленӗ. Сцена ҫине Раҫҫейӗн Наци филармони оркестрӗ, Раҫҫей халӑх артистки Хибла Герзмава тухӗҫ.

Сӑмах май, билетсене «Пушкин карттипе» туянма пулать. Ӑна вара 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене параҫҫӗ. Картта ҫинче – 5 пин тенкӗ. Ӑна ҫулталӑк тӑршшӗпе тӑкакламалла, юлнӑ укҫа-тенкӗ тепӗр ҫула куҫмасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19557
 

Культура
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалтан пуҫласа пирӗн ҫӗршывра паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Раҫҫейри халӑхсен чӗлхе кунне палӑртма тытӑнӗҫ. Ку куна ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпех йышӑннӑ. Пирӗн ҫӗршывра паянхи кун тӗлне илсен 190 ытла наци ҫынни пурӑнать. Ҫав шутра чӑвашсем те пур. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ. Унти хастарсем тӑван халӑх йӑли-йӗркине аякра пулин те тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ ҫӗнӗ датӑна халалласа халӑх тетелӗсенче «Эпӗ тӑван чӗлхепе калаҫатӑп регионсем хушшинчи акци ирттерме йышӑннӑ. Унта хутшӑнса кирек кам та хӑйӗн тӑван чӗлхипе сӑвӑ калама е юрӑ юрласа кӑтартма пултарать. Чӑвашла видеоролика халӑх тетелӗсенче #эпӗтӑванчӗлхепекалаҫатӑп, #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ. Акци авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пырӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Три поэта / Виҫӗ поэт» кӗнекене хаклама пуҫтарӑнӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издаельствинче кун ҫути курни пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: «Три поэта. Виҫӗ поэт. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, С.А. Есенин» ят панӑ кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн Василий Кервен ҫине тӑнӑ.

Василий Кошкин-Кервен — Раҫҫейри писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, М.Д. Трубина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ.

Ҫӗнӗ кӗнекене Сергей Орлов художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Тиражӗ пысӑк мар, пӗтӗмпе те 520 экземпляр.

Кӑларӑма аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли тесе хатӗрленӗ. Унта Александр Пушкин, Михаил Лермонтов тата Сергей Есенин сӑввисемпе паллашма пулать. Сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла куҫарса пичетленӗ.

 

Культура
Елена Николаева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елена Николаева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре Наци театрӗсен конгресӗ иртӗ. Кун пирки К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Кунта сӑмах Наци театрӗсен III конгресӗ пирки пырать. Ӑна ҫитес ҫул Шупашкарта ирттерсшӗн. Кун пирки Питӗр хулинче Чӑваш Енӗн кунӗсем иртнӗ ҫул калаҫса татӑлнӑ иккен.

Елена Николаева хыпарланӑ тӑрӑх, Питӗрте вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тата республикӑн культура министрӗпе Светлана Каликовӑпа пӗрле Александринский театрӑн президенчӗпе Валерий Фокинпа тӗл пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне конгреса Шупашкарта ирттересси пирки сӑмах хускатнӑ.

Унсӑр пуҫне ку тӗлпулура театрсем пӗр-пӗрин патне гастрольпе ҫитес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_14797
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикине Калмӑк Республикинчи «Тюльпан» юрӑпа ташӑ ансамблӗ килӗ. Илемлӗх ертӳҫи тата директорӗ — Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Савр Катаев.

Ансамбль авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине тухса куракансене савӑнтарӗ. Унта, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн сцени ҫинче, Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ мероприятисем малалла пыраҫҫӗ.

Программа питӗ пуян. Коллектив пирӗн пата «ылтӑн фондӗнчи» чи лайӑх юрӑсемпе ташӑсене илсе килет. Хӑнасем вӗсем урлӑ калмӑк халӑхӗпе ҫывӑхрах паллаштарӗҫ. «Ылтӑн фондри» ташӑсен йышӗнче — «Чичрдг», «Зайсангсен ташши» тата «Товшур» ташӑсем.

 

Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта экскурси троллейбусӗ ҫула тухнӑ.

54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен пассажирсем ӗнер ҫула хаваслӑ та кӑсӑклӑ ирттерме пултарнӑ. Асӑннӑ маршрутпа ларса тухнӑ вулавӑш ӗҫченӗсем хулари паллӑ вырӑнсем, ҫуртсем пирки каласа кӑтартнӑ. «Волжанка» клуб хастарӗсем патриотла юрӑсем шӑрантарнӑ. Вӗсем хӑйсен ятарлӑ репертуарне Ҫӗнӗ Шупашкара, Чӑваш Ене тата Раҫҫее халалланӑ юрӑсене кӗртнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем вара А. Корочкован Ҫӗнӗ Шупашкар ҫинчен ҫырнӑ сӑвввине илемлӗ вуланӑ.

Канмалли кун ҫула тухнӑ пассажирсене ҫакӑн пек хаваслӑ троллейбуса лекни пӗр енчен тӗлӗнтернӗ, тепӗр енчен савӑнтарнӑ. Мӗн тесен те кун пек чухне ҫул та кӗскелет, чун-чӗре те хавасланать, ҫӗннине те пӗлетӗн.

 

Ял пурнӑҫӗ
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейски районӗнчи Карай ялӗнче пурӑнакансем иртнӗ эрнере ял уявне ирттернӗ.

Карай ялӗ 2021 ҫулччен Карай ял тӑрӑхӗн центрӗ шутланса тӑнӑ, халӗ, ял тӑрӑхӗсем вырӑнне территорири уйрӑмсем туса хунӑ хыҫҫӑн, асӑннӑ уйрӑм центрӗ пулса тӑрать. Шупашкартан ял 56 километрта, район центрӗнчен 10 километрта вырнаҫнӑ.

Виталий Михайлов таврапӗлӳҫӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ял ҫыннисем 1724 ҫулччен ясак тӳлесе тӑнӑ, 1866 ҫулччен вара патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Унти чӑвашсем ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ, килти ал ӗҫӗпе аппаланнӑ, атӑ-пушмак ҫӗленӗ.

1930 ҫулччен ялта чиркӳ пулнӑ. 1900-мӗш ҫулта пӗр класс вӗренмелли чиркӳ шкулӗ уҫӑлнӑ, кӑштахран вӑл пысӑкланнӑ.

Паян та Карай ялӗ самана таппипе тан утать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_3020
 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Красноярск крайӗнче пурӑнакансем мероприятие Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Уяв туслӑх картинчен пуҫланӑ. Унта тӗрлӗ халӑх ҫыннисем хутшӑннӑ.

Унтан сцена ҫине Красноярскри чӑваш автономийӗн президенчӗ Геннадий Храмов тата хисеплӗ хӑнасем тухнӑ, пурне те уявпа саламланӑ.

«Чӳклеме яланах анлӑ иртет, унта чунпа савӑнма килеҫҫӗ. Пирӗн округа каллех ҫак уява ирттерме суйласа илни савӑнтарать. Чӑвашсем хӑйсен йӑли-йӗркине типтерлӗ упраҫҫӗ. Эпир пурте пӗрле вара халӑхсен туслӑхӗ янӑравлӑ сӑмахсем ҫеҫ мар, вӑл пирӗн кулленхи пурнӑҫ пулнине кӑтартса паратпӑр. Пӗрле эпир вӑйлӑрах», – каласа кӑтартнӑ Казачински-Пировски округӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ивченко.

Ҫавӑнтах наци картишӗсем ӗҫленӗ, чӑвашсен, тутарсен, крешӗнсен, нимӗҫсен, белоруссен тата вырӑссен культурипе, тӗрлӗ наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Паллах, уяв концертсӑр иртмен. Сцена ҫинче чӑваш, вырӑс, казак тата тутар юррисем янӑранӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163682416_52965
 

Культура

ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Анатолий Гущин ТНТ телеканалпа кӑтартакан «Пора на завод» сериалта тӗп рольсенчен пӗрне калӑпланӑ. Палӑртса хӑварар: ку сериала 16 ҫултан аслӑраххисем пӑхма пултараҫҫӗ.

Анатолий Гущин сериалта Танич рольне, тӗп героинӗн тӑванне, вылянӑ. Сериала курас килет-и? Вӑл экран ҫине тухиччен вӑхӑт нумаях юлман: ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 20 сехетре телевизор ҫутма ан манӑр.

Палӑртса хӑварар: Анатолий Гущин 1976 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Ашшӗ — вырӑс, амӑшӗ – чӑваш. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш шкулта вӗреннӗ. Шкул хыҫҫӑн Анатолий Гущин Мускаври М.С.Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищине вӗренме кӗнӗ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята ӑна 2024 ҫулта панӑ. Унӑн пӗрремӗш мӑшӑрӗнчен Елена Шешетинӑран ывӑл пур, иккӗмӗш арӑмӗнчен хӗр ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/pgnovchik
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 517
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 11

1892
134
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
130
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
72
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть