Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Выдающиеся личности в становлении и развитии профессионального театра и кинематографа Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри профессилле театрпа кинематографи йӗркеленсе кайнипе тата аталаннипе ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсем) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна актер ӑсталӑхӗн тата режиссурин кафедринче йӗркеленӗ.
Мероприятие Культура институчӗн чӗрӗк ӗмӗрне тата культура колледжӗн 80 ҫулхине халалланӑ. Маларах асӑннӑ кафедра заведующийӗ Лия Чернова ҫамрӑк специалистсемпе студентсене верену заведенийӗпе ҫыхӑннӑ сумлӑ ҫынсемпе паллаштарас ӗмӗтлине палӑртса хӑварнӑ.