Чӑваш Енри икӗ пултарулӑх ӑсти хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссёрне Дмитрий Михайлова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ» артисчӗ хисеплӗ ят панӑ. Ун пек ята Шупашкарти «Классика» капелли» концерт учрежденийӗн тӑп дирижёрӗ Владимир Петров та тивӗҫнӗ.