
Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, Пӗтӗм тӗнчери оперетта фестивалӗ пуҫланнӑ. Вӑл «Виват, оперетта!» гала-концертпа тытӑннӑ.
Уяв каҫне икӗ пая уйӑрнӑ. Пӗринче ют ҫӗршыв классикин шедеврӗсем янӑранӑ. Иккӗмӗшӗнче вара хамӑр ҫӗршыври чи лайӑх опереттӑсемпе паллаштарнӑ: Исаак Дунаевский, Юрий Милютин хайлавӗсем янӑранӑ. Халӑх вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.
Фестиваль пӗр эрнене тӑсӑлӗ. Куракансене «Мы хотим танцевать», «Фиалка Монмарта» спектакльсемпе паллаштарӗҫ. Фестиваль «Ваш Андрей Петров» гала-концертпа вӗҫленӗ.
Сӑмах май, билетсене «Пушкин карттипе» те туянма май пур.

Чӑваш Енре «Мускав-Ҫӗпӗр ҫулӗ: Чӑваш Енри ҫулсен историйӗ пирки таврапӗлӳҫӗ ҫырса пынисем» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Татьяна Самылова тата Надежда Титова таврапӗлӳҫӗсем кӑларнӑ.
Трансҫӗпӗр магистральне тӑвиччен Ҫӗпӗр ҫулӗ ҫӗршыври тӗп ҫул шутланнӑ. Вӑл 10 пине яхӑн ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. Ҫул Раҫҫейӗн Европа пайне Инҫет Хӗветухӑҫпа тата Китайпа ҫыхӑнтарнӑ. Ун тӑрӑх чей турттаракан каравансем ҫӳренӗ, почта ҫӳретнӗ. Ҫавӑн пекех ҫак ҫулпа ҫынсене Ҫӗпӗре каторгӑна тата ссылкӑна янӑ.
Ҫӗпӗр ҫулӗ Чӑваш Ен урлӑ та выртнӑ: Мӑн тата Кивӗ Сӗнтӗр, Шупашкар, Шӗнерпуҫ тата ытти ялсем витӗр тухнӑ.

Хӗрлӗ Чутайсен ентешлӗхӗ тӗлпулӑва чӗнет.
Ку вӑл сумлӑ мероприяти пуласси пирки тавҫӑрма йывӑр мар, мӗншӗн тесен хальхи тӗлпулӑва ентешлӗхӗн 30 ҫулхине халалланӑ.
«Чавал» ентешлӗх уявӗнче «Асамат» эстрада ушкӑнӗ, «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солистки Динара Юнисова тата ытти артист та пулмалла.
Ентешлӗх уявӗ ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, шӑматкун, Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
«Чавалӑн» 25 ҫулхине халалланӑ уява 2022 ҫулта ирттернӗ чухне унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата ытти пысӑк шайри хӑна хутшӑннӑ. Ун чухне мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ.

Кӗҫех республикӑра «Земство культура ӗҫченӗ» программӑна хутшӑнма кӑмӑл пур специалистсенчен заявка йышӑнма пуҫлӗҫ.
Аса илтерер: ҫак программӑпа яла ӗҫлеме каякансене 1 миллион тенкӗ парӗҫ.
Заявкӑсене паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, йышӑнма тытӑннӑ. Вӗсене утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, 133-мӗш пӳлӗм.
Кӑҫал ҫак программӑпа республикӑри 20 специалист усӑ курма пултарӗ. Вӗсен ялти культура ҫурчӗсене, ӳнер, музыка шкулӗсене вырнаҫма пулӗ.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш чӗлхи эрни иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче пулӗ. Ҫав вӑхӑтра чӑвашла спектакльсем кӑтартӗҫ, вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ.
Чӑваш чӗлхи эрни ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» монодрамӑпа уҫӑлӗ. Пьеса авторӗ — Ольга Туркай, режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Леонид Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑра» повеҫӗ тӑрӑх Юрий Бутунин лартнӑ ӗҫе курма май килӗ. Театрти Чӑваш чӗлхи эрни ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче спектакль «Атя, тилӗ, яра пар!» спектакльпе малалла тӑсӑлӗ. Ӑна 12 сехетре кӑтартӗҫ.
Ҫав кун каҫхине Чӑваш Республикин тава тивӗҫле артисткин Ольга Петрован «Шап-шурӑ мӑшӑр» клипне презентациленипе хупӑнӗ.

Чӑваш эстрада тӗнчинче Саша Ҫиларман ятпа палӑрнӑ юрӑҫӑн хӗрӗ Аксиния Никифорова Пӗтӗм Раҫҫейри «Ача-пӑча Ҫӗнӗ хум (выр. «Детская Новая волна») конкурсӑн ҫурмафиналне хутшӑнӗ.
Ҫак кунсенче Хусанта суйлав турӗ иртнӗ, унта федерацин Атӑлҫи округӗнчи 500 ытла пултаруллӑ ача хутшӑннӑ. Анчах жюри ҫурмафинала хутшӑнма 9 ҫӗнтерӳҫе кӑна палӑртнӑ. Ҫав йыша кӗме Чӑваш Енри икӗ ача тивӗҫнӗ: Ҫӗрпӳ округӗнчи Сӑнав поселокӗнчи А. М. Михайлов ячӗллӗ ача-пӑча искусство шкулӗн вӗренекенӗ Аксиния Никифорова (9 ҫулта) тата Шупашкарти «Пять октав» вокал студине ҫӳрекен Елена Еремеева (11 ҫулта).
Ҫурмафинал ака уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тата тепӗр премьера хатӗрлет. Ҫӗнӗ ӗҫе сцена ҫине ҫитес уйӑхра кӑларӗҫ.
Культура учрежденийӗ куракансене ҫу уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ. Ун чухне куракансене «Мӑшӑр тени – мӗн тени?» юрӑллӑ-ташӑллӑ камит кӑтартӗҫ.
Театр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинчи анонсра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мӗн хаклӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫра? Мӗнле упраса хӑвармалла малтанхи туйӑмсен хӗрӳлӗхне? Спектакль хальхи ҫамрӑк ҫемьесене тӗрлӗ хаклӑхсем ҫинчен пӗрле шухӑшласа кирлӗ пӗтӗмлетӳ тума май парать».
Пьеса авторӗ – Алёна Филиппова, режиссерӗ – Борис Манджиев.

Ялти культура учрежденийӗсенче спорт секцийӗсем уҫӗҫ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Республикӑри спорт объекчӗсене инвентаризацилеме пуҫлаҫҫӗ иккен. Унта ял-хулари спорт лапамӗсене те шута илӗҫ. Ялти культура учрежденийӗсенче спорт секцийӗсем уҫасшӑн. Библиотекӑна шашкӑлла-шахматла выляма юратакансем пуҫтарӑнӗҫ. Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика манежӗ тӑвӗҫ, унӑн проектне хатӗрлеме тытӑннӑ иккен.
Спорт министрӗ Василий Петров каланӑ тӑрӑх, 5 ҫулта 110 спорт объектне ҫӗнетсе ӗҫе кӗртнӗ, вӗсенчен 18-шне пӗлтӗр тунӑ. 2025 ҫулта Чӑваш Енри 388 яшпа хӗр Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисене кӗнӗ. Пирӗн спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура 2338 медаль ҫӗнсе илнӗ. Яланхи пекех вӗсене стипендисемпе тивӗҫтереҫҫӗ, премисемпе хавхалантараҫҫӗ. Пирӗн республикӑра спортӑн уйрӑмах аталантармалли тӗсӗсен йышне ӳстернӗ, унта кӗрешӳ кӗртнӗ.

Шупашкара паллӑ артистсем — Ольга Кабо тата Дмитрий Щербина — килнӗ. Вӗсем Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче Николай Мордвинова халалланӑ асӑну каҫне хутшӑннӑ. СССР халӑх артисчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ.
Николай Дмитриевич Моссовет ячӗллӗ театрта чӗрӗк ытла ӗмӗр ӗҫленӗ, унӑн историйӗнче йӗр хӑварнӑ. Ольга Кабо тата Дмитрий Щербина хальхи вӑхӑтра шӑпах унта вӑй хураҫҫӗ. Вӗсем уяв каҫӗнче сцена ҫине тухнӑ.
Вӗсемсӗр пуҫне Шупашкара ҫав театртах вӑй хуракан Екатерина Девкина тата Владимир Андриянов килнӗ. Вӗсем кунта гастрольпе те ҫитнӗ. Вырӑс патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче спектакльсем кӑтартнӑ. Тӗслӗхрен, Олег Рой романӗ тӑрӑх лартнӑ «Неотправленные письма» спектакль лартнӑ.

Паянтан Мускавра «Театрлӑ Раҫҫей Атласӗ» фестивальпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Кунӗсем пуҫланӗҫ. Чӑваш Республикинчи чи лайӑх постановкӑсемпе «Никита Михалковӑн «12» мастерскойӗнче» паллаштарӗҫ.
«Театрлӑ Раҫҫей Атласӗ» — Никита Михалков режиссерӑн проекчӗ. Ҫакна пуҫарма ӑна ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнӑ «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» хавхалантарнӑ.
Мускаври Чӑваш Республикин Кунӗсем К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн «Нарспи» спектаклӗпе уҫӑлӗҫ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Король Лир» спектакль кӑтартӗ, Чӑваш патшалӑх сӑнав театрӗ вара — «Осталась одна Таня» драма. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Двенадцать стульев» тата «Сказ о купеческой дочери и волшебном цветке» мюзиклсемпе паллаштарӗ.
