Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗнче тӑрӑшнӑ Юрий Исаев ӗнертенпе ку пукана йышӑнмасть. Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче кӑларнӑ 11-мӗш номерлӗ хушупа килӗшӳллӗн Юрий Николаевича республика Элтеперӗн Администрацине куҫарнӑ. Пӗчӗк кӑна специалист мар. Администраци Ертӳҫин ҫумӗ пулма шаннӑ ӑна.
Юрий Исаев вӗренӳ министрӗн пуканне 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Унччен вӑл ултӑ ҫул Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институтне ертсе пынӑ.
Чӗлхеҫӗ-ӑсчах урӑх ӗҫе куҫнӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама ӗнерех министрӑн пӗрремӗш ҫумне Сергей Кудряшова шаннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ алӑ пуснине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть искусствоведени кандидачӗн Илемпи Туркайӑн «Нарспиана» монографийӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, монографт вилӗмсӗр Константин Иванов поэт пултарулӑхне хаклакансемшӗн чӑннипех парне пулса тӑнӑ.
Кӗнекене хатӗрлессипе Илемпи Туркай вунӑ ҫул ӗҫленӗ. Монографи тӑватӑ пайран: «Искусство книги», «Станковая графика», «Живопись» тата «Скульптура» — ятлисенчен тӑрать. Вӗсем чӑваш тата тӗнче поэзийӗн шедеврӗ тесе йышӑннӑ «Нарспи» поэмӑна хакланӑ ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ. Кӗнеке вилӗмсӗр ӗҫе тивӗҫлипе хаклакан кирек епле ӳсӗмри ҫыншӑн та: ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах — кӑсӑклӑ пуласса шанма пулать.
(Раҫҫейри паллӑ профессора асӑнса)
Малтанхи тапхӑртах хӑйӗн хыпарлӑх утравне тупайнӑ хаҫатҫӑ, тем пек йывӑрлӑхра та ал усса ӳкӗнмен чӗлхеҫӗ-арабҫӑ, сенкер тӳпери ӗмӗтсене мӑн ҫӑмхана пуҫтарса пурнӑҫ хапхине яри! уҫса утнӑ чӗлхеҫӗ-психолог (Хусанти аслӑ шкулта ҫак специальнӑҫпа та вӗреннӗ), хивре шухӑшсен саккунӗсене улӑштармасӑр-ылмаштармасӑр тӑван халӑх патне ҫитерекен шӑнкӑртам юххиллӗ куҫаруҫӑ, чун палланӑ саспаллисемпе тухӑҫлӑ шухӑшласа малалла уттаракан ҫирӗп вӗрентӳҫӗ, обществӑпа политика, социаллӑ пурнӑҫ тата юридици терминӗсен ӑсти (вӗсене нормӑласа, литература чӗлхин картне лартса хамӑр пурнӑҫӑмӑра кӗртмешкӗн тӗрлӗ йышши словарьсем калӑпласа-пичетлесе кӑлараканӗ), чӑваш чӗлхи ӑслӑхӗнчи лексикографи шкулне малалла тӑсса XXI ӗмӗре илсе кӗрекенӗ, чӗлхе культурин тӗрлӗ ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрсах ӗҫлесе пыраканӗ, тӑван чӗлхемӗрӗн пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне туллин уҫса параканӗ, юравлӑ-тивӗҫлӗ авалхи терминсене чӗртсе вӑй-хӑват кӳрекенӗ, Н.И. Ашмарин, В.Г. Егоров тата ыттисен те пархатарлӑ теорипе практика ӗҫӗсене малалла тӑсаканӗ, «пыл хурчӗ пек пурӑнмалла: техӗмлӗ сӗткене пуҫтарса пыл тумалла» тесе куллен хӑйне вӗрентнӗ ашшӗн ҫав тери ытарлӑ каланӑ сӑмахӗсене халӗ те ырӑпа аса илтерекен шур сухалҫӑ, ҫак ылмашуллӑ тӗнчен асапӗпе телейне тӑван ҫӗрпе ялан ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ сӑпайлӑ шухӑшлавҫӑ, тӗлӗнмелле вӑлта хуҫи-пулӑҫӑ - ҫак пӗртте ӳстермесӗр пӗр тӗвве-ҫӗвве пӗрлештернӗ йӗркесене ҫине тӑрса вуласан - тӑван республикӑмӑрти тата халӑхӑмӑрти Пӗр Паллӑ Ҫын пирки кӑна калама пултаратпӑр.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн вилӗмсӗр поэчӗн, Константин Ивановӑн, кӑк тымарӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене палӑртнӑ. Ку хыпара Станислав Убасси Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Вӑл ҫакна В.П. Ивановпа М.Х. Сафин авторсен «МАЛАЯ РОДИНА АВТОРА «НАРСПИ» В СВЕТЕ НОВЫХ ДАННЫХ ПО ЕГО РОДОСЛОВИЮ» ӗҫӗпе сӑлтавланӑ. Асӑннӑ тӗпчеве Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче паян пичетленӗ.
Поэтӑн аякри тымарӗ Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Пайкилт ялӗнчен куҫса кайнӑ ҫын пулнине документсемпех ҫирӗплетнӗ-мӗн. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Иванов тата Мударис Сафин историк-таврапӗлӳҫӗ (вӗсем иккӗшӗ те Пушкӑртстанран) Слакпуҫ ялӗ, Пелепей хули тата вӗсен ҫывӑхӗнчи хӑш-пӗр ял пуҫланни ҫинчен калакан ҫӗнӗ ӗҫсене тишкернӗ.
Сӑмах май, ку ӗҫе гуманитари институчӗ 2010 ҫултах хӑйӗн кӑларӑмӗнче пичетленӗ-мӗн.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер Чӑваш Республикинчи гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта темиҫе ыйту пӑхса тухрӗҫ, Геннадий Волковпа Никита Бичурина халалласа ирттернӗ мероприятисем пирки каласа пачӗҫ.
Сӳтсе явнӑ чи пысӑк ыйтусен йышне Тутарстанра вырнаҫнӑ Сӑварпа Пӳлер хулисенче археологи тӗпчевӗсем ирттересси кӗчӗ. Ку ӗҫе тума ӑсчахсем 400 пин укҫа ыйтрӗҫ, канаш ларӑвне пынӑ тӳре-шара вӗсемпе килӗшрӗ.
Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ Николай Иванович Ашмарина сума сӑвас мероприятисене ирттерме сӗнчӗ. 2020 ҫулта паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитет. Ҫавна май вӑл вӑхӑт тӗлне Николай Иванович ӗҫӗсен тулли пуххине пичетлесе кӑларма, Хусанти Ар ҫӑви ҫинче ӑсчах палӑкне лартма, 150 ҫулхи юбилей мероприятисен планне тума тата Ашмарин ячӗпе Шупашкарта та мӗнле те пулин палӑк е барельеф вырнаҫтарма сӗнчӗҫ. Вӗсемпе пуринпе те канаш пайташӗсем килӗшрӗҫ.
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнче 2012 ҫулта йӗркеленӗ. Председателӗ — Иван Моторин, ҫумӗ — вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев.
Ҫак датӑна эпир сисмесӗр ирттернӗ пулин те ун ҫинчен виҫ сӑмах та пулин асӑнса хӑварасах килет.
Ҫак уйӑхӑн 9-мӗшӗнче Петр Фокин тӗпчевҫӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ. «Эс пурӑннӑ пулсан...» ятпа кӗске те, анчах калас тенине уҫса паракан хыпара паян Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче Леонид Атлай вырнаҫтарнӑ.
«Ӑраскаллӑ пурнӑҫӑмӑрӑн тӳпи — тӗрлӗрен. Пӗрне — ӗмӗр тӑршшӗпех ӑнать, теприне — куҫа курӑнман «темскер» самай нушалантарать. Самай пур енӗпе те ҫирӗпленсе ҫитнӗ Петр Петрович Фокин чӑваш интеллигенчӗшӗн, пурӑннӑ чухне ҫак илемлӗ те арпашуллӑ тӗнчен пӑрланса ларнӑ чун кисревӗ нихӑҫан та пулман. Пулнӑ пулсассӑн та, ӑна вӑл Мускав шкулне пӗтернӗскер, пире систермен», — ӑшшӑн ҫырнӑ автор.
«Иртнӗ кунсенче ҫеҫ-ха Вӑрмарӑн пултаруллӑ чӑвашӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявламаллаччӗ. Темиҫе хутчен асӑнса та, эпир пирӗнтен пит вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ (пенсине ҫулне тухсанах вӑл: «Эпӗ Раҫҫейӑн демографи лару-тӑрӑвне пӗртте пӑсмарӑм!» — тесе шӳтлесерех калатчӗ) ӗҫтешӗмӗрӗн тӗпчевӗсемпе, вӗрентӳпе ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ саманчӗсене тивӗҫлипе хаклаймарӑмӑр.
«Общежитипе» «Правительство ҫурчӗ» чӑвашла куҫать-и?» — тесе ыйтнӑ Ҫеруш Евлампьев Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсенчен. Институтӑн сӑмах кӗнекепе ятарлӑ кӑларӑмсен уйрӑмӗн ӗҫтешӗ Николай Плотников, вӑлах Чӑваш халӑх сайчӗн хуҫи, Ҫеруша ҫапла ӑнлантарнӑ:
««Правительство» сӑмаха хальхи словарьсенче ҫаплипех хӑвараҫҫӗ. Ҫавах та ку сӑмаха чӑвашла куҫарнӑ вӑхӑтсем те пулнӑ: ӑна куҫарнӑ чухне «Хыпар» хаҫатра «Пуҫалу» (1917 ҫ.), «Патшалӑха тытса тӑракансем» (1906 ҫ.) терминсемпе усӑ курнӑ.
Ытти тӗрӗк чӗлхисене арап чӗлхинчен йышӑннӑ хӳкӳмет тата унӑн варианчӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӑл хаким (управляющий) сӑмахран пулнӑ.
«Общежити» сӑмаха та словарьсенче ҫавӑн пекех хӑвараҫҫӗ. Ҫавах та пирӗн институт пӗлтер хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекинче» ҫак сӑмахӑн чӑвашла эквивалентне илсе кӑтартнӑ: «пӗрлехи ҫурт». Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫак сӑмаха куҫарса пама ыйтсан та пирӗн чӗлхеҫӗсем «пӗрлехи ҫурт» терминпа усӑ курма сӗннӗ».
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Проблемы изучения чувашского искусства» (Чӑв. Чӑваш ӳнерне тӗпчессин ыйтӑвӗсем) темӑпа В.А. Васильев 2009 ҫулта пичетленӗ «Алексей Афанасьевич Кокель» кӗнекене сӳтсе явнӑ.
Институт пуҫлӑхӗн ӑслӑлӑх тата аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Г.А. Николаев монографисене ӑсчахсем пӗрле пухӑнса сӳтсе явасси малашне йӗркене кӗрсе каясса шаннине пӗлтернӗ. Институтӑн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ ыйту ҫивӗчлӗхне палӑртнӑ. В.А. Васильевӑн кӗнекине вӑл хурланӑ.
Чӑваш Енри Художниксен союзӗн правленийӗн ертӳҫи А.П. Анохин та сӳтсе явакан ыйту пӗлтерӗшне палӑртнӑ. Ю.В. Викторов профессор В.А. Васильева Кокель пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӗрӗс мар хыпар сарать тенӗ. Тухса калаҫнисенчен ыттисем те пӗр шухӑшлӑрах пулни сисӗннӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫавра сӗтел ирттересси пирки хыпарлать. «Проблемы изучения чувашского искусства» (обсуждение книги В.А. Васильева «Алексей Афанасьевич Кокель. 1880-1956. Жизнь и творчество»)» (чӑв. «Чӑваш ӳнерне тӗпчессинчи ыйтусем (В.А. Васильенвӑн «Алексей Афанасьевич Кокель. 1880-1956. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» кӗнекене сӳтсе явни)») ят панӑскер ҫӗртмен 13-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланмалла.
Ҫавра сӗтел гуманитари институтӗнче иртӗ. Институт Шупашкарти Мускав проспекчӗн 29 ҫурт, 1-мӗш корпус адреспа вырнаҫнӑ. Унта ҫитме «Студентсен хули» чарӑнура тухмалла.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян кӳршӗ республикӑри ӑсчахсем хӑнара пулчӗҫ. Шупашкара килсе Тутарстан Республикин ӑслӑлӑх академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ истори институчӗн ӑсчахӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ.
Тӗп доклада Р.С. Хакимов тухса каларӗ. Вӑл институт ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, мӗн енӗпе ӗҫлени пирки каласа пачӗ, институт хатӗрленӗ чи сумлӑ кӗнекесемпе паллаштарчӗ. Каласа хӑварас пулать, унашкал пысӑк ӗҫсен шутне тутар халӑхӗн историне ҫутатакан 7 томлӑ «История татар» (чӑв. Тутарсен историйӗ) кӗрет. Вӑл 2002–2013 ҫулсенче пичетленсе тухнӑ. Рафаиль Сибгатович ҫавӑн пекех тутарсем хатӗрленӗ кӗске фильм та илсе килнӗ, ӑслӑлӑх семинарне пухӑннисене 15 минутлӑ фильмпа паллаштарчӗ.
Ш.Марджани ячӗллӗ истори институчӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки хӑнасенчен ҫавӑн пекех институтӑн ӑслӑлӑх енӗн ҫумӗ Р. Салихов, хальхи истори пайӗн заведующийӗ А. Бушуев, ҫӗнӗ истори пайӗн заведующийӗ И. Загидуллин, институт ҫумӗнчи тутар-кӗрешӗнсемпе нухайпексен историпе культурине тӗпчекен центрӑн заведующийӗ Р. Исхаков тата этнологи пайӗн заведующийӗ Г. Габдрахманова каласа пачӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |