Чӑваш фольклорне пухнӑ Иван Одюков ҫуралнӑранрпа 100 ҫул ҫитнине халалласа юпа уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче конференци иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ йӗркелет.
«Традиционный и современный фольклор народов Волго-Уралья» (чӑв. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑлана кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри фольклорӗ) ят панӑ регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче секци ларӑвӗсем ӗҫлӗҫ тата «Чӑваш фольклорӗ» коллективпа ҫыракан монографие хатӗрлесси» ятпа ҫавра сӗтел иртӗ.
Иван Ильич Одюков — литература тӗпчевҫи, чӑваш фольклорне пухаканӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1966), профессор (1987). 1923 ҫулхи авӑнӑн 27-мешӗнче Шупашкар районӗнчи Атӑльялта ҫуралнӑ. 1995 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Шупашкарта куҫне хупнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑвашла пӗлекен программист кирлӗ.
Институтӑн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине (калаҫма тата ҫырма) тата программӑлас ӗҫе пӗлекен специалист кирлӗ. Ӗҫе официаллӑ майпа илӗҫ. Резюмене human2000@yandex.ru электрон почтӑпа ярса пама ыйтнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Алексей Рекеев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа анлӑ лару иртӗ.
Алексей Васильевич — чӑваш ҫырулӑхӗпе литературине пуҫарса яма тӳпе хывнӑ ҫынсенчен пӗри, Иване Яковлевӑн вӗренекенӗ пулнӑ тата унпа пӗр шухӑшлӑн ӗҫленӗ, педагог тата тӑлмачӑ, этнограф тата общество деятелӗ.
Ларӑва институтӑн этнологи секцийӗ ирттерет. Унӑн теми — «Традиционная культура чувашей глазами священников» (чӑв. Чӑвашсен йӑлана кӗнӗ культури чиркӳ ҫыннисен куҫӗпе).
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Рекрутские песни низовых и этнотерриториальных групп чувашей» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл — «Чувашское народное творчество» (чӑв. Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ) ярӑмри виҫҫӗмӗш том. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — кун ҫути кӑтартнӑ.
Юрӑсенче тӑвансемпе тата ял-йышпа сывпуллашма тивнишӗн чунтан хурланни аван сисӗнет теҫҫӗ кӗнекене пухса хатӗрлекенсем. Материалсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, ытти учреждени архивӗсенчен илнӗ.
Авторсен коллективӗн йышӗнче ҫаксем: Т.И. Семёнова, филологи наукисен кандидачӗ Н.Г. Ильина, истори наукисен кандидачӗ А.П. Леонтьев.
Чӑваш Енре маттур ҫамрӑк учёнӑйсене палӑртнӑ. Республика шайӗнчи конкурса 11-мӗш хутчен ирттернӗ.
«Чӑваш Республикинчи естествӑлла наукӑсем енӗпе чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» ята И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Иевлев тивӗҫнӗ, техника наукисен енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн транспортпа технологи машинисен тата комплексӗсен кафедрин доценчӗ Алексей Алатырев, социогуманитари енӗпе — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Николай Мясников, истори наукисен енӗпе — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн факультетсем хушшинчи 1С никӗс лабораторийӗн заведующийӗ — Алексей Минеев. Чи лайӑх тӗпчевҫӗ-учёнӑй ята Шупашкарти коопераци институчӗн экономика тата информаци технологийӗсен кафедрин доцентне Андрей Никитина панӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Унӑн авторӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн ӑслӑлӑх тата аталану енӗпе ӗҫлекен заместителӗ, истори наукисен кандидачӗ Геннадий Николаев.
Кӑларӑм XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи тата XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнчи Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнийӗсенчи ялсен пурнӑҫӗпе паллаштарать. Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑннӑ тӗрлӗ халӑхӑн хресчен пурнӑҫӗ еплерех пулнине ҫутатса панӑ.
Кӗнеке историксем, этнологсем, студентсем тата ытти вулакан валли кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Кӗнекене А.И. Миттовӑн «Ялта» ӳкерчӗкӗпе капӑрлатнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Наследие М.И. Скворцова в контексте современности» (чӑв. М.И. Скворцов эткерлӗхӗ хальхи саманара) ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ӑна паллӑ лексикограф ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие Вӗрентӳ институтӗнче ӗҫлекенсем тата ытти хӑна пырса ҫитнӗ, ҫав шутра «Раҫҫей радиовӗ. Чӑваш Ен» радиора шеф-редакторта тӑрӑшакан Ольга Туркай та пулнӑ. Ҫавра сӗтеле Михаил Скворцовӑн мӑшӑрне А.В. Скворцовӑна та йыхравланӑ.
Нумаях пулмасть Антонина Мордвинова ӳнерҫӗн «Будущее не спешило ко мне... Художник Анатолий Миттов» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Кӗнеке содержанине ятӗнченех тавҫӑрма пулать. Чӑваш Енри паллӑ искусствовед кӑларӑма Анатолий Миттов художник ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ чӑваш художникӗ — чӑваш ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗме тивӗҫ произведенисен авторӗ. Пултарулӑх ӗмӗрӗ кӗске килсе тухнӑ пулин те вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн тарӑн йӗр хӑвармалӑх пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса хӑварнӑ.
Раштав уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Мускавра «Языковая политика в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи чӗлхе политики) VI форум иртнӗ. Унта пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен чӗлхине упраса хӑварас, аталантарас, халӑхра сарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Форума наци чӗлхисемпе ҫыракан блогерсем, чӗлхене аталантарассипе ӗҫлекен хастарсем, ученӑй-лингвистсем, инженер-лингвистсем, программистсем, IT-проектсене хатӗрлекенсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем, чӗлхе специалисчӗсем, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, ҫавӑн пекех общество организацийӗсенче тӑрӑшакансем пухӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври ҫав мероприятие филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Олег Студенцов хутшӑннӑ. Вӑл унта «Чӑваш Ен» телерадиокомпанийӗн чӑвашла информаци программисен онлайн-версийӗсене тишкернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Создание сценического танцевального костюма» кӗнекене пахалама пуҫтарӑннӑ.
Унӑн авторӗ — халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ, Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова.
Пособи сцена ҫине тухмалли ҫипуҫ епле йӗркеленнипе паллаштарать. Кӗнекене культура вӗрентӗвӗн заведенийӗсен преподавателӗсем, хореографи коллективӗсене ертсе пыракансем, студентсем валли тесе хатӗрленӗ.
Кӗнекене хаклама хутшӑннӑ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен докторӗ Виталий Иванов та ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |