Ҫитес эрнекун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологӗсем пресс-конференци ирттерӗҫ. Унта вӗсем 2016 ҫулта мӗн тӗпченине, ӑҫта тата мӗн чавнине каласа парӗҫ. Унсӑр пуҫне кӑҫалхи плансемпе те паллаштарӗҫ. Пресс-конференцине килнисене вӗсем пӗлтӗр шыраса тупнӑ чи кӑсӑк япаласене кӑтартӗҫ. Мероприяти 10 сехетре пуҫланӗ.
Каласа хӑварас пулать, пӗлтӗр чӑваш археологӗсем виҫӗ вырӑна тӗпченӗ. Пӗри — мезеолит вӑхӑтӗнчи Мукшум-XVIII (вӑл Йӑлӑм енче вырнаҫнӑ). Теприсем — Вӑрнар районӗнчи Сентимӗр ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ II-III ӗмӗрсенчи Улӑп тӑпри тата Каҫал тӑрӑхӗнчи Хырхӗрри ҫывӑхӗнчи ял вырӑнӗ (XIV–XV ӗмӗрсем). Архологсем ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле тата Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче авалхи палӑксен вырӑнӗсене шыранӑ. Ку ӗҫ ахаль иртмен, вӗсем I пинҫуллӑхри археологи палӑкӗсене тупса палӑртнӑ.
Археологсен ӗҫӗпе тӗплӗрех пресс-конференцире паллашма пулӗ.
Ӑслӑлӑх кӗнекисен йышӗ ҫӗнӗ кӑларӑмпа пуянланчӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Волжское крестьянство во второй половине XIX–начале XX века: этюды по истории и этнологии» (чӑв. XIX иккӗмӗш ҫуррипе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Атӑлҫи тӑрӑхӗн хресченӗсем: истори тата этнологи этючӗсем) ятлине кун ҫути панӑ. 312 страницӑллӑ кӗнекере автор — Геннадий Алексеевич Николаев — хресченсен пурнӑҫӗн тӗрлӗ енӗсене ҫутатса панӑ. Ку кӑларӑм историксемшӗн, халӑхсене тӗпчекенсемшӗн, студентсемшӗн тата ыттисемшӗн кӑсӑклӑ пулма тивӗҫ.
Николаев Геннадий Алексеевич — истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе директор ҫумӗ вырӑнне йышӑнать. 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1994 ҫулта кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Геннадий Алексеевич 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ.
Иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗн иккӗмӗш кунӗ пулчӗ. Пӗрремӗш пайӗ Г. И. Фёдоров ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа иртрӗ, иккӗмӗш пайӗнче вара А.А. Трофимовӑн «Время. Искусство. Искусствознание. Проблемы теории и истории стилевых направлений. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура» (чӑв. Вӑхӑт. Ӳнер. Ӳнер пӗлӗвӗ. Стиль юхӑмӗсен истори тата теори ыйтӑвӗсем. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура) кӗнекине хӑтларӗҫ.
Пӗрремӗш пайра Георгий Иосифовичӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, вӑл хатӗрленӗ «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекине» тишкерчӗҫ. Пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ ӑсчахӑн арӑмӗ Галина Фёдоровна итлекенсене Георгий Иосифович ҫак словарьпе мӗнле тӑрӑшса ӗҫлени пирки каласа пачӗ. Николай Иванович Егоров та фразологипе Фёдоров профессор 1970-мӗш ҫулсенчех ӗҫлеме пуҫлани пирки аса илчӗ. Словаре Геннадий Дегтярёв тишкерчӗ — унӑн лайӑх енӗсене палӑртрӗ, ҫитменлӗхӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Кунашкал словаре ҫулран ҫул пуянлатса пымалли пирки чарӑнса тӑчӗ.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре Ӑслӑлӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл уява пуҫласа Борис Ельцин хӑй вӑхӑтӗнче, 1999 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, кӗртнӗччӗ. Ҫапла май ӑслӑлӑх анинче тӑрмашакансен хӑйсен професси уявӗ пур.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ те ҫак куна палӑртмасӑр хӑварма пултарайман — унта паян пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртнӗ. Вӑл икӗ кун тӑсӑлӗ — ӑсчахсен доклачӗсене паян кӑна мар, ыран та итлеме пулӗ.
Ӑслӑлӑх сессине институт директорӗ Пётр Степанович Краснов уҫрӗ. Паянхи ларусенче икӗ доклада сӳтсе яврӗҫ. Пӗрине Гусаров Юрий Владимирович вуларӗ, теприне — Харитонова Валентина Григорьевна. Уйрӑмах Юрий Владимирович доклачӗ кӑсӑклӑ пулчӗ — вӑл XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗ хушшинче вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ кӗнекесем пирки каласа пачӗ, Николай Ильминский умӗнче чӑннипе мӗнле тӗллевсем тӑни ҫинчен уҫса пачӗ. Сӳтсе явакансем те чылай пулчӗҫ — кашни хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ.
Валентина Григорьевнӑн докладне итлеме вара икӗ министр (Юрий Исаевпа Константин Яковлев) тата Патшалӑх Канашӗ Председателӗ Валерий Филимонов килчӗҫ.
НАР | 05 |
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗпе нарӑсӑн 3-мӗш кунӗсенче пирӗн сайтра эсир ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллашма пултартӑр (чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Василий Дедушкин уйрӑлса кайни чылайӑшне хурлантарчӗ;
• Теприсем харӑсах миллионер пулса тӑни чылайӑшне кӑсӑклантарчӗ;
• Чеченсемпе чӑвашсем мӗнле фильм ӳкерме шутласа хуни пирки пӗлтертӗмӗр;
• Шупашкарта чӑнкӑ номерлӗ «Мерседес» мӗнпе тӗлӗнтернине хыпарларӑмӑр;
• Академи драма театрӗнче мӗнле паллӑ поэтӑн юбилейне палӑртнине пӗлме пултартӑр;
• Чӑвашла вӗренмелли пособи тата кам хатӗрлеме шутлани пирки каласа патӑмӑр;
• Вилнӗ ҫынна асӑнма кайсан та шар курма пултарни пирки систертӗмӗр;
• Миллионлӑх парӑма кӗме мӗнле туй ирттермелли пирки каласа патӑмӑр;
• Гуманитари институчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗнче мӗнле шӑтӑк курка пирки каласа пани ҫинчен хыпарларӑмӑр;
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хӑй кӑларса тӑракан ӑслӑлӑх журналӑн черетлӗ номерне вулакан патне ҫитерчӗ.
«Чувашский гуманитарный вестник» (чӑв. Чӑваш гуманитари хыпарҫи) журналӑн 11-мӗш номерӗнче кӑсӑклӑ статья сахал мар. Вулакан кунта «авалхи мӑкшӑ культурин» Анат Сӑр тӑрӑхӗнчи уйрӑмлӑхӗсемпе паллашма пултарать. Журналта ҫавӑн пекех Хусан тӑрӑхӗнчи «ясаклӑ чӑвашӗсене» хӑш литературӑра тата хӑҫан асӑннине тишкерсе тухнӑ. Истори пайӗнче атӑлҫи пӑлхарсен пурнӑҫне те тӗпченӗ — ку тӑрӑха килнӗ хыҫҫӑн вӗсен право йӗрки мӗнле улшӑннине ҫутатнӑ.
Ку кӑларӑмра мӑшӑрлану йӑлипе ҫыхӑннӑ статьясем пур. Александр Кобзев ӑсчах Чӗмпӗр кӗпернийӗнчи чӑвашсем 1879-1918 ҫулсенче хӑйсен пулас мӑшӑрӗсене ӑҫта тата мӗнле тупнине ҫырса кӑтартнӑ. Игорь Петров вара хӗве хупнипе (пирвайхи туй каҫӗпе) ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене ҫутатнӑ: ывӑл ача ҫуралтӑр тесен мӗн-мӗн тумаллине, упӑшки хӗрӗн сылтӑм енне выртма тӑрӑшнине, хӗр тасалӑхӗ чӑвашсемшӗн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине, хӗр таса килменнине пӗлсен шӑтӑк куркапа сӑра ӗҫтернине.
Ҫӗнӗ кӑларӑмра тӑван чӗлхене халалланӑ тӗпчев те пур — Эдуард Лебедев статйинче вулакан пирӗн чӗлхери ӗҫхӗл вӑхӑчӗсемпе (вӑхӑт формисемпе) тӗплӗнрех паллашма пултарать.
«Литературная газета» хаҫатӑн ҫӗнӗ, 49-мӗш, номерӗнче чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене пичетленӗ. Вырӑсла куҫарӑвӗсене. Ырӑ хыпара Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург «Фейсбукри» аккаунтӗнче пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, номерте «Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологине» кӗнӗ чӑваш поэчӗн Петӗр Яккусен сӑввисене пичетленӗ.
Петӗ Яккусен сӑввисене Виктор Куллэ куҫарнӑ. Марина Карягина палӑртнӑ тӑрӑх, сӑвӑҫа унӑн куҫарӑвӗсем питӗ килӗшнӗ, «Манӑн сӑвӑсене ҫак таранччен ӑнланса ӑнӑҫлӑ куҫаракан пулманччӗ-ха!» — тесе вӑл чылай хушӑ хӑпартланса ҫӳренӗ. Иртнӗ кӗркунне тӑлмачӑ Шупашкара килсен сӑвӑҫпа тӗл пулса калаҫнӑ.
«Литературная газета» хаҫатӑн 49-мӗш номерӗнче Любовь Мартьянова пултарулӑхӗ те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Елена Нарпи (Чекушкина) ҫыравҫӑ «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ номерте Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Виктор Овчаров, Валери Туркай, Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер тата Марина Карягина сӑввисен куҫарӑвӗсемпе паллашма пулать.
Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартас сас-хурана Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерни тӳрре килчӗ.
Аса илтеретпӗр, чӑваш парламенчӗн депутатне Петр Краснова ҫак пукана шанассине Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хыпарланӑччӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Петр Краснова парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ тенӗччӗ ҫав хыпарта. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ.
ЧПГӐИ директорне Петр Краснова лартасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнерех хушу кӑларнӑ. Институтӑн сайтӗнче те ҫӗнӗ пуҫлӑх сӑнӳкерчӗкне тата унӑн биографине вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Наум Урхи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш литература чӗлхин норми тата хальхи пуплев практики» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пуласси пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Конференци институтӑн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче пулчӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Эдуард Лебедев (вӑл чӑваш чӗлхи тӗпчевҫин ӗҫӗсем пирки каласа пачӗ), Николай Егоров, Виталий Сергеев, Атнер Хусанкай, Олег Студенцов, Юрий Виноградов, Владимир Иванов (Наум Урхин «Фауст» куҫарӑвӗ пирки каласа пачӗ), Александр Кузнецов тата ыттисем пулчӗҫ.
Конференцие ҫавӑн пекех Наум Урхин тӑванӗсем, ачи тата мӑнукӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем чӑвашла пӗлменрен конференци вырӑсла иртрӗ. Халӗ Украинӑра ӗҫлесе пурӑнакан Наум Андреевичӑн мӑнукӗ Елена Дегтярёва хӑйӗн аслашшӗ ун асӗнче мӗнпе асра юлнине каласа пачӗ. Вӑл уйрӑмах чӑваш чӗлхине пӗлменнишӗн куллянчӗ — хӑй вӑхӑтӗнче шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентмен иккен. Халӗ, 60-тан каҫнине пула, шел пулин те вӗренейместӗп тесе палӑртрӗ. Ҫавах аслашшӗ ҫырнӑ кӗнекесене (чӑвашлисене) питӗ вулас килни пирки пӗлтерчӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн ӗнерхи сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ материалта асӑнса хӑварнӑ.
Петр Краснова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ пулать. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ. Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, халӗ Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ директорӗнче ӗҫлекен ҫак ҫынна парламентӑн ӗнерхи сессийӗнче бюджет комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне шаннӑ. Ку должноҫе тӗмсӗлнӗ Александр Андреев депутат (вӑл коммунистсен партийӗнче тӑрать) парламентра укҫа илекен вырӑнсӑр юлнӑ. Григорий Данилов ятлӑ коммуниста вара социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ.
Оппозици текен партисен ытти пайташӗсенчен Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |