Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ регионсен шайӗнчи «Чӑваш орфографийӗ: иртни, хальхи, пуласси» конференцие хутшӑнма йыхравлать. Мероприяти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртет.
Ҫак секцисем ӗҫлӗҫ:
1. Чӑваш орфографийӗн теори никӗсӗ.
2. Чӑваш орфографийӗн шкул вӗрентӗвӗнчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ.
3. Чӑваш орфографине пичетре тытса пырасси.
Конференци чӑвашла тата вырӑсла ӗҫлӗ.
Венгрире чӑваш чӗлхине хисеплеҫҫӗ, вӑл унта пӗлтерешлӗ вырӑн йышӑнать-мӗн. Ҫакна Шупашкара килнӗ Мелинда Такач ҫирӗплетет. 28 ҫулти хӗр Чӑваш Ене чӑваш чӗлхине вӗренме килнӗ иккен.
Мелинда вырӑсла калаҫма хӑнӑхнӑ. Вӑл Сегедри университетра аспирантурӑра вӗренет. Мелинда — археолог. Ҫав вӑхӑтрах вӑл атеистикӑпа кӑсӑкланма тытӑннӑ.
Мелинда Такач чӑваш чӗлхи Хӗвеланӑҫӗнче сыхланса юлнӑ пӗртен пӗр тӗрӗк чӗлхи пулнине палӑртать. Венгр чӗлхине 400-е яхӑн чӑваш сӑмахӗ кӗнӗ-мӗн. Акӑ «пӑру», «ҫил», «сысна», «шӑпӑр» сӑмахсем пӗрешкелтерех янӑраҫҫӗ. Ҫаванпа унта Авалхи Венгри Пӑлхар халӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Мелинда Такач Шупашкара килсен «Ӑнӑҫу чӗлхи» курса ҫырӑннӑ. Вӑл халӗ унта чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеме ҫӳрет, ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, вулавӑшсенче хӑй тӗллӗн вӗренет. Мелинда чӑвашсен ҫӗр ӗҫӗн терминологийӗпе кӑсӑкланать. Вӑл диплом ҫырать, ҫакна унта кӗртесшӗн. Мелинда палӑртнӑ тӑрӑх, Венгрире унӑн вӑхӑт сахал. Лекцисем итлемелле, вуламалла, кӗнеке редакцилемелле… Шупашкарта вара чӑваш чӗлхине вӗренмешкӗн никам та, нимӗн те кансӗрлемест.
Иртнӗ ҫулсенчи пекех кӑҫал та «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» иртмелле. Вӑл акан 24-мӗшӗнче пулӗ. Хальхи вӑхӑтра вара диктант валли текст ҫырмалли конкурс иртет. Асилтеретпӗр, унчченхисене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Хатӗр текстсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ҫитерсе пама ыйтаҫҫӗ. Ыйтусем тухсан вӗсене human2000@yandex.ru электронл адреспа яма е ҫак телефонсемпе ыйтса пӗлме пултаратӑр: 8(8352) 45-07-87 (Петров Л.П.), 8(8352) 45-02-58 (Кузнецов А.В.).
Кӑҫалхи диктанта Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа йӗркелеҫҫӗ, ӑна ирттерекенсен йышӗнче: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телевиденийӗ, Чӑваш наци конгресӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӗремӗрсене ҫӳҫентерекен вӑрҫӑ тематикисӗр пуҫне, пурнӑҫ тӳпинчи чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗпе сумӗ тата малашлӑхӗпе кирлӗлӗхӗ пирки тепӗр хут аса илтересси, ҫак илемлӗ те арпашуллӑ тӗнчен кисревӗнче тӑван чӗлхемӗре малалла упраса аталантарасси.
Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн «Чӑвашсем хальхи тӗнчере: истори тата культура» кӗнеке серин иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ӑна «Чуваши Присвияжья: история и культура» ят панӑ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере Сӗве тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен историпе культурине ҫутатса панӑ. Унта Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики кӗнӗ. Унта уявсене, ҫемье йӑлисене, пултарулӑхне, фольклорти тӗрлӗ жанра тишкернӗ.
Ӗҫе ушкӑн пурнӑҫланӑ. Ун йышне этнографсем, музыковедсем, социологсем, фольклористсем, чӗлхеҫӗсем кӗнӗ.
Кӑларӑм 1 пин тиражпа тухнӑ. Вӑл этнографи, истори, гуманитари енӗпе ӗҫлекенсемшӗн, студентсемшӗн, шкулта вӗренекенсемшӗн усӑллӑ.
Сӑмах май, кӗнеке серинчи пӗрремӗш кӗнеке «Симбирско-саратовские чуваши» ятлӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, композитор, фольклорист, музыковед Александр Осипов 60 ҫул тултарнӑ.
Унӑн пӗрремӗш профессийӗ — пианист. Музыка училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн консерваторинче ӑс пухнӑ. Анчах — музыковеда. Пурнӑҫне пианистра ӗҫлесе ирттермен пулин те алли ҫак музыка инструменчӗ енне туртӑннине пӗлтереҫҫӗ унӑн ӗҫтешӗсем. Рояльпе те вылять вӑл. 5 ҫул каялла тӗрлӗ ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳренӗ, карап ҫинче пианистра ӗҫленӗ.
Унӑн юратнӑ тепӗр ӗҫӗ — халӑх пултарулӑхне тӗпчесси. Икӗ теҫетке ҫул хушшинче икӗ пин ытла сӑвӑ ҫырса илнӗ. Гуманитари институчӗн архивӗнче упранакан 1200 ытла юрра пичетлеме хатӗрленӗ. Александр Осипов пухса кӑларнӑ Ираида Вдовинӑпа Василий Воробьев юррисен пуххисем те паха ӗҫ. Василий Воробьев юррисене вӑл хальхи вӑхӑтри евӗр янӑрамалла та ҫӗнетнӗ. Александр Осипов илемлетнӗ юрӑ-кӗвӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче репертуарӗнче те тивӗҫлӗ вырӑн тупнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Енӗн композиторӗсем» библиографи справочникӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халалланӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗ — Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин. Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ тата умсӑмахӑн авторӗ искусствоведени докторӗ М.Г. Кондратьев, рецензенчӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ С.И. Макарова.
Библиографи очеркӗсем Чӑвашри композиторсем, вӗсен кун-ҫулӗ, пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.
Пичет кӑларӑмӗ икӗ пайран тӑрать тесе пӗлтерет кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Надежда Осипова. «Советла Чӑваш Енӗн композиторӗсем» пая Ю.А. Илюхин хатӗрленӗ (ӑна Л.И. Бушуева пуянлатнӑ), «Чӑваш Енӗн XX ӗмӗр вӗҫӗнчи–XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи композиторсем» ятлин авторӗ — Л.И. Бушуева.
Ҫапларах хак пачӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн сӑмахӗнче Станьял Виталий Петрович 75 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ литературӑпа поэзи каҫӗнче. Кӑна Геннадий Анатольевич юбиляр хӑйӗн шухӑшне нихӑҫан та пыраманнипе, калас сӑмаха ӑшӑ вырӑна ҫухатасран хӑрамасӑр калама пултарнипе ҫыхӑнтарчӗ.
Мероприяти паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче пулчӗ. 100 ытла ҫын пухӑнмалли зала халӑх туллин пухӑнчӗ, хӑшӗ-пӗри вырӑн ҫитменрен ура ҫинче тӑчӗ. Паллӑ таврапӗлӳҫӗн, вӗрентекенӗн тата сӑвӑҫӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума пурте пынӑччӗ — культура министрӗ Вадим Ефимов, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитет председателӗ Пётр Краснов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ҫыравҫӑсем, журналистсем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, преподавательсем тата ыттисем.
Тухса калаҫакансене илес пулсан Пётр Степанович Краснов хӑйӗн сӑмахӗнче Виталий Петровича орфографи тавра ыйту ҫӗкленӗшӗн мухтарӗ (сӑмах май, вӑл ыйтӑва унччен те ҫӗкленӗччӗ-ха та /сӑмах, «Тӑван Атӑлта» пуҫланӑ статьясен ярӑмӗ пирки/).
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен патшалӑх институчӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗсен «История национальной государственности чувашского народа» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ку ӗҫе «Ирӗклӗ сӑмах» сайт тӗплӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗн пӗрремӗш кӗнеки тесе хаклать.
Темиҫе ярӑмпа кӑларма палӑртакан ӗҫӗн пӗрремӗш кӗнекин авторӗ — асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Владимир Клементьев. Тома этнос юхӑмӗ чӗрӗлсе тӑнипе аталаннине, наци юхӑмӗн йӗркелӳ хурмисем ҫуралнине тата йӗркеленнине, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркеленӗренпе Чӑваш автономичченхи тапхӑрти чӑвашсен ирӗклӗхӗн ҫул-йӗрӗпе меслечӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ.
Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ — Юрий Гусаров историк, рецензенчӗсем — Николай Егоров чӗлхеҫӗ, Виталий Ивановпа Елена Минеева историксем.
Елчӗк районӗнчи Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлỹ паракан тӗп шкулта уҫӑ уроксен кунӗ иртни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать.
Ачасем патӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, орфографи словарьне редакциленӗ Ю. Виноградов тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 4 томлӑ «Чӑваш энциклопедине» йӗркелеме хутшӑннӑ А. Долгова хӑнара пулнӑ.
«Вӗренекенсем несӗлсенчен юлнӑ тупрана курма, хаклама пӗлни вӗсем ҫырнӑ сӑвӑсенчен те, хӑйсен тӑрӑхӗсенче пухнӑ такмаксенчен те, туйпа ҫӗнӗ хӑта юррисенчен те, халапӗсенчен те лайӑх курӑнчӗ. Чӑваш халӑх юррисене кӑмӑлласа юрлани те хӗпӗртỹ туйӑмне вӑратрӗ», — тесе ӗнентерет хаҫат.
Ӗлӗк чӑвашсем пӗр-пӗрне тӗл пулсан сывлӑх суннине те тишкернӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулсан «Сывӑ-и?», «Сывлӑхӑр епле?», «Ӗҫсем епле пыраҫҫӗ?» — тенӗ. Ялсенче ватти-вӗтти палламан ҫынпа тӗл пулсан та: «Ӑҫта каян?», «Ӑҫта каятӑр?», «Ӑҫтан килетӗн?», «Ӑҫтан килетӗр?», «Мӗнле туятӑр хӑвӑра?», «Сывлӑхӑрсем епле?» — тесе саламланӑ. Вӗренекенсем хӑйсем те тренингсем ирттерсе вӗсем евӗр сывлӑх сунса пӑхнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Республикин археологин картти» кӗнекен иккӗмӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Пӗрремӗш томӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ, пичете асӑннӑ издательство хатӗрленӗ.
«Чӑваш Республикин археологи картти» ӑслӑлӑхпа справка энциклопедийӗ шутланать. Унта историпе культура эткерлӗхӗн куҫман пурлӑхӗ, археологи палӑкӗсем, ҫинчен сведени кӗнӗ. Пӗрремӗш томра тӑхӑр районтипе: Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски – паллаштарнӑ. Иккӗмӗшне Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчисем кӗнӗ. Виҫҫӗмӗш том валли те юлнӑ. Унта Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчисем тата Шупашкар хулинчисем лекмелле.
Кӗнекене 19 ӗмӗрӗн ҫурринчен тытӑнса 21 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче археологсем тупса палӑртнисем кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |