Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.0 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Филиппова Лидия Ивановна

Филиппова Лидия Ивановна (хӗр чухнехи хушамачӗ Михайлова), — чӑваш сӑвӑҫи, публицисчӗ. 1967 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Малтикас (Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн членӗ. Чӑваш Республикинчи Профессилле писательсен союзӗн членӗ.

Пурнӑҫӗ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш журналистика уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1989-1994 ҫулсенче Пушкӑртстан Республикинче тухса тӑракан «Урал сасси» хаҫатра тӑлмач, корреспондент, яваплӑ секретарь, редактор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1994-1997 ҫулсенче — «Хыпар» хаҫатӑн вӗрентӳпе ӑслӑлӑх, культурӑпа наци политики пайӗн корреспонденчӗ. 1997-1999 ҫулсенче — «Чӑваш ен» телерадиокомпанин Чӑвашрадиора информаципе публицистика кӑларӑмӗсен пайӗн редакторӗ. 1999 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вӑл — «Ульяновец» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, ЧПУ журналистика факультечӗн доценчӗ.

Ӗҫӗсем

Унӑн тӑватӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ:

  • Ан ӳпкеле (2000);
  • Тӗл пулӑпӑр чунсен ытамӗнче (2001);
  • тата ыттисем.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-01-29 22:53:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4440 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org