Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем: ЧПГӐИ

К. Иванов
К. Иванов

Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑваш поэзийӗн чаплӑ классикӗ К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ «Константин Иванов тата унӑн вилӗмсӗр еткерӗ» регионсен хушшинчи ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ иртрӗ.

Конференцие гуманитари институчӗн директорӗн ӗҫне пурнӑҫлакан В.Г.Харитонова уҫрӗ. Пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, конференцие килнӗшӗн тав турӗ.

— Паян пирӗншӗн ҫав тери пысӑк уяв. Константин Иванов ҫуралнӑ кун Чӑваш ҫӗрӗнче Мари Эл, Воронеж, уйрӑмах Пушкӑртстан, Чӗмпӗр хӑнисем пулни, эпир пысӑк ҫак уява вӗсемпе пӗрле кӗтсе илни питӗ пысӑк савӑнӑҫ, — палӑртрӗ ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ М.Н.Краснов.

Пелепей районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Д.Г.Фатхутдинова Пушкӑрт Республикин Президенчӗн Муртаза Рахимовӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ. «Пушкӑртра тӗпленнӗ чӑвашсем пирӗншӗн тахҫанах ҫывӑх тӑвансем пулса тӑнӑ.

Малалла...

 

И. Я. Яковлев
И. Я. Яковлев

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗ умӗн «ҫавра сӗтел» ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна «Чӑваш чӗлхи кунӗ: малашлӑхпа ҫӗнӗлӗх» ят панӑ. Кун йӗркине 3 пая уйӑрнӑ. «Чӗлхемӗрпе ӑс-хакӑлӑн паянхи ҫутлӑхӗ» пайра Чӑваш Енре тӗпленнӗ халӑх пултарулӑхне, пуҫарулӑхне, унӑн ӑс-тӑн, культура шайне тӑван чӗлхепе пуянлатассине сӳтсе явма палӑртнӑ. Иккӗмӗшӗнче «Чӗлхесем ҫинчен калакан» саккунпа килӗшӳллӗн 2012 ҫулчченхи программӑпа ӗҫлессине, чӑваш чӗлхин ӑнлантару словарӗ, пысӑк калӑпӑшлӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарӗпе» «Чӑвашла-вырӑсла словарьне», лексикӑн электрон тулли версине хатӗрлессине пӑхса тухма тӗв тытнӑ. Виҫҫӗмӗш пая чӗлхемӗрӗн тӗрлӗ ыйтӑвне ҫутатса тата тишкерсе 2009 ҫулта институт пичетленӗ кӗнекесемпе паллаштарассине кӗртнӗ.

Чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ларусем тавлашуллӑ та шавлӑ иртеҫҫӗ. Кашни ӑсчах хӑйӗн шухӑшне ӗнентересшӗн тӑрӑшать. Ҫавна асра тытсах ЧР Вӗрентӳ институчӗн кафедрин ертӳҫи Ю.

Малалла...

 

Библи страницисем
Библи страницисем

Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Библи чӑвашла пичетленсе тухнӑ ятпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ пурне те чунтан саламлать. «Тӑван сӑмах пире тӑванпа ҫыхать: чӗррисемпе, кайнисемпе, ӳлӗмхисемпе. Ҫыхӑну татӑлсан — тӗнче тӗнӗлтен тухать».

Йывӑр та кӑткӑс куҫару ӗҫне институт ӗҫченӗсем те хӑйсен тӳпине хывнӑ. А.А.Тимофеев (Ыхра), Ю.В.Яковлев ячӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче ӗнер иртнӗ савӑнӑҫлӑ Пухура пӗрре кӑна мар асӑннӑ, Г.А.Дегтяревпа Г.Ф.Юмарта Шупашкар тата Чӑваш Ен Митрополитечӗн Варнава архиерейӑн Хисеп грамотипе чысланӑ.

Хӗрлӗ питлӗ хулӑн Кӗнекери ҫӗн сывлӑш илнӗ чӑваш чӗлхи тӑван халӑха та, тӗпчевҫӗсене те малашнехи пурнӑҫӑмӑрта вӑй-хӑват кӳрсе тӑтӑрччӗ.

 

Ыран, раштавӑн 3-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртӗ.

Малтан «Наци культури тата словарь ӗҫӗ. Чӑваш лексикогрфийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ятлӑ ҫавра сӗтел иртӗ. Вӑл 15 сехетре пуҫланӗ. Ун хыҫҫӑн вара комисси ларӑвӗ пуҫланӗ.

Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗ ку ларура ҫак ыйтусене пӑхса тухма палӑртнӑ:

1. Шкулти вӗренӳ кӗнекесенче чӑваш чӗлхипе сӑмахлӑх терминӗсене йӗркене кӗртесси (яваплисем – ЧРВИ, Виноградов Ю.М.).

2. Хула урамӗн тата транспорт чарӑнӑвӗн ячӗсене ҫирӗплетни (яваплисем — ЧПГӐИ, Дегтярёв Г.А.; ЧНК, Абрамов В.А.).

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
125
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ