Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрлехи ӗҫе вӗҫленӗ: «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» иккӗмӗш томӗ тухнӑ.
Пӗрремӗш том 2011 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта А-ран пуҫласа И саспаллирен пуҫланакан сӑмахсем кӗнӗ. Иккӗмӗш кенекере Й-К саспаллисенчен тытӑнаканнисем кӗнӗ.
Кӗнекере чӑваш сӑмахӗсен семантики пирки те информаци пур. Ҫавӑн пекех сӑмахсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхне ӑнлантарнӑ. Авторсем сӑмахсен, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен ӑнлантарӑвне илсе кӑтартнӑ, вӗсемпе илемлӗ литературӑра, публицистикӑра, фольклорта усӑ курнӑ тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Издательство сайтӗнчи аннотацире каланӑ тӑрӑх, «словаре Совет тапхӑрӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи лексикинче пулнӑ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн» хатӗрленӗ.
Ҫичӗ томлӑ словаре литературӑра тата калаҫу чӗлхинче усӑ куракан 100 пине яхӑн чӑваш сӑмахӗ, сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кӗртме палӑртнӑ.
Иккӗмӗш тома эсир «СУМ» лавккара туянма пултаратӑр — хакӗ 200 тенкӗ.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть…» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ.
Ҫавра сӗтелӗн кун йӗркинче чӑваш чӗлхин XXI ӗмӗрти шӑпине пӑхса тухнӑ — кунта институтӑн челхе пӗлӗвӗ пайенче ӗҫлекенсем сӑмах каланӑ. Ҫӑвӑн пекех вӗренӳри ҫӗнӗ саккунсене, чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри йывӑрлӑхсемпе ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Ҫавра сӗтелте орфографи ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ шӑв-шав сӑлтавӗсене сӳтсе явнӑ, ӑна пула вӗренӳ ӗҫӗнче сиксе тухакан йывӑрлӑхсене пӑхса тухнӑ.
Сӑнсем (15)
ЧР Патшалӑх Канашӗ ЧР Культура министерствине тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне чӑваш орфографийӗ тӗлӗшӗпе эксперт пӗтӗмлетӗвӗ тума ыйтса ҫыру янӑ. Кун пирки социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн пуҫлӑхӗ Петр Краснов пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр: нумаях пулмасть чӑваш чӗлхинче сӑмахсене мӗнле ҫырас ыйтӑва Чӑваш наци конресӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн ларӑвӗнче ҫӗкленӗ. Хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ тӑрӑх, 1990-мӗш ҫулсенче реформӑна (унта сӑмахсене уйрӑм ҫырма йышӑннӑ) васкаса йышӑннӑ. Денис Гордеев ҫыравҫӑ майлӑ Виталий Станьял филолог, Анатолий Кибеч ҫыравҫӑ, Федор Мадуров кӳлепеҫӗ пулнӑ. Николай Егоров чӗлхеҫӗ хирӗҫленӗ, ӑна никам та итлеменнине кура ларуран тухса кайнӑ.
Денис Гордеев тата унпа пӗр шухӑшлисем кивӗ йӗркене тавӑрма ыйтса парламент спикерӗ Юрий Попов патне ҫырупа ҫитнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, 1990-мӗш ҫулсенчи реформа чӑвашсене тӗлӗнтернӗ, ҫӗнӗ правилӑпа килӗшӳллӗн ҫырнӑ сӑмахсене ҫынсем вуласа тӗлӗнеҫҫӗ.
Попов брифингра орфографири правилисене экспертсен тишкермеллине каланӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Кайбулка текен юханшывӑн сулахай енче, Калинин кӗперӗнчен 100 метр кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ Ярославль урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче ҫӗнӗ археологи палӑкне асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн хыпарлани тӑрӑх Культура министерстви пӗлтерет.
Строительство ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра ҫав тӗлте 4 метр тарӑнӑшӗнче кирпӗчрен купаланӑ кӑмакасене асӑрханӑ. Вӗсем япӑхса та кайман-мӗн. Конструкци тӑршшӗ 4 метр та 65 сантиметр тӑршшӗ, ҫӳллӗшӗ 1 метра яхӑн имӗш. Кӑмака кирпӗчӗ тӑрӑх хакласан сооружение XVII-XVIII ӗмӗрсенче туса лартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кӑмакасен тӗллевне хальлӗхе палӑртайман-ха. Археологсем шухӑшланӑ тӑрӑх, унта керамикӑран тӗрлӗ япала ӑсталама пултарнӑ. Архиври хутсем Сӑкӑт, Чебоксарка тата Кайбулка юханшывӗсен ҫывӑхӗнче ҫавӑн пек ӑсталӑх лаҫҫисем пулнине ӗнентерсе параҫҫӗ иккен.
Маларах асӑннӑ тапхӑрта, XVII-XVIII ӗмӗрсенче, сӑмах май, Шупашкарта чултан ҫурт-йӗр купалас ӗҫ пуҫӑнса кайнӑ. Шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра чылай чиркӳ туса лартнӑ.
Ытти сӑнсем (4)
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тата тепӗр ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Археологическая карта Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архоелоги картти) ятлӑскер. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле пулса хатӗрленӗ, пичетленӗ.
Кӗнекере XIX ӗмӗртен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран археологи палӑкӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унччен кун ҫути курман карттӑсем те ҫӗнӗ кӑларӑмра вырӑн тупнӑ иккен. Палӑксен ятне, вӗсем хӑш тӗлтине кӑтартнисӗр пуҫне вӗсене тӗпченин историйӗпе, коллекцисене ӑҫта упрани таранах паллаштарнӑ-мӗн.
Кӗнекене Василий Каховский историка тата археолога асра тытса кӑларнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чӑваш халӑхӗн наци патшалӑхӗн историйӗ» ӑслӑлӑх ӗҫне пичетлеме ӗмӗтленет. Ҫак ыйтӑва республикӑра гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ирттернӗ чух ҫӗкленӗ.
Кӗнекене Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 2020 ҫулта 100 ҫул ҫитни тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн тата кун ҫути кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне наци юхӑмӗпе Чӑваш автономине йӗркелени ҫинче икӗ томпа кӗнеке кӑларма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли республика Элетепӗрӗн кӗмӗлне ҫӗнсе илессе шанаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫуркунне Чӑваш Ен патшалӑх пулма пӑрахрӗ. Кун пирки республика Конституцине улшӑну кӗртнӗччӗ.
ЧНК сайчӗ Хусанта «Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи халӑхсен историллӗ шӑпи (XVI ӗм.-XVIII ӗм. пуҫл.)» конференци иртни пирки пӗлтерет. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцине Тутарстан ӑсчахӗсемсӗр пуҫне, Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Мускав, Челепи, Тобольск, Ӗремпур, Волгоград облаҫӗнчен те килнӗ.
Сӳтсе явнӑ ыйтусенчен пӗри «XVI–XVIII ӗмӗрсенчи ҫырулӑх ҫӑлкуҫӗсенче тӗл пулакан «чюваш» тата «ясачная чюваша» сӑмахсен этникӑпа социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшӗсем» тема пулнӑ. Ыйтӑва тишкернӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх тӗп ӗҫченӗ, этнологипе социологи пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петрович Иванов ертсе пынӑ. Доклад калаканни вара асӑннӑ институтӑн филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Иванович Егоров пулнӑ. Ыйту чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ курӑнать — ӑна сӳтсе явма тутарсем те, чӑвашсем те хӗрӳллӗ хутшӑннӑ.
Шел те, мӗнле пӗтӗмлетӳ патне тухнине ЧНК сайчӗ пӗлтермест.
Раштавӑн 18-мӗшӗнче, Митта Ваҫлейне тытса кайнӑ кун, 14 сехетре Шупашкарта ӑна асӑнма пухӑнӗҫ. Тӗлпулу К. Маркс урамӗн 26-мӗш ҫурчӗ умӗнче пулать. Пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Тӗлпулу хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вулавӑшӗнче 2014 ҫулта Митта Ваҫлейӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвасси тата М. Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗсене чысласси пирки пуҫарнӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш патшалӑх университечӗн суйлавӗ пуласси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Паян вара суйлав иртнӗ.
Ректора икӗ кандидатран суйлама тивнӗ. Маларах вара ҫак вырӑн пирки ӗмӗтленекенсем пилӗк ҫын таран пулнӑ, анчах Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви вӗсенчен иккӗшне кӑна ырланӑ.
Паянхи суйлав конференцине хутшӑннисенчен асӑннӑ аслӑ шкулӑн проекторӗншӗн Андрей Александровшӑн 207-ӗн сасӑланӑ. ЧПУна ертсе пырас шухӑшлӑ пулнӑ Юрий Исаев (вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн диреткорӗнче тӑрӑшать) кандидатурине 13 ҫын ырланӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулма Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви икӗ кандидата ырланӑ-мӗн. Унччен списокра пилӗк кандидат пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Асаилтерер, ҫавсен шутӗнче Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрне Владимир Иванова, Нина Полупан-Семедова социолога, Чӑваш патшалӑх университечӗн регионти экономикӑпа усламлӑх кафедрин заведующине Анатолий Яковлева, асӑннӑ аслӑ шкулӑн проректорне Андрей Александрова тата Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн директорне Юрий Исаева асӑнатчӗҫ.
Ҫӗршывӑн Вӗренӳ министерствин аттестаци комиссийӗ вара ҫавсенчен иккӗшне — Андрей Александровпа Юрий Исаева — хӑварнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ ректор пулассине ЧПУ коллективӗн суйлав ирттерсе палӑртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |