Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Родионов Леонид Никонорович

Родионов Леонид Никонорович — чӑваш драматургӗ. 1915 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Сергиевск районне кӗрекен Кив Якаль ялта ҫуралнӑ. 1993 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта чери тапма чарӑннӑ.

1962 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ. 1945 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятне панӑ. К.С.Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалӑх премийӗн лауриачӗ.

Кун-ҫулӗ

Ялти шкул хыҫҫӑн Самар педрабфакӗнче, Шупашкарти театр техникумӗнче, А.В. Мускаври Луначарский ячӗллӗ театр исскуствин институтӗнче вӗреннӗ. 1940 ҫултанпа чылай вӑхӑт хушши Чӑваш академи драма театрӗн режиссёрӗ пулса 50 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл хушӑра 70 ытла спектакль лартнӑ. Тӗп режиссёр вырӑнӗнче та вӑй хунӑ.

Ӗҫӗсем

Леонид Никонорович професси илнӗ чи пӗрремӗш чӑваш режиссёрӗсем шутне кӗрет. Вӑл ҫырнӑ пьесӑсем:

  • «Сенкер кӳлӗ» (1950);
  • «Юратнӑ хӗр» (1952);
  • «Туй хыҫҫӑн» (1964);
  • «Вӗҫленмен юрӑ» (1969);
  • «Асамат кӗперӗ» (1970);
  • тата ыттисем.

Вунӑ ытла пьесине театр сцени ҫинче кӑатртнӑ. Халӑх уйрӑмах «Юратнӑ хӗр», «Мӗншӗн куртӑм-ши сана?», «Туй хыҫҫӑн», «Хӗр айӑпе» пьесӑсене кӑмӑллать.

Унӑн пьесисене пухса 5 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Вуламалли

  • Антонов М. Ӗмӗчӗ ҫиттӗр/ М.Антонов // Коммунизм ялавӗ.– 1985.– 8 март.
  • Вадимов В. 130 спектакль – пин–пин шӑпа / В.Вадимов // Хатӗр пул.– 1985.– № 3.– С. 21–22.
  • Григорьев Н. Пултаруллӑ режиссер, драматург / Н.Григорьев // Ялав.– 1975.– № 3.– С. 29.
  • Николаева В. Пурнӑҫран илнӗ сӑнарсем / В.Николаева // Ялав.– 1985.– № 12.– С. 28.
  • Петров Ю. Леонид Родионов / Ю.Петров // Тӑван Атӑл.– 1973.– № 3.– С. 80.
  • Сементер Ю. Пурнӑҫпа сцена / Юрий Сементер // Тӑван Атӑл.– 1990.– № 3.– С. 71–72.
  • Смирнова Н. «Артист чунӗ ирӗкре ҫеҫ уҫӑлать» / Н.Смирнова // Хыпар.– 1995.– 11 пуш.
  • Эсхель А. «Пурнӑҫӑм – театр» / Аркадий Эсхель // Эсхель А. Вӑхӑт таппи: ҫулсем, ҫынсем, сӑнсем.– Шупашкар, 1982.– С. 293–298.

Хушма каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-08-13 12:53:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7493 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем