Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнерпе паян Юрий Скворцова халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртет. Конференцире чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ: ҫыравҫӑ кӗнекисен куравӗ, ун хайлавӗсем тӑрӑх шкул ачисем тунӑ ӳкерчӗксен куравӗ, тата ытти. Вӗсен шутне ӗнер институтра иртнӗ хӑтлава та асӑнма пулать — пултаруллӑ ҫыравҫӑн вырӑсла куҫарнӑ хайлавӗсен «Избранное» («Суйласа илнисем») кӗнекепе паллаштарчӗҫ.
Ӑна нумай пулмасть Юрий Скворцов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларнӑ. Куҫарусене пухса кӑлараканӗ — Аркадий Скворцов (каласа хӑварас пулать, 2000 ҫултанпа вӑл тӑрӑшнипе пултаруллӑ ҫыравҫӑн хайлавӗсене кӗртсе вӑл 4 кӗнеке кӑларма пултарнӑ).
Кӗнекепе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова паллаштарчӗ. Тухса калаҫакансен шутӗнче ҫавӑн пекех Елена Семёнова, Борис Чиндыков, Юрий Артемьев, Аркадий Скворцов пулчӗҫ.
Паян, пушӑн 30-мӗш кунӗнче, ҫӗнӗ вӗренӳ министрӗ Иванов Владимир Николаевич ЧПГӐИ ӑсчахӗсемпе тӗл пулса калаҫрӗ. Калаҫу министршӑн та, ӑсчахсемшӗн те усӑллӑ пулчӗ. Трофимов А.А. калашле, кун пек тӗлпулусем чӑнах та кирлӗ.
Владимир Николаевич ку учреждени чӑвашлӑха упракан институт пулнине палӑртрӗ, пирӗн республикӑра та, ун тулашӗнче те, тӗнчере те унашкалли урӑх ҫукки пирки пӗлтерчӗ. «Пирӗнпе сирӗн тӗллевсем пӗрешкел, ҫавӑнпа ӗҫе килӗштерсе туса пымалла», — терӗ министр. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра пыракан юхӑма та — пӗр йышши специалистсене кӑларакан, ӗҫсӗрлӗхе ӳстерекен факультетсене тата аслӑ шкулсене катертес йытӑва та — асӑрхануллӑ татса памалла терӗ.
Ӳнер пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ, ЧР Президенчӗн канашҫи Кондратьев Михаил Григорьевич институт статусне чакармалла марри пирки ҫирӗппӗн каларӗ. Пӗр вӑхӑтра ӑна вӗренӳ министерствине пӑхӑнтарасшӑн пулнине аса илчӗ, унашкаллине йышӑнмалла мар, хирӗҫлемелле тесе пӗлтерчӗ.
Бойко Иван Иванович грантсене илме тӑратнӑ ӗҫсене тӗрӗс хаклакан, ӑсчахсенчен йӗркеленӗ республика шайӗнчи компитентлӑ комисси кирли пирки асӑнчӗ.
Шӑп та лӑп ҫак ятпа пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче, 30-мӗшпе 31-мӗш кунӗсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ятарлӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртмелле. Ӑна Юрий Скворцов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа хатӗрлеҫҫӗ.
Конференцие Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерстви, вӗренӳпе ҫамрӑксене политикин министерстви, ҫаван пекех гуманитари тата вӗренӳ институчӗсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Чӑваш Республикин профессионал писательсен пӗрлӗхӗ йӗркелет. Нумаййӑн хутшӑннӑран конференци те сумлӑ иртессе шанӑҫ пур — икӗ кун хушшинче чылай ыйтӑва сӳтсе явӗҫ пулӗ-ха.
Конференцин пӗрремӗш кунӗн йӗркине кӗртнӗ: кӗнеке хӑтлавӗ, курав уҫни, «Юрий Скворцов тата чӑваш ӳнерӗ» ҫавра сӗтел. Иккӗмӗш кунӗнче чи малтан пӗрлехи лару пулмалла, кайран, тӑхтав хыҫҫӑн — секцисен ӗҫӗ, ун хыҫҫӑн — пӗрлехи ларӑвӑн иккӗмӗш пайӗ пулмалла. Пушӑн 31-мӗш кунӗнче, 17 сехетре конференци хӑйӗн ӗҫне вӗҫлемелле.
Эрнекун, пушӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Александр Никонорович Алимасовӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пултаруллӑ ӳнерҫӗ пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑранпа 40 кун ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ.
Александр Алимасовӑн ӗҫӗсем гуманитари институчӗн 2-мӗш хутӗнче вырнаҫнӑ, эсир вӗсемпе ӗҫ кунӗсенче 9-па 17 сехет хушшинче паллашма пултаратӑр.
Алимасов Александр Никонорович — чӑваш ӳнерҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1935 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ермолкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1995).
Александр Никонорович кӑҫал нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 77 кайсан вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ.
Шупашкарти ӳнер училищине (1964 ҫулта), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне (1974) вӗренсе пӗтернӗ. Телевиденире ӗҫленӗ, педагогика институтӗнче, ӳнер училищинче вӗрентнӗ. Чӑваш Республикин Мускаври елчӗлӗхӗ ыйтнипе Александр Никонорович чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисен сӑнӗсене (Н.
Нумаях пулмасть «Сувар» фонд Пушкӑрт республикинчи Чӑваш Карамал ялӗнче пулса иртнӗ Николаевӑн вулавне хутшӑнчӗ. Вулава чӑваш тӗнчин паллӑ ҫыннине Василий Васильевич Николаева (1939-2007) халалланӑ. Вӑл ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ. РАЕН академикӗ, Чӑваш Республикин патшалӗх премине икӗ хутчен тивӗҫнӗскер, Ӑремпур газпром гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ. Василий Васильевич тӑван халӑхӑн пуян историне нумай тӗпченӗ, тӗпчевҫӗсене пухса вӗсемпе пӗрле чаплӑ та пуян кӗнекесем кӑларнӑ. «Халӑхӑмӑрӑн историпе ҫыхӑннӑ кӗнекесемпе ытти ӗҫсен шайӗ питӗ ҫӳллӗ, тӗнче шайӗнче, пулмалла», — тенӗ вӑл. Сӑмахран, «Чувашский костюм» кӗнекене Финляндири типографинче кӑларттарнӑ. Халӑх тум-тирӗ пирки ҫырнӑ ытти халӑхӑн ҫавнашкал чаплӑ кӗнеке никамӑн та ҫук тесен те йӑнӑш пулмӗ. В.Николаев нишлӗ те мӗскӗнрех кӑларнӑ ӗҫсене чӑтма пултарайман. Вӑл пӗр май асилтерсе тӑнӑ: «Хамӑра хисеплемелле — унсӑрӑн пире тӗнчере никам та хисеплемӗ».
Вулав ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, иртнӗ кӗҫнерникун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Ю.М. Артемьевӑн «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Ку мероприятие ҫавӑн пекех литература тӗпчевҫи 70 ҫул тултарнине халалласа ирттерчӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ Юрий Артемьевӑн ҫӗнӗ кӗнекинче эсир чӑваш литературинче палӑрнӑ ҫичӗ ҫыравҫӑ пултарулӑхӗн тишкерӗвӗпе паллашма пултаратӑр. Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Фёдор Павлов, Илле Тӑхти, Петӗр Хусанкай, Хветӗр Уяр тата Юрий Скворцов хайлавӗсене Юрий Михайлович ҫӗнӗрен вуласа тухса, тарӑннӑн тишкернӗ. Тавлашуллӑ ыйтусене те ҫутатмасӑр хӑварман.
Юбиляра саламлама чылайӑн пынӑ: Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин (вӑлах Михаил Игнатьев Президентӑн Тав хучӗпе чысларӗ), ЧГПӐИ директорӗ Юрий Исаев, Канаш районӗн администраци пуҫлӑхӗ Владислав Сафронов, Алексей Трофимовпа Михаил Кондратьев ӑсчахсем, «Тӑван Атӑлӑн» шеф-редакторӗ Арсений Тарасов тата ыттисем пулчӗҫ.
Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ларусен залӗнче Горшков Анатолий Ермолаевич чӗлхеҫӗн юбилейне палӑртрӗҫ. Мероприяти кӑнтӑрла хыҫҫӑн 13 сехет те 15 минутра факультет гимнне итленипе пуҫланчӗ.
Юбилей каҫне чӑваш филологи факультечӗн деканӗ Е.А. Андреева ертсе пычӗ. Чи малтан тухса сӑмах калакансем хушшинче Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Петрова С.В., университет проректорӗ Шуканов А.А. пулчӗҫ.
Анатолий Горшков Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 20 ҫул ытла вӑй хунӑ. Ҫакна асра тытса мероприятие институт директорӗ Исаев Ю.Н. тата чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ Дегтярёв Г.А. пычӗҫ, тухса сӑмах каларӗҫ.
Ҫавӑн пекех ЧПУри Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ ячӗпе Сергеев В.
Раштавӑн 21-мӗшӗнче, ытларикун, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче „Чӑваш тата тутар халӑхӗсен кун-ҫулӗнчи атӑлҫи пӑлхарӗсен эткерлӗхӗ“ ятпа ӑслӑлӑхпа теори семинарӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре. Семинар институтӑн вулав пӳлӗмӗнче пулӗ.
ЧПГӐИ адресӗ: Шупашкар, Мускав пр., 29, 1 корп. Кунта 3, 4, 7, 12, 19 троллейбуссемпе, 1,15, 22, 23 автобуссемпе ҫитме пулать.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шуркасси шкулӗнче пултаруллӑ чӗлхеҫе, ӑста педагога тата халӑх ӗҫӗн хастарне, ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Василий Алексеевич Андреева (1960–2002) халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ. Конференци ӗҫне университет, педуниверситет, гуманитари институчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ, Канаш район администрацийӗ, «Ӳсӗмлӗх чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицей хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче В.Г. Родионов, В.А. Абрамов, А.П. Хусанкай, Л.П. Петров тата ыттисем пулчӗҫ.
В.А. Андреев доцент хӑй вӑхӑтӗнче университетра чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркелеме явӑҫнӑ, унӑн пӗрремӗш деканӗн Г.
Иртнӗ канмалли кунсенче «Сувар» фонд Шупашкарти гуманитари институчӗн ӑсчахӗсемпе пӗрле тӑван халӑхӑн авалхи несӗлӗсен Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑх вырнаҫнӑ тӑрӑхне кайса килчӗҫ. Институтран Исаев Ю.Н. директор, паллӑ историк, этнограф Иванов В. П., краеведсен пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ Бахмисов Э. К. пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех ушкӑнра вӗрентӳ колледжӗн директорӗ Сапожников В.В. та пурччӗ. Суварсенчен ҫулҫӳреве Тимӗрпе пӗрле В. Алмантай таврапӗлӳҫӗ, халӑх художникӗ Ю. Ювенальев, Аксар Сӗрмек хутшӑннӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен те пулчӗҫ: телекуравран Марина Карягина журналистка , Чӑваш наци радиовӗнчен Роза Деменцова хутшӑнчӗҫ. Тӑкаксене пӗтӗмӗшле фонд хӑй ҫине илнӗ.
Авалхи Пӑлхар хулинче заповедник комплекс директорӗпе тӗлпулу пулчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |