Чӑваш лирики ҫинчен кӗнеке кун ҫути курнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ха. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Надежда Ильина кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларасшӑн ҫине тӑнӑ ҫын пирки каласан, вӑл Вӑрнар районӗнчи Мӑньял-Элмен ялӗнче ҫуралнине, 2002 ҫулта «Хальхи вӑхӑтри чӑваш лирикин поэтика тӗнчи» ятпа диссертаци хӳтӗленӗ. 2003 ҫултанпа гуманитари институтӗнче литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать.
Виҫӗ пайран тӑракан «Чӑваш лирики (1960–1990 ҫулсем)» монографин пӗрремӗш пайне хальхи чӑваш поэзийӗн критика тӗлӗшӗнчен тишкерессине халалланӑ. Иккӗмӗш пйаӗнче 20 ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче поэтсен пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ильина Петр Эйзин, Любовь Мартьянова, Петӗр Яккусен, Алексей Аттил, Георгий Федоров, Михаил Сунтал, Марина Карягина тата Надежда Сельверстрова сӑввисене тишкернӗ. Виҫҫӗмӗш пайӗнче вара хальхи поэтсен тӗп харкамҫисем мӗншӗн трагедилле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине тӗпченӗ.