Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Тупмалли юмахсем-2» ӑмӑртӑва пӗтӗмӗшле пӗтӗмлетсе

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.12.2011 23:04 | 3303 хут пӑхнӑ

Юпан 25-мӗшпе 31-мӗшӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем хушшинче тетел ҫыхӑнӑвне усӑ курса «Тупмалли юмахсем–2» вӑйӑ-ӑмӑрту ирттерчӗ. Малтанхи пӗтӗмлетӗве эпир вӑхӑтрах тунӑччӗ, пӗтӗмӗшлине пӗлтерме вара ниепле те вӑхӑт пулмарӗ. Сӑлтавӗ ытларах серверта пӑтӑрмах сиксе тухнинчен килет ӗнтӗ. Ҫавах та ҫулталӑк вӗҫлениччен парнесем кама лекесси пирки пӗлтересех терӗмӗр.

АСӐРХӐР: Чыслав 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре иртӗ! («Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисемпе пӗрле!) Тӗплӗнрех кунта.

1-мӗш вырӑн Вӑрмар районӗнчи Кавал тӗп шкулӗнче вӗренекен Иванова Лина Сергеевнӑна (14 ҫулта) лекет. Ӑна Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ 17 томлӑ словарь лекет. Саламлатпӑр!

2-мӗш вырӑна эпир Ерицов Евгение парас терӗмӗр. Вӑл Канаш районӗнчи Шелттем тӗп шкулӗнче вӗренет. Ӑна пирӗнтен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесем лекӗҫ: «Мифсем. Легендӑсем. Халапсем», «Ача-пӑча фольклорӗ», «Янавар юмахӗсем». Вӗсене вӑл тӑван шкулӗнче вӗренекен Ильина Дианӑпа тата Еврукова Иринӑпа пӗрле вулӗ тесе шутлатпӑр.

3-мӗш вырӑн Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри шкулта 3 класра вӗренекенсене лекет. Алексеева Любовь, Чернова Юля, Ефимова Наташа уйрӑмах хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсене те Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесем парнелетпӗр. Виҫҫӗшне — пӗрер «Янавар юмахӗсем» кӗнеке.

4-мӗш вырӑна эпир Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьски ялӗнче пурӑнакан Настя Андреевӑна парас терӗмӗр. Ӑна Э. Патмар пухса хатӗрленӗ «Ӗнерхи вӗри яшка» юмахсен кӗнеки лекӗ.

5-мӗш вырӑн та пур пирӗн. Михаил Сунталӑн «Мӑнту вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеки Павлова Каринӑна лекет (Вӑрнар районӗ, Кӗҫӗн Кипек шкулӗ, 13 ҫулта).

Пурне те тепӗр хут саламлатпӑр!

#Ҫӗрпӳ, #Кавал, #Кӗҫӗн Кипек, #Шелттем, #Вӑрнар районӗ, #Канаш районӗ, #Октябрьски, #Сентӗрвӑрри районӗ, #Вӑрмар районӗ, #ӑмӑртусем, #Вӑтакас Кипеч, #ЧПГӐИ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://tupmalli.yumah.ru/act/hisep
 

Комментари:

Евгений Майков // 1955.95.2011
2012.01.01 22:15
Чи малтанах йĕркелÿçĕсене пысăк тав сăмахĕ каламалла.Ачасене килĕшрĕ ку вăйă."Тупмалли юмах" проекта яланхилле вылямалла тумалла мар-ши? Ан тив, ачасем шĕкĕлтеччĕр-иç, ахахсемпе çăлтăрсем кам нумайрах тупать, тупăшса выляччăр.Тетелте чăвашла вăйăсем кирлĕ. Хам та темиçе хут выляса пăхрăм. Аван вăйă.
2012.01.02 11:37
Аçтахар Плотников
Яланхилле вылямалла тăвăпăр: чыслав ирттерĕпĕр те çитĕнӳсене хуратса уçăпăр.
аня // 4060.51.8147
2012.05.04 14:46
тупмалли юмахĕсем ащта курмастăп!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем