Тин кӑна тенӗ пек Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 1-мӗш томӗ пичетрен тухрӗ. Нумай-нумай ҫул хатӗрленӗ ӑнлантару словарӗ вулакансем патне ҫитрӗ.
Нумай томпа кӑларма палӑртнӑ ӑнлантару словарӗн пӗрремӗш томӗ А — И саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсемпе паллаштарать. Авторсем чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вулакан кашни сӑмахӑн пӗлтерӗшӗпе е пӗлтерӗш ярӑмӗпе, ҫирӗпленнӗ ҫыхӑнӑвӗсемпе тата стилистика уйрӑмлӑхӗпе паллашма пултарать. Тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсемпе пӗрлех сайра тел пулаканнисем те, кивелнисемпе вӗр ҫӗннисем те ку словарьте вырӑн тупнӑ.
«Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» тӑван чӗлхене хаклакан, ӑна тӗплӗрех пӗлме тӑрӑшакан кашни ҫыншӑн интереслӗ те усӑллӑ пулӗ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна эсир «СУМ» лавккара туянма пултарӑтӑр — хакӗ 130 тенкӗ!