
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чувашское народное творчество» (чӑв. Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ) ярӑмпа «Свадебные песни средненизовых чувашей» ятлӑ пиллӗкмӗш том кун ҫути кӑтартни пирки пӗлтерет. Ӑна икӗ чӗлхепе — вырӑсла тата чӑвашла — хатӗрленӗ.
Кӗнекене пухса хатӗрлекенни, умсӑмахпа комментарисен авторӗ ‒ философи наукисен кандидачӗ, институтӑн филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Ольга Михайлова. Фольклор тексчӗсене те чӑвашларан вырӑсла вӑл хӑех куҫарнӑ.
Кӗнекене туй пуҫ юррисем, хӑйматлӑх юррисем, хӑйматлӑх арӑмӗн юррисем, мӑн кӗрӳ такмакӗ, каччӑ енчи туй арӑмӗсен юррисем, туй ачисен юррисем, хӗр йӗрри, хӗр ҫум юррисем, хӗр енчи туй арӑмӗсен юррисем, ҫӗнӗ хӑта юррисем кӗнӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ виҫӗ чӗлхеллӗ словарь кӑларма хатӗрленет.
Кун пирки раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ «Словарь ӗҫӗнчи пӗлӳлӗхпе ӑсталӑх» семинарта институтӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Алевтина Долгова пӗлтернӗ.
Чӑваш-вырӑс-эрмен словарьне 15 пине яхӑн сӑмах кӗртӗҫ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Национальные картины мира в литературах народов Волго-Уралья» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗн материалӗсене пӗр ҫӗре пухса пичетленӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫав мероприятие 100-е яхӑн ученӑй-гуманитари, преподаватель, аспирант, магистр хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен: Мускавран, Хусантан, Ӗпхӳрен, Ижевскран, Глазовран, Саранскран, Йошкар-Оларан, Сыктывкартан, Воронежран, Мурманскран, Ханты-Мансийскран, Элистаран, Якутскран тата, паллах, Шупашкартан пулнӑ.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гумнанитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Вак жанрсене тӗпчессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ӑна Н.Р. Романов фольклор ӑсти ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятире институт ӗҫченӗсем тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫнӑ май Никита Романович ҫинчен те, паянхи чӑваш анекдочӗпе вак жанрсене тӗпчес йывӑрлӑхсем таранах сӳтсе явнӑ.

Ҫак уйӑхра, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем ҫулталӑкри пухӑва пуҫтарӑнӗҫ. Кунта сӑмах Раҫҫейри писательсен союзӗн регионти уйрӑмӗн пухӑвӗ пирки пырать.
Писательсен ҫулталӑкри пухӑвӗ Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлахӗсен институтӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпуҫӗнче вырнаҫнӑ) 11 сехетре пуҫланӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Халӑх ӑс-хакӑлӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ: сӑмах мехелӗпе чӗлхе хавалӗ» республикӑри форум иртесси пирки пӗлтернӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пулӗ.
Форума паллӑ критик тата литературовед, филологи наукисен докторӗ, профессор, Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Этнокультурные процессы и межэтнические отношения в Чувашской Республике: историко-социологическое исследование» коллективлӑ монографи кун ҫути курнӑ.
Социаллӑ гуманитари енӗпе тӗпчев ирттернӗ авторсем: истори наукисен докторӗ Иван Бойко, истори наукисен кандидачӗ Валентина Харитонова, филологи наукисен кандидачӗ Артем Гаврилов. Вӗсем пурте гуманитари институтӗнче ӗҫлеҫҫӗ.

Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта «Чувашский язык и культура речи в современном информационном обществе» (чӑв. Хальхи информаци уҫлӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе калаҫӑвӑн культури) ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Республикӑн Вӗрену министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата «Пӗлӳ» общество йӗркеленӗ форума чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, поэчӗ тата тӑлмачӗ Петӗр Яккусен ҫуралнӑранпа 75 ҫул, Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конференцие аслӑ шкулсенчи преподавательсем, учительсем, хаҫат-журнал ӗҫченӗсем, интернет-блогерсем, ученӑйсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Тутарстанран, Мари Республикинчен, Пушкӑртстанран, Самар облаҫӗпе Чӗмпӗр хулинчен килсе ҫитнисем те пулнӑ.
| ЧӲК | 24 |

Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Хальхи информаци обществинчи чӑваш чӗлхи тата пуплев культури» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртӗ. Мероприятие Петӗр Яккусен чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, сӑвӑҫ тата тӑлмач ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ.
Конференцийӗн тепӗр пайне пирӗн «Чӑваш халӑх сайчӗ» кӑҫал 20 ҫул тултарнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, унӑн ҫуралнӑ кунӗ 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ шутланать. Унтанпа ҫирӗм ҫул иртрӗ. Хальхи вӑхӑтра сайт чӑвашла тата ытти чӗлхесемпе тухакан массӑллӑ информаци хатӗрӗ пек ӗҫлет. Унсӑр пуҫне «Чӑваш халӑх сайтӗнчен» уйрӑлса тухса Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ аталанать, вӑл чӑваш чӗлхипе хальхи вӑхӑтра усӑ курассине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать.
Конференцие кӳршӗллӗ республикӑри ҫынсем килме палӑртнӑ, вӗсем хӑйсен опычӗпе паллаштарӗҫ. «Медиауҫлӑхри чӑваш чӗлхи» пайра цифра тапхӑрӗнче чӗлхепе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ.

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче учёнӑйсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Унта пуҫтарӑннисем ӑслӑлӑх проекчӗсене пӗтӗмлетнӗ, ӑслӑлӑхпа тӗпчев литератури пичетлесе кӑларассине тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Мероприятие учёнӑй канашӗн председателӗ, ЧПГӐИ директорӗ Юрий Исаев уҫнӑ. Институтӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Димитрий Егоров «Мифология чувашей» (чӑв. Чӑвашсен мифологийӗ) проекта епле пурнӑҫлани тата коллективлӑ монографи кӑларасси ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствипе пӗрле 2026 ҫулта кун ҫути кӑтартасшӑн.
