Кӗҫех суйлав иртмелле. Чӑваш Енре ӑна видеокамерӑсемсӗр ирттерме палӑртнӑ. Мӗншӗн?
Ку ыйтӑва ЧР Суйлав тӗп комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветков хуравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, иртнӗ суйлав валли туяннӑ камерӑсем халӗ республикӑра ҫук ӗнтӗ. Ҫӗннисене туянмашкӑн вара укҫа-тенкӗ ҫитмест-мӗн.
Ҫавӑн пекех Александр Цветков суйлава хатӗрленмешкӗн укҫа-тенкӗ сахал уйӑрнине палӑртнӑ. Хӑш регион видеокамера туянма пултарать — ҫавсен сӑнавпа пулать.
Аса илтерер: Чӑваш Енре суйлав авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ.
ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикинчи культурӑпа ӑслӑлӑха пулӑшасси пирки» Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чапаев ячӗллӗ музей гранта тивӗҫнӗ.
Грант виҫи — 2800000 тенкӗ. Вӑл музея аталантармашкӑн кайӗ. Чӑваш наци музейӗн филиалӗ Чапаев музейӗ 1974 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫурта нимелле тунӑ. Унта предпиятисем, учрежденисем, ҫынсем хутшӑннӑ.
Музей комплексне Чапаев скверӗ, Чапаев музейӗ, Чапаевсен мемориал ҫурчӗ, Чапаев палӑкӗ, мемориал стена кӗреҫҫӗ.
Килен-каяна музейри фойе уйрӑмах илӗртет. «Хӗрлӗ Ҫар» витража тӗслӗ кантӑкран хатӗрленӗ. Вӑл революцисемпе вӑрҫӑсен тапхӑрӗсене кӑтартать.
Судсен пӑхса тухма тивекен ӗҫсен хушшинче ҫынсем пӗр-пӗр предприятире хӑйсем тӑрӑшнине ҫирӗплетме ӑнтӑлни те тӗлпулать. Прокуратура ун пек тавӑҫпа суда вунӑ хутчен тухнӑ.
Республика прокуратурин сайтӗнче кун пирки пӗлтернинче 10 тавӑҫран тӑххӑрӑшне судсем пӑхса тухса тивӗҫлӗ йышӑну кӑларнине, тепри черетре пулнине каланӑ. Шел те, хӑш вӑхӑтра ун чухлӗ тавӑҫ шӑрҫаланине асӑнман.
Ҫынсем хӑйсем пӗр-пӗр организацире тӑрӑшнине ҫирӗплетме ӑнтӑлни, тӗпрен илсен, ӗҫ укҫи парӑмӗпе ҫыхӑннине тӗшмӗртме йывӑр мар. Ӗҫ килӗшӗвӗ тумасӑрах ӗҫе кӳлӗннисене пӗр-пӗр вырӑнта тар тӑкнине ӗнентерме пӗртте ҫӑмӑл мар. Шупашкарти уйрӑм усламҫӑсенчен пӗрин патӗнче менеджер-логистра ӗҫленӗ хӗрарӑм умӗнче те ҫавӑн пек йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Прокуратура хӳтте илнӗскер правине Шупашкарти Калинин район сучӗ хӳтӗленӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен обществинчи лару-тӑру унта ӗҫлекенсене хытах пӑшӑрхантарать. Унта тӑрӑшнисенчен пӗр пайӗ ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ та ӗнтӗ. Пӗлнӗ-илтнӗ тӑрӑх, ыттисене те ҫапла тума сӗнеҫҫӗ.
Янӑраса та кӗрлесе тӑнӑ, предприяти ячӗ хӑех бренд пулса тӑнӑ хапрӑк кайӑк-кӗшӗк валли апат туяннишӗн кӑна 90 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. Ҫутӑшӑн та парӑм пӗчӗк мар. Унран парӑма шыраса илес тесе харӑсах темиҫе предприяти республикӑн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ, вӗсем хапрӑка панкрута кӑларма ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче унти «Чӑваш бройлерӗнчи» лару-тӑрӑва та хускатнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, предприятире 546 ҫын тӑрӑшать, вӗсенчен 36-шне штата чакарасси пирки хут тыттарнӑ. Ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх ытти ӗҫчене те шиклентерет. Михаил Игнатьев Элтепер ҫынсене урамра хӑвармалла мар тесе каланӑ.
Вӑт ку телей! Шупашкарта пурӑнакан Александр Андреев «Гослото 5 из 36» лотерейӑра самаях пысӑк сумма выляса илнӗ. Александр выляса илнӗ укҫа виҫи — 1 мллион те 66 пин тенкӗ.
Нумаях пулмасть телейлӗ Александр Мускава парнене илме кайнӑ. Ку укҫапа мӗн тӑвассине те каланӑ вӑл. Ҫамрӑк арҫын хваттер илме ӗмӗтленет. Укҫа шӑпах ҫавӑнта кайӗ те.
Паллах, Александр выляса илнӗ укҫана йӑлтах кӗсьене чикеймест. Унӑн налук тӳлеме тивӗ. Конкурс реклама тӗлӗшпе иртнӗ пулсан унӑн тупӑшӑн 35 процентне налук тӳлеме тивӗ. Ҫук-тӑк — 13 процент.
«РИА Рейтинг» танлаштарӑм агентстви Раҫҫейри регионсенче пурӑнакан ҫынсем хваттер илме пултарассипе пултараймассине тишкернӗ. Чӑваш Ен кӑҫалхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн танлаштарӑмра 57-мӗш йӗркене йышӑннӑ.
Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем 54 тӑваткал метрлӑ хваттере вӑтамран 2 миллион тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ. Пӗр ачаллӑ ҫемьен ӑна илес тесен 9 ҫул укҫа пухмалла. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр чӑваш ҫыннисем кунашкал хваттере 8 ҫул пухнӑ укҫапа туянайнӑ.
Тепӗр 49 регионта та кунашкал лару-тӑру. Вӗсене те хваттер туянмашкӑн йывӑртарах халӗ. Севастопольпе Дагестанра вара пушшех те ҫӑмӑл мар: хваттер туянас тесен 15-18 ҫул укҫа пухмалла.
Раҫҫейӗпе вӑтамран илсен, ку кӑтарту 5,1 ҫулпа танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, сахалрах. Танлаштарӑмра малти вырӑнсене Ямал-Ненецк автономи округӗ, Ханты-Манси автономи округӗ, Магадан облаҫӗ йышӑннӑ. Унти пӗр ачаллӑ ҫемьесем кунашкал хваттере икӗ ҫул ытларах укҫа пухсан илееҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусенче пулнӑ. Унта Чӑваш Ене килмелли укҫа-тенкӗ пирки калаҫнӑ.
Ӗҫлӗ тӗлпулу ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ. Малтанах «Трактор савучӗсем» концернри лару-тӑру пирки калаҫнӑ. Пуш уйӑхӗнчех палӑртнӑ ӗнтӗ: патшалӑх енчен 80 миллион ытла тенкӗ ытла пулӑшу пулӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей правительствипе Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн хирурги корпусне тӑвас ҫӗре федераци хыснинчен укҫа уйӑрассине те сӳтсе явнӑ. Пӗтӗмпе 363,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хальлӗхе 195 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗ пӗлтӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлчӗ. Анчах ӑна ҫӗкленӗ подрядчике ЧР Спорт министерстви халӗ те укҫа тӳлемен.
«Голицын» строительство компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑ. Хутра палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем килӗшӳре палӑртнӑ укҫа-тенке шыраса илесшӗн. Объекта туса пӗтернӗ хыҫҫӑн тӗп подрядчик укҫа курман. Министерствӑн 487 миллион тенкӗ тӳлемелле пулнӑ.
Ведомство вара парӑм пуррине йышӑнмасть. Вӑл пурнӑҫланӑ ӗҫе хакламашкӑн экспертиза ирттерме ыйтать.
Палӑртмалла: 7500 ҫын вырнаҫакан стадиона 2012 ҫулта тума тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 1,2 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ. Подрядчикӑн объекта 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче туса пӗтермелле пулнӑ. Вӗсем вара ҫӗртмен 3-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Заказчик укҫа-тенке акта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 10 ӗҫ кунӗнче парса татма шантарнӑ.
Суд ӗҫе утӑн 20-мӗшӗнче пӑхса тухӗ. Арбитраж сучӗ ыйтӑва татса парӗ-ши?
Халӗ тӗнче тетелӗнче ултамалли темӗн тӗрлӗ мел те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын та вӗсен аллине ҫакланнӑ.
Ултавҫӑсем халӑх тетелӗнчи аккунта ҫӗмӗрнӗ. Ҫавна пула 23-ри каччӑ шар курнӑ. Вӑл ултавҫӑсенчен хур курнине полицие пӗлтернӗ. Каччӑ каланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче халӑх тетелӗнче ун патне аслӑ шкулта пӗрле вӗреннӗ хӗр ҫыру ҫырнӑ.
Ҫакскер каччӑран 9 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Анчах лешӗн ун чухлӗ укҫа пулман, 1800 тенкӗ ҫеҫ куҫарса панӑ. Ҫакскер пӗрле вӗреннӗ хӗр пулманнине кайран тин пӗлнӗ вӑл. Лешӗн йӑлтах йӗркеллӗ-мӗн. Халӑх тетелӗнчи унӑн страницине ҫӗмӗрсе кӗнӗ иккен.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫакнашкал тӗслӗх татах пулнӑ. Ун чухне 38 ҫулти хӗрарӑм ҫакланнӑ. Хӗрарӑм ултавҫӑсене счечӗ ҫине 25 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ экономика ӑмӑртӑвӗн кӑтартӑвне палӑртма инспекцисем хушшинче кашни кварталта пӗрре ӑмӑрту ирттерессине йӑлана кӗртсе янӑ. Хальхинче управлени пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ.
Ку хутӗнче Чӑваш Енри инспекцисенчен куславккасене ҫитекенни пулман. Унти 7-мӗш номерлӗ инспекци пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Маттур налукҫӑсене Федерацин налук службин республикӑри управленийӗн коллегийӗн нумаях пулмасть иртнӗ анлӑ ларӑвӗнче дипломпа чысланӑ.
Сӑмах май каласан, налукҫӑсен ӗҫне управлени налук пухассин шайра пулса пынине, тӗрӗслев ӗҫӗн пахалӑхне, парӑма чакарнине, налук тӳлекенсемпе ӗҫленине, ӗҫ дисциплинине тата ытти хӑш-пӗр критерие кура хаклать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |