Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑра пурӑнакансем ҫӗнӗ культура ҫурчӗ лартса панӑшӑн савӑнаҫҫӗ. Унччен уявсене кивӗ клубрах ирттерме тивнӗ.
Ҫӗнӗ объект Ҫӗнӗ ҫул умӗн хута кайнӑ. Унччен киве клуба кӑмака хутса ӑшӑтнӑ. Халӗ вара михайловкӑсемшӗн — ырлӑх: ӑшӑ, ҫутӑ. Халӑх та ытларах ҫӳреме пуҫланӑ.
Клубра вулавӑш вырнаҫнӑ, унта алӑстисен кружокӗ те ӗҫлет. Аваллӑха халалланӑ кӗтес те пур. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова михайловкӑсене клуба ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатмашкӑн 400 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Кунашкал пулӑшӑва республикӑри тепӗр 24 культура ҫурчӗ тивӗҫӗ.
Клубсене ҫӗнетмешкӗн ЧР правительстви пӗлтӗр 600 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
2016 ҫулта коррупципе должноҫри 25 ҫын ҫакланса суд умӗнче явап тытнӑ. Пӗлтӗр патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсем антикоррупциллӗ требованисене пӑснӑ 271 тӗслӗхе шута илнӗ.
Нумаях пулмасть коррупцие хирӗҫ кӗрешекен координаци комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Пӗлтӗр коррупци преступленийӗсем кӳнӗ тӑкак 294 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унӑн 45,8 процентне ҫеҫ хыснана тавӑрма май килнӗ.
Кӑҫал коррупци преступленийӗсем 30,7 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Вӗсен 99,7 процентне хыснана тавӑрнӑ.
Пӗлтӗр патшалӑх органӗсем 142 служащи тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсенчен 118-шӗ саккуна пӑсни палӑрнӑ. Муниципалитет органӗсенче вара 153 служащи коррупципе ҫакланнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тата Шупашкар хулин архитектура управленийӗн Хула тӑвакан канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта Шупашкарта тӑвакан «Этника Чӑваш Енӗ» туризмпа рекреаци кластерне тӑвас ыйтӑва черетлӗ хутчен хускатнӑ.
Кластер икӗ пайран тӑрать: Шупашкара 500 ҫул паркра ҫӗкленекен «Амазони» комплексран тата Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ҫывӑхӗнчи «Ясна» экоялтан.
Проект менеджерӗ Марина Федорова паянхи канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ӳснӗ-йывӑҫ тӗм вырӑнне хаклӑ йышши хитрисене лартӗҫ, чечек нумай ӳстерӗҫ тата икӗ ҫӗрте музыка фонтанӗ вырнаҫтарӗҫ.
Республика кунӗ тӗлне тӑван халӑхӑмӑрӑн наци эпосӗнчи паттӑрсен аллейине уҫӗҫ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ «Этника Чӑваш Енӗ» проекта пурнӑҫламашкӑн Ростуризм тепӗр 200 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине пӗлтернӗччӗ.
Нарӑс уйӑхӗнче Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченне маршрутчиксенчен сӗтев илни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Алексей Ладыков ӗҫрен кӑларса янӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем ҫав арҫын тата пысӑкрах сӗтев илнине тупса палӑртнӑ. 40 пин тенкӗ — тинӗсри тумлам кӑна пулнӑ-мӗн.
Хайхискер икӗ усламҫӑран 280 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Ҫакӑншӑн чиновник маршрутчиксене сахалрах тӗрӗслеме, килӗшӳсене пӑрӑхӑҫламасса шантарнӑ.
Халӗ ҫак тӳре-шарана килтен тухмалла мар тунӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хура ӗҫӗшӗн вӑл 2–4 миллион тенкӗ штраф тӳлеме пултарӗ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫынсен ыйтӑвне хуравлама васкаманшӑн явап тыттарнӑ.
Вырӑнти тӳре-шара ерипен ӗҫлени пирки районти прокуратурӑна ҫав тӑрӑхра пурӑнакан пӗр ҫын систернӗ. Хайхи ҫав этем вӗренӳ учрежденийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтупа район администрацине икӗ хут та шӑрҫаланӑ иккен, анчах унтисем ӑна ҫийӗнчех хуравламан. Саккунта вара ку вӑхӑта 30 кун тесе палӑртнӑ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче районтисем ыйтӑва урӑх органа ярса пани палӑрнӑ. Хурав кӗтсе пурӑнакана вара вӗсем кун пирки асӑрхаттарман. Ҫавӑншӑн яваплисене, пурӗ икӗ ҫынна, дисциплина тӗлӗшӗнчен асӑрхаттарнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай суд ӑна 5-шер пин тенкӗлӗх икӗ штраф хурса панӑ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче шыв башни персе аннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ. Аса илтерер, вӑл нумай хваттерлӗ 8 ҫурта шывпа тивӗҫтернӗ. Башньӑна 35 ҫул каяллах тунӑ. Маларахри хыпарта эпир Вӑрнар район администрацийӗ СУПН-1-17 управляющи компанийӗ 150 пин тенкӗлӗх насос илессине те асӑннӑччӗ.
Башня йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн ҫынсем 8 ҫӑлкуҫран шыв ӑснӑ. Ирхине тата каҫхине пушар машини шыв кӳрсе килнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара васкавлӑн ларӑва пуҫтарӑннӑ. «Хыпар» хаҫат сайчӗ пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер ирпе Нурӑсри ҫынсен шыв нуши пӗтнӗ. Ырӑ хыпара нумай хутлӑ ҫуртсене тытса тӑракан «Март» ертӳлӗх (управляющи) компани директорӗ Геннадий Ильин пӗлтернӗ.
«Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Енре 21-мӗш хут ирттереҫҫӗ.
Хальлӗхе марафон пухмачне 1 миллион та 860 пин тенкӗ кӗнӗ. Ҫак укҫана нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене параҫҫӗ, ача-пӑча пултарулӑхне аталантарма майсем тӑваҫҫӗ. Пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянаҫҫӗ, вӗренӳ учрежденийӗсене, ача ҫурчӗсене сӗтел-пуканпа, тренажерпа, теттепе, кӗнекепе тивӗҫтереҫҫӗ.
Пӗлтӗр марафона 1600 ҫын хутшӑннӑ. Ун чухне пухмача 8 миллион тенкӗ кӗнӗ. Юлашки 4 ҫулта ыркӑмӑллӑх ӗҫӗ валли 33 миллион ытла тенкӗ кайнӑ.
Кӑҫал Вӑрнар, Патӑрьел, Елчӗк районӗсем ыркӑмӑллӑх марафонне уйрӑмах хастар хутшӑннине палӑртмалла.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче шыв башни персе аннӑ. Вӑл 8 ҫурта (унта 200 хваттер шутланать, 375 ҫын пурӑнать) шывпа тивӗҫтернӗ.
Башньӑна 35 ҫул каяллах тунӑ. Ку таранччен вӑл мӗнле чӑтнӑ-ши? Сӑнӳкерчӗке пӑхсан вӑл питӗ кивӗ пулни палӑрать.
Вӑрнар район администрацийӗ СУПН-1-17 ертӳлӗх (управляющи) компанийӗ насос илессине пӗлтернӗ. Вӑл 150 пин тенкӗ тӑрать.
Башня йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн ҫынсем 8 ҫӑлкуҫран шыв ӑснӑ. Ирхине тата каҫхине пушар машини шыв кӳрсе килнӗ. Ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑ тӗслӗхсем пулман.
Сӑмах май, Нурӑсра ҫуркунне иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ пӑтӑрмах сиксе тухать. Пӗлтӗр ейӳ вӑхӑтӗнче унта кӗпер ишӗлсе аннӑччӗ.
Шупашкар хулинчи депутатсем тӗп хулари троллейбус управленийӗн электроэнерги парӑмне татма бюджетран укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Сахал та мар, нумай та мар: 15 миллион тенкӗ.
Муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине хыснаран укҫа уйӑрса пулӑшассине «халӑх тарҫисем» паян иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Вӑл е ку тӗллевпе укҫа пӑхса хӑварнӑ чух троллейбус управленийӗ пирки те манман.
Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче 6,1 млн тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ, ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссене чарса лартас хӑрушлӑх сиксе тухнӑччӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм энергетиксем троллейбус линийӗсене электричествӑпа тивӗҫтерекен 2-мӗш подстанцие тата депона ҫутӑ пама пӑрахнӑччӗ. Ҫапла май хулан хӑш-пӗр районӗнче троллейбус чарӑнса тӑнӑ. «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Энерги сутакан чӑваш компанийӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳҫисем парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнӑ.
Шупашкар ҫумӗнче вырнаҫнӑ административлӑ ҫуртра укҫа пичетлекен станок тупнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суя укҫа кӑларакана ҫавӑнта тытса чарнӑ.
Кун пирки йӗрке хуралҫисем пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Полицейскисем Чулхула ҫыннине тытса чарнӑ. Ҫак арҫын хула ҫумӗнче вырнӑҫнӑ ҫуртра (унта никам та пурӑнман) укҫа пичетлекен машина вырнаҫтарнӑ. Хӑй те ҫав ҫуртах пурӑннӑ.
Полицейскисем 500 тенкӗлӗх 400 хут укҫа тупнӑ. Ку пӗтӗмпе 214 пин тенкӗпе танлашать. Ҫав арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чулхула ҫынни суя укҫасемпе ытларах пасарта усӑ курнине каласа кӑтартнӑ. Ара, лешсен унта укҫа тӗрӗслемелли машинка ҫук. Халӗ полицейскисем ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |