Паян ҫынсем 32-мӗш маршрутка ҫинче ПТК (Пӗрлехи транспорт карти) карттине йышӑнманни пирки ҫырнине курнӑ. Кунашкал ҫырнине 41-мӗш маршрут ҫинче те асӑрханӑ.
Икӗ маршрута та 2-мӗш ЧПАП пӑхса тӑрать. Анчах унта ку ыйтупа нимӗнле комментари те паман. Ҫавӑн пекех ҫынсем 41-мӗш маршруткӑна 20 минут кӗтсе тӑнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Аса илтерер: ку таранччен 49-мӗш тата 51-мӗш маршрутсемсӗр пуҫне пурте ПТК карттине йышӑннӑ. Ку хатӗре вӗсем 36 пин тенкӗпе туяннӑ. Водительсем те кӑмӑлсӑр: ПТК урлӑ куҫарнӑ укҫа вӗсем патне пӗр уйӑхран ҫеҫ ҫитет.
Чӑваш Енри патшалӑхӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене ертсе пыракансем шалу енчен иртӗхеймӗҫ. Вӗсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине ахаль врачран пуҫласа санитарка миҫе тенкӗ илни таранах витӗм кӳмелле. Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ.
Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденине ертсе пыракансем пульницӑри вӑтам шалуран 6 хутран пысӑкрах илеймӗҫ. Вӑтам шалӑва шутланӑ чухне тӗп врачӑн ҫумӗсене, тӗп бухгалтера кӗртмӗҫ. Тӗп врачӑн ҫумӗсен шалӑвӗ вара вӑтам шалуран 5 хутран иртмелле мар. Капла чару тӗп бухгалтерсене те пырса тивет.
Правительство ларӑвне ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер тухтӑрсене хавхалантарнӑ чух вӗсем пациентсемпе хӑйсене епле тытнине те, ӗҫе епле пурнӑҫланине те шута илмеллине асӑрхаттарнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен хӑйсене чухӑн ҫын пек туяс мар тесен мӗн чухле ӗҫлесе илмелле? Раҫҫейри Общество телекуравӗ ку ыйтӑвӑн хуравне тупнӑ. Чӑвашра пурӑнакансен сахалтан та 20–30 пин тенкӗ ӗҫлесе илмелле-мӗн.
Экспертсем куракансене хӑйсем пурӑнакан регионта чухӑн туяс мар тесен мӗн чухлӗ укҫа кирли пирки ҫырма ыйтнӑ. Вӑтамран пӗр ҫын пуҫне уйӑхра 27 пин тенкӗ те 991 тенкӗ тухнӑ.
Палӑртмалла: тӗрлӗ регионта ку кӑтарту тӗрлӗрен. Тӗслӗхрен, Камчатка, Алтай, Кабарда-Балкар, Якути, Байкал, Сахалин тӑрӑхӗнче, Аҫтӑрхан, Мускав, Севастополь хулисенче пурӑнакансене ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнмашкӑн уйӑхне 40–50 пин тенкӗ кирлӗ. Адыгея, Бурят, Карачай-Черкеси, Крым, Тыва, Курган тӑрӑхӗсенче ҫынсем уйӑхра 15–20 тенкӗпе лайӑх пурӑнаяҫҫӗ-мӗн.
Пӑрачкавсемшӗн ку чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулӗ. Унти пӗр урамра ҫӗнӗ ҫул сарасшӑн. Ҫак ӗҫе тумашкӑн республика хыснинчен 18 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Патшалӑх туянӑвӗсен сайтӗнче Пӑрачкав ялӗнчи Комсомольски урамӗнчи ҫула сармашкӑн «Чӑвашупрдор» аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Пирвайхи хак — 18 миллион тенкӗ те 339 пин тенкӗ. Ӑна республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Килӗшӳре ҫул вӑрӑмӑшӗ 2 ҫухрӑм та 868 метр пулнине палӑртнӑ. Ҫула вӗтӗ чулран тӑвӗҫ. Ку ҫула кам тӑвассине ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе 6 уйӑхра туса пӗтерме палӑртнӑ.
Куславкка пуҫлӑхӗсем Жомини барон ҫуртне тара парасшӑн. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн Культура министерствипе Куславкка хула администрацийӗ аукцион ирттерме хатӗрленет. Барон ҫурчӗ культура эткерлӗхӗ шутланать. Ӑна халӑх инвентаризацийӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев республика парламентне янӑ Ҫырура халӑх инвентаризацине ирттерессине кӑҫал та малалла тӑсмаллине палӑртса хӑварнӑччӗ. Акци тӗллевӗ — юхӑнса ларакан пурлӑха тупса палӑртасси, ҫавӑн пирки тӳре-шарана пӗлтересси. Пуҫлӑхсем вара ун пек ҫурт-йӗре, ҫӗре тивӗҫлипе усӑ курасси пирки пуҫа ватма тивӗҫ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 858 объекта хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Вӗсене пурне те халӑх инвентаризацийӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Ҫулсерен 60–95 пин ҫухрӑм ҫӳрекен йывӑр тиевлӗ машина хуҫисем валли «Платон» тӳлевне йӳнӗрех тӑвасшӑн. Анчах хальлӗхе ку калаҫу шайӗнче кӑна-ха. Сӗнӗве ҫирӗплетмен.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «Платонри» скидкӑсем пирки РФ Транспорт, Экономика тата Финанс министерствисене шухӑшлама каланӑ. Палӑртмалла: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тариф ӳснӗ, кашни ҫухрӑмшӑн 1,9 тенкӗ тӳлемелле.
Транспорт министрӗ Максим Соколов «Платон» дальнобойщиксемшӗн ҫивӗч ыйту пулманнине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи даннӑйсене ӗненес тӗк, ҫакна 424 машина ҫеҫ хирӗҫ. Пӗтӗмпе ку тытӑмра вара 820 пин машина регистрациленӗ.
Сӑмах май, канмалли кунсенче Иркутскра «Платона» хирӗҫ йӗркеленӗ авточупу пуҫаруҫисене тытса чарнӑ. Вӗсем ку акци пирки администраципе калаҫса татӑлман.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын суд сакки ҫине кредит тӳлеменшӗн ларнӑ. Вӑл кредит организацийӗ умӗнче самай пысӑк парӑма кӗнӗ. Арҫын укҫа кивҫен илсен ӑна чылай вӑхӑт тӳлемен.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, арҫын кредит организацийӗ умӗнче 33 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Палӑртмалла: вӑл ӗҫлет, кредитӑн пӗр пайне татма унӑн май пулнӑ. Анчах хайхискер парӑма татас тесе нимӗн те туман.
Ҫитменнине, арҫын тепӗр ӗҫре вӑй хурса хушма тупӑш тунӑ. Ӑна кредита тӳлеменшӗн уголовлӑ майпа явап тыттарасси пирки темиҫе хутчен те асӑрхаттарнӑ. Анчах арҫын хӑнк та туман. Ҫавӑнпа кредит организацийӗ ӑна суда панӑ
Суд арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ.
Кӑҫал Шупашкар районӗнчи хӑш-пӗр автоҫула юсама палӑртнӑ. Шупашкар район администрацийӗ юсав ирттерекен подряд организацине шыраса пӗлтерӳ вырнаҫтарни тӑрӑх хакласан, асӑннӑ муниципалитетра «Янӑш—Кӗҫӗн Турхан» тата «Шупашкар—Ҫӗньял» ҫулсене ҫӗнетесшӗн.
Малтан каланин тӑршшӗ — 1 километр та 830 метр, теприн — 3 километр та 614 метр. Иккӗшне юсама район 28 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр, ҫав шутран Янӑшран Кӗҫӗн Турхана каякан ҫула юсама 10,9 млн тенкӗ кирлӗ, Ҫӗньяла ҫитекеннине — 17,4 млн. «Кӗмӗле» харӑсах виҫӗ ҫӑлкуҫ шучӗпе: федераци, республика тата вырӑнти хысна — шучӗпе саплаштармалла.
«Янӑш—Ҫӗньял» ҫула кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле, «Шупашкар—Ҫӗньял» трассӑна — утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.
Чӑваш Енри депутатсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине кӑтартнӑ. Хӑш депутат чи нумай укҫа ӗҫлесе илнӗ?
Декларацисене тишкерсен пӗрремӗш йӗркене «Букет Чувашии» компанин ертӳҫи Олег Мешков йышӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫул 21 миллион тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн тӑватӑ ҫӗр лаптӑкӗ. Мӑшӑрӗн ҫӗр лаптӑкӗ пур. Депутатӑн ҫавӑн пекех йывӑр тиевлӗ 9 машина, автобус пур. Арӑмӗн 9 фургон, тӑватӑ ҫурмаприцеп, икӗ автопогрузчик пур.
Иккӗмӗш вырӑнта — «Акконд» директорӗ. Вӑл 16 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Николай Угаслов. Унӑн тупӑшӗ — 14 миллион тенкӗ ытла. Арӑмӗ вара 135 пин тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ.
Елена Бадаева пӗлтӗр 14 пин тенкӗ ытла илнӗ. Андрей Углов депутат, «Элара» савутӑн генеральнӑй директорӗ, 14 пин тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ.
Палӑртмалла: хӑш-пӗр депутатӑн катер, ҫӑлав плочӗсем, тракторсем, грузовиксем пур.
Шупашкарти гайд-парка Мӑнкунта ҫӑмарта илсе пынӑ тата валеҫнӗ хӗрарӑма суд штрафланӑ. Ҫӑмарта тытса сӑн ӳкерӗннӗ арҫынсене вара айӑпламан.
Аса илтерер, ҫав ушкӑн чӑх ҫӑмарти тытса сӑн ӳкерӗннӗ, кашни ҫӑмарта ҫине пӗрер саспалли ҫырса хунине вуласан «Свободу Мальцеву» тени курӑннӑ. (Вячеслав Мальцев ятлӑ оппозиционера Мускаври Тверь сучӗ 15 талӑклӑха хупнӑ. Ҫав ҫын пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче коррупцие хирӗҫ акцие хутшӑннӑ чух полицие пӑхӑнман имӗш). Йышра Елена (Алена) Блинова ятлӑ хӗрарӑм та пулнӑ. Митинга хутшӑннӑ тесе маларах ӑна ача пахчинчи ӗҫрен кӑларса янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Мӑнкунта хӗрарӑм ҫӑмартана ҫынсене валеҫнӗ-мӗн. Шупашкарти Ленин район сучӗ ӑна 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд гайд-парка шӑпах Блинова ҫӑмарта илсе пынине, ун ҫине «Свободу Мальцеву» тесе вӑлах ҫырса хунине шута илнӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |