Ижевскра пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне чикансене сутнӑ. Ачана машинӑна лартнӑ та Пермь хулине илсе кайнӑ.
Хӗрарӑм тӗпренчӗкне 12 пин тенкӗпе сутнӑ. Унта ӑна 15 ҫулти арҫын ачана качча панӑ. Хӗрача кунашкал пурнӑҫа чӑтайман — тапӑртан тарнӑ. Вӑл халӗ Питӗрте пурӑнма пултарать.
Ку тӗлӗшпе следовательсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев пырать. Хӗрарӑмӑн пӗлӗшӗ Оксана каланӑ тӑрӑх, амӑшӗ ача нумай ҫуратнӑ, вӗсене тивӗҫлипе пӑхмасть. Ҫавӑнпа вӑтам хӗрӗ Пермьрен шӑнкӑравласа япӑх пурӑнни пирки пӗлтерсен те, макӑрсан та вӑл пӗрре те кулянман.
Хӗрарӑм кун пек хӑтланнӑ хыҫҫӑн унпа пӗлӗшӗсем калаҫма пӑрахнӑ.
Сызраньтен Шупашкара икӗ хӗрарӑма илсе килнӗ. Вӗсем маршруткӑра ҫынсен кӗсйинчен укҫа вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарти полици уйрӑмне пӗр кунра 5 ҫын пулӑшу ыйтса килнӗ. Вӗсем пурте пӗр евӗрлӗ ӑнлантарнӑ: маршруткӑран тухнӑ хыҫҫӑн енчӗкре укҫа ҫухалнӑ е телефон «ураланнӑ». Хайхискерсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсене хӑйсем ҫухатма пултарайман. Пурте икӗ хӗрарӑма сӑнласа кӑтартнӑ.
Хӑшӗ-пӗри енчӗкре карточкӑпа пӗрле пин-кода упрать. Шӑпах ҫавӑнпа усӑ курнӑ вӑрӑсем. Полицейскисем вӗсен йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Анчах ҫав вӑхӑталла лешсем хуларан тухса тарма ӗлкӗрнӗ.
Каярахпа ҫак хӗрарӑмсем тахҫанах шыравра пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӗсем вӑрӑ-хурахла 15 ӗҫ тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑмсене Сызраньте тытса чарнӑ. Полицейскисем ҫак хӗрарӑмсенчен шар курма пултарнӑ ҫынсене хӑйсем патне пыма чӗнеҫҫӗ.
Чӑвашстат республикӑри ҫынсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутланӑ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫынсен шалӑвӗ, 2015 ҫулпа танлаштарсан, 6,9 процент ӳснӗ.
Пӗлтӗр республикӑра пурӑнакан ҫынсем вӑтамран 22736,3 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Ӑҫта вӑй хуракансем ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ-ха? Ӑслӑлӑх тӗпчевӗ енӗпе ӗҫлекен компанисенче (44,9 пин тенкӗ), финанс ӗҫӗн организацийӗсенче (37 пин тенкӗ), социаллӑ страхлав компанийӗсенче (34 пин тенкӗ), электрохатӗр кӑларакан предприятисенче (35,6 пин тенкӗ).
Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев ӗҫрен пӑрахма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Ку утӑма вӑл ӳсӗр пуҫпа руль умне ларсан лекнӗ инкек хыҫҫӑн тунӑ тесе тӗшмӗртме пулать.
Аса илтеретпӗр, вӑл райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗччӗ. Айӑпа ӑнланнӑ пуҫлӑх инкек вырӑнӗнчен часрах тапса сикнӗ.
Ял тӑрӑхне ертсе пыракан ҫын пуҫтахланни ҫинчен ҫапӑннӑ машина хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем пуҫлӑха шалти ӗҫсен районти пайне илсе кайнӑ. Ҫемҫе пукана йышӑнаканскер айӑпа йышӑнман, руль умӗнче хайӗн водителӗ пулнӑ тесе тыттарма пӑхнӑ. Лешӗ вара ҫын тимсӗрлӗхне хӑй ҫине илмен. Медицина тӗрӗслевӗ те пуҫлӑх ӳсӗр пулнине кӑтартса панӑ.
Сӑмах май, Сергей Ермолаевӑн иртнӗ ҫулхи отчетне итлемелли пухӑва ҫынсене 50-шер тенкӗ тӳлеттерсе кӗртнӗ теҫҫӗ. Вӑл укҫана, тен, художество пултарулӑх ушкӑнӗ концерт лартнӑ сӗмпе пуҫтарнӑ пулӗ-ха.
Юлашки кунсенче «Чӑвашавтотранс» пирки нумай калаҫрӗҫ. Унта ӗҫлекенсем забастовка тунине пӗлтернӗччӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх, чиновниксем халӗ предприяти ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи мӗнле тӳлесе татмалли пирки шухӑшлаҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев парӑма татмаллине каланӑ. Ку ыйтӑва Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин ертсе пынӑ ларура калаҫнӑ.
«Шалӑвӑн пӗр пайне саплаштармашкӑн хушма майсем шыратпӑр. Ҫитес вӑхӑтра йышӑну тӑвассине ӗненетӗп», — ҫапла каланӑ ЧР транспорт министрӗ Алексей Тимофеев.
Ларура йывӑр лару-тӑруран тухмалли май тупнӑ. Ку ыйтӑва татса пама регион хыснинчен субсиди уйӑрма йышӑннӑ. Хушӑва ҫитес вӑхӑтра алӑ пусӗҫ.
Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем ӗнер забастовка тунӑ: вӗсем рейса тухман. Пассажирсене турттаракансем шалу ҫур ҫула яхӑн илеймесӗр ывӑннипе ҫавӑн пек кутӑнлашас тенӗ. «Чӑвашавтотранс» предприятири пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те хыпарланӑччӗ. Пӗррехинче унӑн Вӑрмарти филиалӗн водителӗсем рейса тухманччӗ, каярах вӑл предприятие хупса хунӑччӗ.
«Чӑвашавтотранса» финанс тата экономика тӗлӗшӗнчен сыватас тесе Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, предприятин 200 ытла ӗҫченӗ рейса тухман. Ҫав кунах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ шалу тӳлемен фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑ.
Ҫынсен прависене хӳтӗлекен Европа сучӗ Раҫҫейри 9 ҫынна юсанмалли колонисенчи условисем тивӗҫтерменнишӗн 90 пин евро памалла тунӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Енрен.
Европа судне Чӑваш Енри, Карелири, Ростов, Липецк, Свердловск, Томск, Тверь, Архангельск облаҫӗсенчи колонисенче ларакансем ҫӑхав ҫырнӑ. Пур тӗслӗхре те суд Раҫҫей влаҫӗ саккуна пӑснине палӑртнӑ.
Юсанмалли колонисенче ларакансене мӗн тивӗҫтермен-ха? Ҫӑхавсенче палӑртнӑ тӑрӑх, колонире вентиляци, пушӑ вырӑн сахал пулнӑ. Ҫавӑн пекех раковина, туалет ҫителӗксӗр-мӗн. Ҫӑхавпа тухнӑ ҫынсене 5 пин евроран пуҫласа 15,5 евро таран памалла тунӑ.
«Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унӑн Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. «Чӑвашавтотранс» пуҫлӑхне суйламалли конкурс ҫывӑх вӑхӑтра иртмелле.
Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин предприятийӗ шутланакан «Чӑвашавтотранса» сыватасси ҫинчен шухӑшлать. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсемпе турттарма тата автотранспорт туянма хыснаран ҫулсерен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Патшалӑх енчен чылай пулӑшсан та унта укҫа-тенкӗпе экономика енчен йывӑр лару-тӑру сиксе тухнӑ: тупӑш курасси иртнӗ ҫул унчченхинчен 5,6 процент сахалланнӑ, пассажирсене турттарасси юлашки тӑватӑ ҫулта 22 процент чакнӑ. Куншӑн предприятин менеджментне ӳпкелеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑ.
Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала паянхи кун та хӑйне лайӑх туять, вӑл ниҫта та ҫухаласшӑн мар-ха пулас. Ҫакна эпир пирӗн пурнӑҫра лайӑх куратпӑр — хаксем хӑпараҫҫӗ, ҫынсен тупӑшӗсем чакаҫҫӗ. Кашнийӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑйне пӗлнӗ пек хӑнӑхма тӑрӑшать. Пӗрисем йӳнӗрех япаласем ҫине куҫаҫҫӗ, теприсем маларах туянма ӗмӗтленнӗ япаласене каярахри вӑхӑта куҫараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — тепӗр май тупаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх та вӗсенчен юлмасть. Май ҫитнӗ таран тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн, унтан-кунтан перекетлӗх шырать.
Ман шутпа, пирӗн республикӑра хамӑрӑн культурӑна аталантарма питӗ сахал укҫа уйӑраҫҫӗ пек. Ҫакна курас тесе эп паян 2017 ҫулӑн хысна тӑкакӗсене тишкерес терӗм.
Пӗтӗмӗшле тӑкак тӑрӑх йӗркеленӗ хыҫҫӑн культура пайӗ 8-мӗш вырӑна кайса ларчӗ. 2017 ҫулта культура пайне 593 миллион тенкӗ ытла (1,7%) тӑкакласшӑн. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан — ку, паллах, ытларах. 2016 ҫулта 498 пин, 2015 ҫулта — 581 пин уйӑрнӑ пулнӑ.
Тишкернӗ май кӑсӑклӑ япаласем те тупӑнчӗҫ. Сӑмахран, пирӗн республикӑн тӗп тӑкакӗсем шутне социаллӑ политикӑна (пенси таврашӗ, ытти тӗрлӗ пулӑшу) /32,25%/, вӗренӗве (шкулсем, ача пахчисем) /29,37%/, наци экономикине (кунта мӗн кӗнине чухламастӑп, анчах вӑл тӗлӗшпе тӑкаксем ӳснӗ) /16,58%/, патшалӑх тӑкакне (тӳре-шарана тытса тӑма пулас) /6,5%/, сывлӑх сыхлавне (пульницӑсем тата ытти) /4,79%/, кил-ҫурт тата коммуникаци /1,29%/ кӗртме пулать.
Ҫурт-йӗре регистрацилеменнисене ӳлӗмрен налук нумайрах тӳлеттерме тытӑнӗҫ. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, налук виҫине кӑҫалтан ӳстерӗҫ. Унччен, калӑпӑр, ҫӗршӗн 4 пин налук тӳленисем (кунти тӗслӗх Мускав облаҫӗ пирки пырать) малашне 8 пин кӑларса хурӗҫ.
Паян Раҫҫейре уйрӑм ҫурт-йӗр валли 16 миллиона яхӑн гектар ҫӗр уйӑрнӑ иккен. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫинче пӳрт хӑпартса лартнӑ, анчах ӑна регистрацилементен пурлӑх налукӗ хураймаҫҫӗ. Хыт-хура кашласа ларакан участоксем 5 миллиона яхӑн-мӗн.
Мускав облаҫӗн Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви РФ Налук кодексне улшӑну кӗртме сӗнесшӗн: регистрацилемен пӳрт хуҫисене ҫӗр налукне пысӑклатнӑ коэффициентпа тӳлеттерме пуҫласшӑн. Кунта пахча тата дача ҫурчӗсене те кӗртме пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |