Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче, Шупашкар тӗлӗнче, машинӑсене лартма кӑҫал хушма вырӑн йӗркелӗҫ. Вӑл унти пляжа канма пуҫтарӑнакансем валли пулӗ. Шупашкар хулинчи тӳре-шара шухӑшланӑ, яваплӑ организацисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Атӑлӑн сулахай хӗрринчи пляжра транспорт лартмалли вырӑн тӑвассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Маларах эпир Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӑр туянассине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ 2,46 пин тонна хӑйӑр кирлине, ӑна 455,1 пин тенкӗпе туянас кӑмӑллине палӑртса Патшалӑх туянӑвӗсен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑччӗ. 2,5 пине яхӑн тонна хӑйӑра Шупашкарти пляжсене илсе кайӗҫ. Аса илтерер, хулара вӗсем виҫҫӗ: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнче тата Ҫӗнӗ сала патӗнче.
Ӗҫлекенсене шалу тӳлемен предприятисен ӗҫ укҫи парӑмне татма пурлӑха тата вӗсен хуҫисем ярӑнса ҫӳрекен машинӑсене сутни те тем мар. Ку шухӑша паян иртнӗ республикӑн Правительствин ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ҫапларах каланӑ: «Организацисемпе предприятисем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла, енчен те вӗсем йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратаҫҫӗ, халӑха вӑхӑтра ӗҫ укҫине памаҫҫӗ пулсан явап тыттармалла. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсен лару-тӑрӑва кулленех тӗрӗслесе пымалла. Ӗҫ коллективӗсенче пулмалла, халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлмелле. Ҫынсене шалу укҫине туллин памалла, вӑхӑтра тивӗҫтермелле. Енчен те ҫак ыйтӑва пурнӑҫлама май килмесен, тепре чухне пурлӑха сутсан та йӑнӑш пулмӗ. Нумай предприятисемпе организаци ертӳҫисем чӑнкӑ автомашинӑсемпе ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен предприятийӗсенче ӗҫлекенсем шалу укҫисӗр лараҫҫӗ. Кун пек йӗркесӗрлӗх пачах та пулмалла мар».
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку хыпара ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Следстви шухӑшӗпе, 2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Ирина Клементьева, ун чухне вӑл «Чувашия-Мед» страхлав компанийӗн» тӗп директорӗ пулнӑ, саккуна пӑсса икӗ сделка тунӑ, кун пирки директорсене пӗлтермен, компани пурлӑхӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ.
Вӑл 370 ытла тӑваткал метрлӑ лаптӑка пӗр фирмӑна, унӑн директорӗ — упӑшки, 10 ҫуллӑха тара панӑ. Унтан хакне пӗчӗклетнӗ. Чӑннипе вӑл уйӑхне 132 пин тенкӗ пулмалла, фирма вара 80 пин тенкӗ тӳленӗ.
Кунсӑр пуҫне вӑл страхлав компнийӗ ятӗнчен тӗп бухгалтерӑн амӑшне 1,7 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ сутнӑ. Ӑна та 4,4 миллион тенкӗпе мар, 1,5 миллионпа панӑ. Ҫапла майпа страхлав компанийӗн хыснине тӑкак кӳнӗ.
Шупашкарта ҫулсене хак паракан общество комиссийӗ йӗркелӗҫ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулара «Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программа пурнӑҫа кӗрет. Ун валли федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 664,572 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ку укҫапа хулари 27 ҫула юсӗҫ, ҫул хӗресленекен 5 вырӑна анлӑлатӗҫ тата ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫул пахалӑхӗсене тӗрӗслекен общество комиссийӗ йӗркеленӗ. Унта кирек кам та кӗме пултарать. Ҫапах ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлесе опыт пухнисен унта кӗрес шанчӑк пысӑкрах.
Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ехрем купса бульварӗ, 16-мӗш ҫурт. Е электронлӑ почтӑпа ярса памалла: gkhb@gcheb.cap.ru.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна чылай вӑхӑт алимент тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 42 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫитмен икӗ хӗрне алимент тӳлемен. Ҫапла майпа вӑл суд йышӑнӑвне пӑснӑ. Хӗрарӑмӑн ӗҫе вырнаҫма май пулнӑ, анчах вӑл васкаман. Темиҫе хутчен асӑрхаттарсан та ачисене алимент тӳлемен.
Хӗрарӑмӑн вара ачисен умӗнчи парӑм сахал мар пухӑннӑ: 167 пин тенкӗ. Суд ӑна 3 уйӑх тӳрленмелли ӗҫе ямалла, шалӑвӑн 5 процентне патшалӑхшӑн тытса юлма йышӑннӑ.
Республика тулашӗнчи чӑвашсем тӑван чӗлхешӗн тунсӑхланине пӗрре кӑна мар илтме тивнӗ. Вӗсем Чӑваш Енре тухса тӑракан хаҫат-журнала ҫеҫ мар, урӑх регионсенчи чӑвашла пичет кӑларӑмӗсене те вулаҫҫӗ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский "лӑпӑр-лапӑр хаҫатсене вуласа вӑхӑта ирттерсе лариччен" "Раҫҫей каталогӗнчи арпашусене пӑхмасӑр, Чӗмпӗртенех, Чӑваш Республикинче тухса тӑракан «Тӑван Атӑл» журнала; Тутарстанри «Сувар», Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатсене» ҫырӑнни пирки Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑвашла пичет кӑларӑмӗсене ҫырӑнма вӑл 1050 тенкӗ тӑкакланине вӑл уйӑхсерен пайланӑ. Нумай та мар: 175 тенке ларать иккен. «Чӗмпӗр ҫӗрӗнче пурӑнса ача чухне юратса, ҫурӑлса пӗтиччен вуланӑ «Тӑван Атӑл» журналпа, хам ҫуралнӑ тӑван республикӑри «Сувар» хаҫатпа хыпаланмасӑр паллашма пулать. Ҫырӑннин укҫи (уйӑхрине илсен) — пулӑ е кӑлпассин хӳри хакӗ, вӑл ӑҫта кайса ҫухалнине те туймастӑн, кӗсъе тӗпӗнче те тупаймастӑн. Чӑвашлӑха пулӑшни, хамӑр чӗлхепе вулани, вара, мӗне тӑрать!» — шухӑшлать Микулай Павловский.
Чӑваш Енре пурӑнакансен тупӑш шайӗ кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи виҫӗ уйӑхринчен 3 процент чакнӑ. Кашни ҫын пуҫне тупӑш вӑтамран уйӑхне 16 пин те 115 тенкӗ те 20 пуса ларнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтернӗ.
Халӑхӑн укҫа-тенкӗ тупӑшӗ кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче 59 748,5 миллион тенке ларнӑ. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 1,3% ӳснӗ. Алӑра пур укҫа виҫи 3% чакнӑ.
Уйӑхсерен ҫынсем вӑтамран 16 115,2 тенкӗ тупӑш илнинчен 78,5% тавар туянма тата тӗрлӗ пулӑшушӑн тӳлеме тӑкакланать. Кирек епле пулсан та тӳлемеллех расхута тупӑшӑн 12,3%, каять. Тупӑшӑн 9,4 процентне пухса пыраҫҫӗ, ют ҫӗршыв валютине туянма 1,4 процентне уйӑраҫҫӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пирӗн регион чухӑн ҫемьеллисен йышне кӗнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, «РИА Рейтинг» агентство Раҫҫейри ҫемьесем мӗнле пурӑннине тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан республика кӑштах ҫеҫ хӑпарнӑ: 67-мӗш вырӑнтан 65-мӗшне ҫитнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республикӑна федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ килнӗ. Ку укҫа ӑҫта каясси паллӑ. Унпа патшалӑх пособийӗсене, ытти социаллӑ тата компенсаци тӳлевӗсене парӗҫ. Пӗтӗмпе хыснана 734,7 миллион тенкӗ кӗнӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑна федераци хыснинчен 3 673,5 миллион тенкӗ килнӗ. Ку кӑҫал уйӑрма палӑртнӑ укҫа-тенкӗн 41,7 проценчӗ кӑна-ха.
ЧР Финанс министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе кӑҫал республикӑна 8816,3 миллион тенкӗ килмелле.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче тӳре-шара мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки ҫырса кӑтартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ ҫул Михаил Игнатьев Элтепер 3,74 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ку вӑл виҫемҫулхинчен 250 пин тенкӗ ытларах. Кунсӑр пуҫне унӑн хушма тупӑш 424 пин тенкӗпе танлашнине кура пӗтӗмӗшле 4,16 миллион тенке ларнӑ.
Иван Моторин премьер-министрӑн тӗп тупӑшӗ 4,35 миллион тенкӗ, 900 пин тенки пурлӑх сутса туни тесе хыпарланӑччӗ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Егоров пӗлтӗр 3,51 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветковӑн тупӑшӗ 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Министрсен тупӑшӗ пирки сӑмаха паян иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче хускатнӑ. Светлана Енилина финанс министрӗ республикӑри тӳре-шаран шалӑвӗ пӗлтӗр ӳсменнине пӗлтернӗ. Сӑмах май, вӑл пӗлтӗр унчченхинчен 255 пин тенкӗ сахалрах ӗҫлесе илнӗ. Финанс министрӗ депутатсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӳре-шаран пӗтӗмӗшле тупӑшӗ пысӑкланни пурлӑх сутса тупӑш курнипе, преподавательте тӑрӑшнипе, усӑ курма отпускшӑн компенсаци илнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енре коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗнче топливӑпа энергетика ресурсӗсемпе (газпа, ҫутӑпа тата ытти те) усӑ курнӑшӑн вӑхӑтра тӳлеменнин хисепӗ ӳссе пырать.
Паян иртнӗ республикӑн Правительствин канашлӑвӗнче ЧР строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, парӑм пӗлтӗрхинчен 15 процент ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра парӑм 3 млрд 830 млн тенкӗпе танлашать. Куншӑн министр Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗр инспекцине критикленӗ. Владимир Михайлов шухӑшланӑ тӑрӑх, парӑмсене вӑхӑтра татса пыманнисене явап тыттармалла.
«Малалли тӗллев – парӑма ӳстермесси», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Парӑма татас ыйтупа епле ӗҫленине республика Правительствине вӑхӑтра пӗлтерсе тӑма хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |