Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ, Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра планетари тума палӑртнине унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче планетари документацийӗ патшалӑх экспертизи витӗр ӑнӑҫлӑ тухни паллӑ пулнӑ. 2015 ҫулта палӑртнӑ тӑрӑх, ун валли 636 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Ҫак укҫаран 148 миллион тенкине республика хысни уйӑрӗ. Ытти — муниципалитет хыснинчен, инвесторсемпе спонсорсене те явӑҫтарма палӑртнӑ. Планетарие кӑҫал виҫҫӗмӗш кварталта тума тытӑнма палӑртнӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн, планетари виҫӗ хутлӑ пулӗ. Унӑн лаптӑкӗ — 4 783,1 тӑваткал метр.
Республикӑри ултӑ шырав отрячӗ ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Ку укҫа ҫав отрядсене йӗркеленӗ организацисене кайӗ.
100 пин тенкӗ гранта Шупашкарти 5-мӗш гимназин «Листая страницы героическийх событий…» проекчӗ, Улатӑрти Совет Союзӗн Геройӗ П.Г.Макаров ячӗллӗ 9-мӗш шкулӑн «Забытая армия» ӗҫӗ, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулӑн «Поисково-восстановительные работы на Шумерлинском отрезке «Сурского оборонительного рубежа» проекчӗ тивӗҫнӗ.
27 пин тенкӗ гранта вара И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн «Астӑвӑм» шырав отрячӗн «И помнит мир спасенный» проекчӗ, «Студентсен Канашӗ» республикӑри общество организацийӗн «Георгиевская лента» ӗҫе, «Веда» шырав отрячӗн «Белые журавли. Фронтовыми дорогами предков» проекчӗ илнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑ ҫын вилнӗ тӑванӗшӗн пенси илсе пурӑннӑ. Вӑл ултав йӗрӗпе кайса хваттере хӑйӗн ҫине илме тӗллевленнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан ватӑ ҫын 2013 ҫул вӗҫӗнче тӑванӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Анчах кайран ҫакна палӑртнӑ: ҫухалнӑ хӗрарӑм ватӑ ҫын кӑтартнӑ адреспа пурӑнман. Вӑл 2004 ҫулта пульницӑра усал шыҫҫа пула вилнӗ.
Унӑн виллине полицие заявлени ҫыракан тӑванне, вӑл ӑна пурӑннӑ чухне пӑхнӑ, панӑ. Лешӗ вилене хулари масар ҫине пытарнӑ, кун пирки патшалӑх органне пӗлтермен.
Хайхискер вилнӗ тӑванӗ ячӗпе килекен пенсие илсе пурӑннӑ. Пӗтӗмпе – 760 пин тенкӗ.
Хваттер е ҫурт-йӗр туянас текенсем ку хыпаршӑн савӑнасси каламасӑрах паллӑ: кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑваш Енре ҫурт-йӗр хакӗ йӳнелнӗ.
Чӑвашстат цифрӑсене 2016 ҫулхи пӗрремӗш квартал вӗҫӗнчипе танлаштарса кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ унчченхинчен 2,1 процент йӳнелнӗ, унччен пурӑнни — 4,4 процент.
2016 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталпа танлаштарсан иккӗмӗшле рынок шутланакан ҫурт-йӗр хакӗ 2,1 процент чакнӑ. Ҫапах та ҫӗннине туянма хакланнӑ. Виҫӗ уйӑх каяллахинчен кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче ҫӗнӗ ҫуртра хваттер туянакансен 2,5 процент ытларах тӳлеме тивнӗ.
Ӑнланмалларах пултӑр тесе тӑваткал метр вӑтамран мӗн хак тӑнине те илсе кӑтартнӑ. Чӑвашстат пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, пӗрремӗш рынокри (тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ) ҫурт-йӗрӗн пӗр тӑваткал метрӗ вӑтамран 40 пин те 9 тенкӗ тӑнӑ. Иккӗмӗш рынокришӗн вӑтамран 38 пин те 235 тенкӗ ыйтнӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитлӑ шутланаканни ҫулталӑк каяллахинчен 9,2 процент йӳнелнӗ. Ӑна туянма кашни тӑваткал метршӑн вӑтамран 45 пин те 205 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Лайӑхлатнӑ пахалӑхлӑ шутланаканни те йӳнелнӗ. Нумаях мар-ха: 1,6 процент.
Тутарстанри Арбитраж сучӗ Татфондбанка панкрут тесе палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе конкурс производстви уҫнӑ. Унӑн срокӗ — 1 ҫул.
Тӗп банкӑн элчи Дмитрий Малиновский ларура банкӑн пурлӑхӗ 71,393 миллиард тенкӗпе танлашнине пӗлтернӗ. Банкӑн обязательстви — 189,74 миллиард тенкӗ.
Татфондбанкӑн Тӗп банк умӗнчи парӑмӗ — 3 миллиард тенкӗ, ытти кредит организацийӗ умӗнче — 27 миллиард тенкӗ, клиентсен укҫи — 109,6 миллиард тенкӗ.
Аса илтерер: Тӗп банк Татфондбанкӑн лицензине пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче илнӗ. Тӗп банк палӑртнӑ тӑрӑх, Татфондбанкӑн капиталӗнчи «шӑтӑк» 97 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра студентсене вӗрентнӗ Андрей П. ЧР Аслӑ судне тӗрӗслӗхе тӑрӑ шыв ҫине кӑларма ҫитнӗ. Анчах Аслӑ суд та ун майлӑ пулман.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче экс-преподавателе — 2,7 миллион тенкӗлӗх, унӑн шӑллӗне 1,7 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Мӗншӗн? 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӗрентекенӗн шӑллӗ медицина факультетӗнче ӑс пухакан студентсенчен 43,5 пин тенкӗ илнӗ. Куншӑн асли зачет лартса пама шантарнӑ.
Анчах ку укҫа та вӗсемшӗн сахал пек туйӑннӑ. Вӗсем студентсенчен тепӗр 25,5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Пӗртӑвансем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, анчах штраф виҫипе килӗшмен. Ҫавӑнпа вӗсем ЧР Аслӑ судне ҫитнӗ те.
Чӑваш Енре миллионерсен йышӗ пысӑкланнӑ. Вӗсен тупӑшӗ 100 миллион таранах ҫитнӗ. Ҫакна Налук служби пӗлтӗрхи деклараци компанине малтанлӑха ҫирӗплетнӗ кӑтартусемпе калама пулать.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 1517 ҫын 1 миллион ытла тенкӗ ӗҫлесе илнине пӗлтернӗ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 1,5 хут нумайрах.
10-100 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ ҫынсен йышӗ 20 процент ӳснӗ. Пӗтӗмпе вӗсем — 18-ӑн. Тепӗр ҫын ҫулталӑкне 500 миллион тенкӗ таран тупӑш тунине кӑтартнӑ.
Ҫынсем тупӑшӗ пирки отчет тӑратас кӑтарту та ӳснӗ. Кӑҫал 120 ытла деклараци тӑратнӑ ӗнтӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, нумайрах.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хисеплӗ донорсем ҫулсерен тӳлекен укҫана илнӗ. Хальхинче ӑна республикӑра пурӑнакан 4133 ҫын тивӗҫнӗ.
Хисеплӗ донорсене тӳлемелли укҫа федераци хыснинчен килнӗ. Пӗтӗмпе — 54,4 миллион тенкӗ. Кӑҫал тӳлев виҫи ӳснӗ, 13041 тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫак тӳлеве 40 хутчен юн е унӑн плазмине 60 хутчен тӳлевсӗр панӑ ҫынсем тивӗҫеҫҫӗ. Вӗсене «Раҫҫейри хисеплӗ донор» паллӑпа чыслаҫҫӗ. Хисеплӗ донорсем кирек хӑш вӑхӑтра та отпуска кайма, медицина пулӑшӑвне черетсӗр илме, санаторипе курорт сиплевне каймашкӑн ҫӑмӑллӑхлӑ путевка илме пултараҫҫӗ.
Пӗлтӗр Чӑваш Енре «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» ята 106 ҫын тивӗҫнӗ. Республикӑра кунашкал ҫынсем 12062-ӗн. Пӗлтӗр 11 пин ытла юн хатӗрленӗ, плазма — 1,7 пин литр.
Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри Раиса Терюкалова художникӑн пултарулӑх мастерскойӗнче пулнӑ чух унӑн ӗҫне туяннине эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министр тата тепӗр ӗҫ илнӗ. Хальхинче вӑл урӑх художникӑн ӗҫне туяннӑ.
Чӑваш патшалӑх музейӗнче нумаях пулмасть Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче унта Константин Яковлев министр ҫитсе курнӑ. Экспозици музей фондӗнче упранакан ӗҫсемпе ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенчи пуянлӑхпа та куракана илӗртет.
Республикӑн культура министрӗ Владимир Агевӑн ӗҫне туяннӑ. Ун пирки Фейсбукра Рита Кириллова журналист Константин Яковлев ырӑ тӗслӗх кӑтартнине палӑртнӑ.
Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кредит доверия» микрофинанс организацийӗ патшалӑх элемӗсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑ.
Хӑйне рекламӑлас тесе хыпарланӑ чухне вӑл Чӑваш Республикин элемӗсемпе: пурнӑҫ йывӑҫҫипе, виҫӗ хӗвелпе — усӑ курнӑ.
«Кредит доверия» организаци ҫапла хӑтланнине Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви асӑрханӑ. Монополипе кӗрешекенсене вӑлах систернӗ.
Финанс организацийӗн ӗҫ-хӗлне тӗрӗслеме тытӑнсан ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ: реклама хучӗсене кредит условийӗпе паллаштарман, предприятин йӗркелӳпе право формине те уҫӑмлатман.
Монополипе кӗрешекенсем микрофинанс организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса саккуна пӑсма пӑрахмаллине палӑртнӑ. Организацие 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |