Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта управляющи компанийӗсем Шупашкар ҫыннисене ҫур миллион тенкӗлӗх улталанӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт-йӗр саккунне пӑснине тупса палӑртмашкӑн 51 мероприяти ирттернӗ.
Кун хыҫҫӑн управляющи компанийӗсем йӗркене пӑснӑ 43 тӗслӗхе пӗтернӗ, ҫынсем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн 479,9 пин тенкӗ ытларах тӳлени ҫиеле тухнӑ.
22 материала пӑхса тухма янӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне – Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцине, пӗри – миравай судьяна, иккӗшӗ – Роспотребнадзора, вунпӗрӗшӗ – прокуратурӑна.
ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче троллейбуспа, автобуспа, маршруткӑпа ҫӳремелли билет хакне хӑпартасси пирки калаҫнӑ. Общество транспорчӗпе ҫӳренӗшӗн тата багажшӑн тӳлемелли укҫа виҫине пысӑклатас проекта ырланӑ.
Ҫӗнӗ тарифсем 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ. Хулаҫум автовокзалӗнчи автобуссемпе ҫӳремешкӗн те хаклӑрах пулӗ. Юлашки хутчен хаксене 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӳстернӗ. Хальхинче билет хакӗсем мӗнле пулассине вырӑнти хӑйтытӑмлӑх палӑртӗ.
Ларура йышӑннӑ тӑрӑх, кашни муниципалитет билет тата пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакне палӑртма пултарӗ.
Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен ҫуртне юсама хирӗҫ. Капла шухӑш патне ҫитнисене 32 ҫурт шутласа кӑларнӑ. Хуҫисем хирӗҫҫине кура вӗсене 2015—2016-мӗш ҫулсенчи республика программинчен кӑларнӑ.
Юсав кирлӗ маррине ҫынсем алӑ пуссах ҫирӗплетнине кура республикӑн Стройминӗ вӗсен кӗмӗлне списокри ытти ҫурта юсама уйӑрма сӗннӗ. Ыйтӑва правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Строительство министерствин пайташӗ каланине Михаил Игнатьев Элтепер ӗненмесӗртерех йышӑннӑ. Тен, пурте килӗшмен-ха. Ҫурт-йӗрӗн патшалӑх инспекцийӗ ертӳҫи те алӑ пуснисене тӗрӗслемен тесе пӗлтернӗ.
Ҫиччӗ виҫ те пӗр кас тенешкел, укҫана ытти ҫурт валли куҫариччен муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашлама йышӑннӑ.
Юлашки ҫулсенче Раҫҫей экономика аталанать, ҫавна май агропромышленность комплексне кивҫен укҫа-тенкӗ парасси ӳссе пырать. Кун пирки ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева Россельхозбанк ертӳҫи Дмитрий Патрушев пӗлтернӗ. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне асӑннӑ банк кӑна АПК валли 1,1 триллион тенкӗ кивҫен укҫа уйӑрнӑ.
Иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче халӑх тата ял хуҫалӑх предприятийӗсем кредит йышлах илмен, мӗншӗн тесен экономикӑра мӗн пулса иртесси хӑратнӑ. Патрушев шучӗпе лару-тӑру халӗ ырӑ енне ылмашса пырать. Кӑҫал кӑна ял хуҫалӑх ӗҫӗсене ирттерме кредит 183 миллиард тенкӗлӗх панӑ. Апла пулсан, фермерсемпе ял хуҫалӑх предприятийӗсем, хушма хуҫалӑх тытакансем ыран тавӑрса параймӑпӑр тесе шикленмеҫҫӗ, хӑйсен производствине аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ.
2017 ҫулта тӗплӗ юсавшӑн тӳлемелли укҫа виҫи ӳсет. Кун пирки ЧР Строительство министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ЧР Правительствинче ку ыйту тавра калаҫнӑ. Ларура тӗплӗ юсавшӑн тӳлемелли укҫана ӳстерме йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн саккунпа килӗшӳллӗн пӗр тӑваткал метршӑн 6,08 тенкӗ тӳлемелле.
Аса илтерер: халӗ нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 5,8 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Правительстви ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева уйӑхсерен тӳлекен преми виҫине ӳстерме йышӑннӑ. Ку йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем ҫирӗплетнӗ.
Министрсен Кабинечӗ патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсене уйӑхсерен паракан преми виҫине ӳстермелли пирки йышӑннӑ. Оклад пурин те унчченхи пекех юлнӑ.
Элтеперӗн те оклачӗ ӳсмен. Ку 56626 тенкӗпе танлашать. Уйӑхсерен паракна преми коэффициенчӗ вара хӑпарнӑ: 2,25-рен 2,46-а ҫитнӗ. Ҫапла майпа Михаил Игнатьевӑн премийӗ 139 пин тенке ҫитнӗ. Унччен вӑл 127 пин тенкӗ пулнӑ. Ҫапла майпа Элтепере уйӑхсерен 195 пин тенкӗ шалу илет.
Сӑмах май, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта тӳре-шаран вӑтам ӗҫ укҫи 33 пин тенкӗпе танлашнӑ.
«Юрма» агрохолдингра тата Чӑлха харпӑкӗнче парӑмсем пысӑк. Ҫавна май вӗсенче сивӗ шыва чарса лартма йышӑннӑ.
«СУОР» компанин пӗр объектӗнче сивӗ шыва вӑхӑтлӑха пама чарнӑ ӗнтӗ. Асӑннӑ организацисем парӑма ку эрне вӗҫӗнче татма шантарнӑ-ха. Унсӑрӑн «Водоканал» АУО вӗсене сивӗ шыв пама пӑрахӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Юрма» агрохолдингӑн парӑмӗ 2,6 миллион тенкӗрен иртнӗ. Чӑлха харпӑкӗн вара сахалрах — 929 пин тенкӗ.
Шыв пама пӑрахни - парӑмсене татма хистени. «Водоканал» ку мелпе сайра хутра ҫеҫ усӑ курать – парӑма татма ыйтнин усси пулмасан.
Федераци хыснинчен укҫа илес тесен регионсен ертӳҫисен хӑш-пӗр йывӑрлӑха шухӑшласа кӑларма тивет. Rambler News Service пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Эпир пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ӗҫлетпӗр. Эпӗ Антон Германовича (сӑмахӗ РФ финанс министрӗ Силуанов пирки пырать) калатӑп: тӗрӗссӗн ӗҫлеме пайталлӑ мар тетӗп, финанс министрӗ илттӗр, укҫа уйӑртӑр тесен йывӑрлӑха шухӑшласа кӑлармалла. Йӑлтах лӑпкӑ, тӑнӑҫлӑ пулсан укҫа памасан та пултараҫҫӗ. Калаҫҫӗ: эсир ахаль те лайӑх пурӑнатӑр, хӑвӑрах пурӑнӑр», — ҫапла цитатӑланӑ RNS Михаил Васильевич сӑмахне.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах пирӗн республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина Чӑваш Ен Михаил Игнатьев Элтеперпе РФ финанс министрӗ Антон Силуанов хушшинчи туслӑ хутшӑнупа мӑнаҫланма пултарнине палӑртса хӑварнӑ.
Ленинград блокади Ҫӗнӗ Зеландири укҫа ҫине куҫнӑ.
5 долларлӑ укҫана пирӗн ҫӗршывӑн историйӗнчи паллӑ пулӑма куҫарнӑ ҫын — Чехинчи Ниса ҫинчи Яблонец хулинче Монета тата медальер профессилле аслӑ шкулӗнче пултарулӑхне туптанӑ Асамат Балтаев. Вӑл Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, скульпторӑн, гравировщикӑн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ. Кун пирки «Золотой червонец» (чӑв. Вунӑ тенкӗллӗх ылтӑн укҫа) ылтӑн нумизматика порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх Idel.Реалии сайт пӗлтернӗ.
200 штук тиражпа кӑларнӑ укҫан пиччӗн енче Аслӑ Британи патша майрин Иккӗмӗш Елизаветӑн портречӗ сӑнланнӑ. Портрета Иен Рэнк-Бродли ӑсталанӑ. Сулахай енне Чехин Монета картишӗн элемне ӳкерсе хунӑ. Тӳнтер енне Ленинграда тӑшманран авиаци хӳтӗленине ӳкернӗ.
Арбитраж сучӗ Упрдор «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа тивӗҫтернӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳри кӗпере пӗлтӗр аран-аран хута ячӗҫ. Кайран тепӗр пайне тума тытӑнчӗҫ. Ӑна Пушкӑрт Республикинчи «Стройблоктехнологи» тума тытӑннӑ. Кӗпере 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хута ямалла. Тен, вӑл ӑна туса та пӗтерӗ.
Кӗпер патне пымаллине Сарӑтури «Волгомост» тумалла пулнӑ. Вӑл вара утӑн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑ. Ҫапла «Прикамье» Упрдор килӗшӗве пӑрахӑҫлама тавӑҫ тӑратнӑ. Кунсӑр пуҫне аванс шыраса илме ыйтнӑ. Арбитраж сучӗ йӑлтах тивӗҫтернӗ.
Халӗ заказчикӑн ҫӗнӗ подрядчик шырама тивӗ. Вырӑнти влаҫ халӑха асӑрхаттарнӑ ӗнтӗ: кӗпер кӑҫалах пулмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |