Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Петӗр Хусанкай юмахӗпе ачасем валли мюзикл лартнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 27.12.2017 19:07 | 913 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Петӗр Хусанкай ҫырнӑ юмах тӑрӑх «Голубка» спектакль-мюзикл лартнӑ. Ку ӗҫе театр Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе пурнӑҫлама пултарнӑ. Аслӑ классикӑмӑрӑн юмахӗсем тӑрӑх театрта кӑҫал тӑватӑ спектакль хатӗрленӗ.

Пукане театрӗнче мюзикл жанрӗпе пачах ӗҫлемен мар-ха. 18 ҫул каялла «Красная шапочка» лартнӑ, 2015-мӗшӗнче — «Светофор» шоу. Анчах ку, мӗн тесен те, наци сӗмӗллӗ. Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлачра 110 ҫул ҫитнине шута илсен ҫак ӗҫ пушшех те пӗлтерӗшлӗ.

«Голубка» мюзикла поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина тата вӗсен ывӑлӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай та кайса курнӑ.

Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, премьерӑна ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара кӗртмен. Анчах каярах ӑна пӗрех кӑтартӗҫ.

#культура, #театрсем, #поэтсем, #спектакльсем, #укҫа-тенкӗ, #афиша

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫамрӑксен театрӗ элӗксене «Юрату пурах иккен» спектакль кӑтартнӑ
2017, 10, 09
Ҫамрӑксен театрӗ Калмӑк Республикинчи фестивале хутшӑннӑ
2017, 10, 10
Капелла валли 1,3 миллионпа чаплӑ аккордеон туяннӑ
2017, 10, 15
Ача-пӑча тата пукане театрӗсене аталантарма субсиди уйӑрӗҫ
2017, 10, 24
Вырӑс драма театрӗн пӗрремӗш сезонӗн репертурне хаҫат туллин пичетленӗ
2017, 12, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org