Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче арҫын икӗ хӗрарӑма тапӑннӑ. Пакунлисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫав арҫын суд сакки ҫине пӗрре мар ларнӑ-мӗн. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑскер хальхинче те явап тытӗ.
Каҫхи 7 сехетре автовокзал ӗҫченӗ алӑка хупнӑ хыҫҫӑн йӗри-тавра ҫаврӑннӑ. Хайхискер пӗр пӳлӗмре пӗр ҫын ларнине асӑрханӑ та тухма ыйтнӑ. Анчах 36 ҫулти арҫын тухас вырӑнне хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чикнӗ те тарнӑ. Юрать, хӗрарӑма медпулӑшу ҫийӗнчех панӑ.
Темиҫе минутран хайхи арҫын урамра тепӗр хӗрарӑма тапӑннӑ. Вӑл 23 ҫулти хӗре ҫӗҫӗпе хӑратса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ мӗнпур укҫине — 1250 тенке — кӑларса тыттарнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫапла чӗрӗ-сывах юлнӑ.
Кайран ҫав арҫын укҫа мӗн тума кирлӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Вӑл Мускава каясшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах Мускава мар, тӗрмене лекнӗ вӑл.
Хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» тата «Аллегро» пуйӑссем кая юлса ҫитнишӗн Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем пассажирсене укҫан саплаштарма йышӑннӑ. Тариф кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Пуйӑс 60 минутран пуҫласа 119 минутчен кая юлса ҫитсен ҫул укҫин 25 процентне саплаштармалла, 120 минут ытла кая юлса ҫитсен — 50 процент.
Пуйӑс ҫутҫанталӑкри сӑлтавпа тата ытти ҫавӑн йышши инкеке пула юлса ҫитнишӗн компенсаци тӳлемӗҫ.
«Сапсан» тата «Аллегро» пуйӑссем кая юлса ҫитнишӗн укҫа саплаштарма ыйтса ҫырнине 30 кунта пӑхса тухӗҫ. Ӑна пуйӑс пуҫлӑхӗ, проводник е кондуктор урлӑ ҫитерме пулать. Укҫа саплаштарма ыйтса пуштӑ урлӑ та ҫырма пулать. «Сапсан» пирки кӑмӑлсӑрланӑва 45 кунтан кая юлмасӑр ҫырмалла, «Аллегро» тӗлӗшпе — 30 кунтан юлмасӑр.
Кашни ҫул пуҫламӑшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев чи пултаруллӑ та маттур 1000 ҫамрӑка, 30 ҫул тултарманнисене, стипенди парасси пирки хушу алӑ пусать. Кӑҫал ӑна камсем илесси паллӑ ӗнтӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта Михаил Ваисильевич стипенди парасси пирки алӑ пуснӑ.
Кӑҫал стипендие яланхи пек 1000 ҫамрӑк мар, 994 яш-хӗр тивӗҫнӗ. Стипенди виҫи улшӑнман. Вӑл унчченхи пекех 1830 тенкӗпе танлашать. Ҫамрӑксем ӑна уйӑхсерен илсе тӑрӗҫ. Списокпа паллашма пулать: http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=13&id=268086.
Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, ку стипенди вӗренӳре, тӗпчев ӗҫӗнче, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тумашкӑн хавхалантарать.
Канашра пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм 15 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче хваттер тара парасси пирки хыпар вырнаҫтарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Самар облаҫӗнчи МЧС ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хайхи арҫын хваттере тара илесси пирки, унта пӗр уйӑх пурӑннӑшӑн укҫа тӳлесси ҫинчен ӗнентернӗ. Анчах бухгалтерие отчет тума банк терминалӗн чекӗ кирлӗ-мӗн.
Анчах хӗрарӑмӑн перекет кӗнеки ҫеҫ пулнӑ. Арҫын мобильлӗ банка хута яма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗрарӑм лешӗ каланине итленӗ, счета кӗмелли пароле каланӑ. Хайхи арҫын кунпа усӑ курса унӑн укҫине икӗ телефон номерӗ ҫине хунӑ. Кайран пачах шӑнкӑрлавламан вӑл. Ҫапла вӑл Канаш хӗрарӑмне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫыннӑн телефон номерӗ — Пензӑран.
2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри Налук кодексне улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне патшалӑх пулӑшӑвне электронлӑ майпа 30 процент йӳнӗрех илме май пур. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ пулӑшу илес текенсем 30 процент сахалрах тӳлӗҫ. Тӗслӗхрен, ют ҫӗршыва каймалли паспорта миграци службинче тумашкӑн 3500 тенкӗ кӑларса хумалла, gosuslugi.ru сайт урлӑ вара чылай йӳнӗрех — 2850 тенкӗ.
Патшалӑх пошлинин виҫине пӗчӗклетмешкӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн ирӗк пулӗ.
Раҫҫейре эрех акцизӗ хӑпарни пирки lenta.ru портал пӗлтерет. Налук кодексне тӳрлетӳсем кӗртнӗ.
Влаҫ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, эрех акцизӗ 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑпарнӑ, мӗншӗн тесен Налук кодексне тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Ют ҫӗршыв продукцийӗнчен хатӗрленӗ 1 литр шампань эрехӗ 36 тенкӗпе танлашӗ. Ку, 2016 ҫулхипе танлаштарсан, 10 тенкӗ хаклӑрах. Раҫҫей иҫӗм ҫырлинчен хатӗрленӗ шампань эрехӗн акцизӗн ставки 1 литрӗ 14 тенке ҫитнӗ.
Ют ҫӗршыв производствин хӗрлӗ эрехӗн акцизӗ 18 тенкӗпе танлашнӑ. Сидр, пуаре, медовуха 21 тенке ҫитнӗ. Унччен вӑл 20 тенкӗ пулнӑ. 9 процентран ытларах спиртлӑ шӗвекшӗн 523 тенкӗ кӑларса хумалла. Малтан вӑл 500 тенкӗ пулнӑ.
Паян ҫакӑ паллӑ пулнӑ: 2017 ҫулта республика хыснине 114 миллион тенкӗ килӗ. Ку укҫана Шупашкарти санкциленӗ ҫӳп-ҫап куписене пӗтернӗ ҫӗрте тӑкаклӗҫ.
Шыв объекчӗсене тӗлӗшпе мероприятисем ирттерес тӗллевпе 15,5 миллион тенкӗ килесси те паллӑ. Ку укҫапа вара икӗ гидротехника сооруженийӗсене тӗпрен юсанӑ ҫӗрте усӑ курӗҫ. Пӗри – Патӑрьел районӗнче, тепри – Куславкка районӗнче.
Ҫак объектсене юсани ҫӗр ҫийӗнесрен сыхлӗ, инкеклӗ лару-тӑру пуласран хӑтарӗ.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче кинотеатр тата культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Халӗ ҫӗрпӳсем пахалӑхлӑ кино курма пултарӗҫ. Сасси те лайӑх пулӗ.
«Асам» кинозал культура аталанӑвӗн центрӗнче уҫӑлнӑ. Кинозалта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, ҫемҫе креслӑсем лартнӑ. Ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн 5 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Укҫа-тенке Кино фончӗ уйӑрнӑ. Фонд 100 пин ытла ҫын пурӑнман пӗчӗк хуласенче кинозалсене ҫӗнетмешкӗн укҫа уйӑрать.
Кинозала чи малтан шкул ачисем килнӗ. Вӗсем Раҫҫейре ӳкернӗ «Снежная королева 3: Огонь и лед» фильм пӑхнӑ. Ял ҫыннисемшӗн тата районшӑн ку тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм.
Ҫитес ҫултанпа ҫӑмӑллӑхлӑ проезднойсене пӑрахӑҫласси пирки, общество транспорчӗпе ҫӳремешкӗн билет хакӗ хакланасси ҫинчен ҫак кунсенче нумай калаҫрӗҫ. Ҫӑмӑллӑхлӑ проезднойсене хӑварма шухӑшлани пирки сайтра та ҫырнӑччӗ.
Халӗ ҫапла пӗлтереҫҫӗ: 2017 ҫулта общество транспорчӗсемпе ҫӳремелли хаксене хӑпартмӗҫ. Троллейбуспа ҫӳремелли проездной 700 тенкех пулӗ, автобусӑн вара — 750 тенкӗ. Иккӗшӗнпе те ҫӳрес тесен 1050 тенкӗ кӑларса хумалла.
Автобус билечӗ унчченхи пекех 16 тенкӗ пулӗ. Маршруткӑпа ҫӳремешкӗн 20 тенкӗ кӑларса хумалла. Троллейбусра та ҫав хаках юлӗ — 15 тенкӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи Тӳскелте нумай ӗҫ тӑвакан культура центрӗ уҫӑлнӑ.
«Республикӑра пурӑнакансем ыйтнипе эпир ялти клубсем тумалли программа йышӑнтӑмӑр, мӗншӗн тесен Культура ҫурчӗсем япӑхнӑччӗ. Программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче 25 клуб тӑвасшӑн. Вӗсенчен пӗрремӗшне паян эпир Тӳскелте уҫрӑмӑр. Елчӗк районӗнче вӗри чӗреллӗ халӑх пурӑнать, вӑл ырӑ ӗҫсем тума хатӗр. Ун пек ял тӑрӑхӗсенче хӑтлӑ та хальхи вӑхӑтри социаллӑ объектсем уҫни питех те лайӑх», – ҫак шухӑша палӑртнӑ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер.
Михаил Васильевич пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Культура министерстви культура учрежденийӗсене ҫӗнетме 2017 ҫулта 33,8 млн тенкӗ уйӑрӗ. Кинозалсем тума федераци хыснинчен унсӑр пуҫне 60 миллиона яхӑн уйӑрмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |