Экономика
![]() Канаш хулине социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗлӗшӗнчен аталантармалли ятарлӑ территорисен шутне кӗртнӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫей шайӗнче кӑларнӑ. Ӑна РФ правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Чӑваш Енри монохуласенчен (ун пеккисем республикӑра пиллӗк) пӗртен-пӗр Канаш ҫеҫ ҫав списока лекнӗ. Канаша ятарлӑ статус пани инвестици проекчӗсене аталантарма пулӑшмалла. Унта вырнаҫаканн производствӑсене налук-хырҫӑ тӳлессипе ҫӑмӑллӑх кӳрӗҫ. Канашра тулӑ тӗплӗн тирпейлекен, чукун тата хурҫӑ шӑратакан, тумтир ҫӗлекен производствӑсем, бетон, гипс тата цемент производствисем йӗркелеме, машиностроенипе ҫыхӑннӑ производствӑна аталантарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ятарлӑ статуса 10 ҫуллӑха параҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра унти предприятисен тупӑш налукне малтанхи пилӗк ҫулта 20 процентран 5 процент таран чакарса парӗҫ, кайранхи тепӗр 5 ҫуллӑха — 10 процент. Хальхи вӑхӑтра Канаш хулин экономика тӑнӑҫлӑхӗ вырӑнти «Промтрактор-Вакун» предприятирен, автоагрегат савутӗнчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |