Улатӑр район сучӗ пакунлӑ ҫынна 10 пин тенкӗ шыраса памалла тунӑ. Пӑтӑрмахӗ пӗлтӗрхи ҫуллах сиксе тухнӑ.
Улатӑр районӗнчи полицин пайӗн пуҫлӑхне пӗри митингра коррупципе ҫыхӑннӑ тесе ӳпкеленӗ. Хӑйне ҫавӑн пек кӳрентернине право хуралҫи питех те йывӑра илнӗ курӑнать. Ара, пустуй сӑмаха камӑн илтес килтӗр? Куҫа-куҫӑн тавлашнӑ чух та мар, митингра, 100 ытла ҫын умӗнче каланӑ. «Интерфакс-Поволжье» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, митингри видеона халӑх тетелне те вырнаҫтарнӑ.
Пакунли пирки каярах ӗҫтешӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ иккен. Унӑн хӑй куҫҫуль пекех тасине сӑмахпа та, хут ҫырса та ӑнлантарма тивнӗ-мӗн. Ӗҫтешӗсен тата тӑванӗсен умӗнче те аванмарланнӑ имӗш.
Митингра пустуйран пакӑлтатнӑ ҫын тӗлӗшпе йӗрке хуралҫи суда ҫитнӗ. Унтисем вара пакунли кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен хур тӳснӗ тесе ӑна 10 пин тенкӗ тӳлемелле йышӑну кӑларнӑ.