«Паянтан — 17 тенкӗ!» — кондуктор калани шартах сиктерчӗ. Чӑнах та, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа ҫӳренӗшӗн 15 тенкӗ мар, 17 тенкӗ тӳлемелли пирки унчченех калаҫма тытӑннӑччӗ-ҫке-ха. Нарӑсан 20-мӗшӗ епле ҫитсе тӑнине асӑрхаман та! «ЕТК илӗр, капла 4 тенкӗ йӳнӗрех ларать, 13 тенкӗ ҫеҫ тӳлемелле», — сӗнчӗ кондуктор. Чӑнах та, питӗ лайӑх шухӑш — каяс та туянас!
ЕТК картточкӑпа ҫӳреме йӳнӗ пуль-ха та, анчах ӑна туянас тесен ҫыннӑн мӗн чухлӗ чупма тивет. Шупашкарти «Элара» патӗнче вырнаҫнӑ Перекет банкне кӗтӗм. Унта — черет. Пӗр аппарат патне пырса карточкӑна туянмалла, укҫа хурас тесен вара урӑх черете тӑмалла… Чӑннипе каласан, унашкал черет тахҫанах курманччӗ. Совет Союзӗнче, лавккара япала, апат-ҫимӗҫ дефицит чухне, кун пеккине курма май пулнӑ-ха. Ун чухне кӑлпасси илме тем вӑрӑмӑш черет тӑнӑ. Халӗ те ҫав вӑхӑта таврӑннӑ тейӗн — васкамалла пулсан та черет ниепле те хӑвӑрт шумасть. Карточкӑна туянма кӑна пултартӑм. Алӑ сулса тухса кайрӑм. Каҫхине Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ Перекет банкне кӗтӗм. Телее, хальхинче черет пулмарӗ, ЕТК карточка ҫине укҫа чиперех хутӑм.
Тӑлӑхсене тата вӗреннӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне ҫухатнисене Чӑваш Енре рабочи тата служащи профессине тӳлевсӗр вӗрентессине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кунсӑр пуҫне вӗсене йывӑр ҫын пулсан тата ачапа декрет отпускӗнче ларнӑ чухне социаллӑ стипенди парассине те эпир хыпарланӑччӗ. Маларах вӑл документа Министрсен Кабинечӗн шайӗнче пӑхса тухса ырланӑччӗ. Халӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев саккуна алӑ пуснӑ.
Сӑмах май, республика шайӗнчи документа Раҫҫей саккунӗ ыйтнине кура йышӑннӑ. Ҫапла вара тӑлӑхсем профессине хысна шучӗпе пӗрре мар, икӗ хут та илейӗҫ. Кун валли кӑҫал пирӗн республика хыснинче 32 миллион ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Виҫӗмкун, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑри халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене пӑхса тухнӑ. Халӑхӑн тӗрлӗ демографи ушкӑнне уйӑрса палӑртакан ҫак виҫене иртнӗ ҫулхи IV квартал валли палӑртнӑ. Пӗлтӗрхи III кварталтинчен вӑл 30 тенкӗ чакнӑ. Халӗ унӑн вӑтам виҫи 8346 тенкӗпе танлашать.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе чакнине республикӑн ӗҫ тата социаллӑ политика министрӗ Сергей Дмитриев «Апат-ҫимӗҫ мар тавар» тата «Пулӑшу» статьясемпе тӑкак чакнипе сӑлтавланӑ. Апат-ҫимӗҫ мар тавар туянма 27 тенкӗ сахалтарах кирлӗ иккен, пулӑшу илме — 51 тенкӗ сахалтарах.
Ҫапла вара вӑй питтисене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене
8837 тенкӗ (вӑл 51 тенкӗ чакнӑ) хӑварнӑ, пенсионерсем валли – 6849 тенкӗ (2 тенкӗ ӳстернӗ), ачасем валли — 8420 рублей (11 тенкӗ пысӑклатнӑ).
Лайӑх ӗҫлерӗн — укҫаллӑ пулӑн. Республикӑра малашне чи тӑрӑшуллӑ муниципалитетсене укҫан хавхалантарма тытӑнӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика министрӗ Владимир Аврелькин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва та хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Хаклава районсем тата хуласем тӑрӑх уйӑрӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑнра малти виҫӗ вырӑна палӑртӗҫ, иккӗмӗшӗнче — икӗ вырӑн. Республика Элтеперӗн гранчӗ валли кӑҫалхи хыснара 50 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӑл укҫана тивӗҫнӗ муниципалитетсен тупрана общество инфраструктурине аталантарма ямалла.
Владимир Аврелькин министр каланӑ тӑрӑх, конкурс ҫу уйӑхӗнче иртӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртме уйӑхӗнче палӑртӗҫ, укҫине те ҫавӑн чухне уйӑрӗҫ.
Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Пӑрачкав районӗнче ирттересси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть ку ыйтӑва канашлура сӳтсе явнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Пӑрачкав районӗнчи 2016 ҫулти социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Элтепер канашлура лайӑх хыпар пӗлтернӗ. Пӑрачкав районне Республика кунӗ умӗн 100 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа республика бюджетӗнчен пулӗ.
Ку укҫапа района хӑтлӑлатӗҫ, ҫӗнӗ объектсене хута ярӗҫ, уяв мероприятийӗсене ирттерме хатӗрленӗҫ.
Кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче Улатӑр хулин хысни хӗсӗннӗ. Иртнӗ ҫулхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, унтисен хыснине укҫа-тенкӗ 15,9% сахалтарах кӗнӗ. Элӗк районӗнче 11,5% чакнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сайчӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерни тӑрӑх хыпарланине ӗненсен, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне муниципалитетсен бюджетне налук тата налук мар тупӑш пурӗ 544,9 млн тенкӗ кӗнӗ. Асӑннӑ суммӑран 399,9 миллионӗ — налук.
Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан тупӑш шайне 19 районта ӳстернӗ. Уйрӑмах аван ӗҫленисен шутӗнче Ҫӗрпӳ (ӳсӗм 64,1%), Шупашкар (33,0%), Йӗпреҫ (17,2%), Красноармейски (17,0%) тата Шӑмӑршӑ (16,6%) районӗсене асӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑйсем туса илекен тупӑш виҫи ҫичӗ муниципалитетра чакнӑ.
Шупашкар районӗнче муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрпе тата пурлӑхпа усӑ куракансенчен укҫа шыраса илеймеҫҫӗ. Кунта сӑмах аренда тӳлевӗ пирки пырать.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне унта аренда укҫин парӑмӗ 12 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Тӗп парӑмҫӑсем хушшинче Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби «СтройИнвест», «СМК «АРТЕК», «ИК «Актив», «ГРИФФ», «Парк», «СУОР», «Теплоэнергосеть», «Янтарь» обществӑсене, «Туруновский» кооператива, «Восток» гараж кооперативне, Н.Е. Львов ятлӑ уйрӑм ҫынна, В.П. Крюковский усламҫӑна, «Надежда» агрофирмӑна асӑннӑ.
«Республика шайӗнче йӗрке туса ҫитертӗмӗр. Эсир вара такамсене ирӗклӗ пурӑнма ирӗк паратӑр. Шыраса илейместӗр пулсан килӗшӗве мӗншӗн татмастӑр?», — ӳпкеленӗ район ертӳҫисене Михаил Игнатьев Элтепер иртнӗ эрнере унта пулнӑ чух.
«Тиме́р банкри» ӗҫсене малашне «Агентство по страхованию вкладов» (чӑв. Хывнӑ укҫана страхлакан агентство, кӗскен АСВ) туса пырӗ. Ҫавӑн пекех АСВ «Советский» банкри ӗҫсене те пӑхса-сӑнаса тӑрӗ. Ку икӗ банкӑн та тӗп акционерӗ «Новая нефтехимия» (чӑв. Ҫӗнӗ нефтехими) ТМЯП шутланать, вӗсем Татфондбанк ушкӑнне кӗреҫҫӗ. Экспертсен шухӑшӗпе ҫак икӗ банка уйӑрса Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп банкӗ вӗсем валли уйрӑм санаторсем (укҫапа пулӑшакансене) шырать. Ҫапла май вӗсене ҫӑлса хӑварасшӑн.
«Тиме́р банк» унччен малтан «БТА-Казань» ятпа ҫӳренӗ. Темиҫе ҫул каялла вара чӑвашсемшӗн кӑсӑклӑ ята суйласа илнӗ. Пӗлтӗр вӗсен Шупашкарти Ленин проспектӗнче офис пурччӗ. «Тиме́р банк» йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ «Татфондбанкӑн» ачи шутланать. Тӗп банкра лару-тӑру япӑхланни вӗсене те пырса тивнӗ. РБК пӗлтернӗ тӑрӑх «Тиме́р банк» укҫи «Татфондбанкра» упраннӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятине сыватасси пирки пуҫ ватнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, предприятин Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче забастовка тунӑччӗ, вӗсем рейса тухманччӗ. Ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑччӗ.
Нумаях пулмасть Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ. Яваплисем ун пек хута йӗркеленӗ. Унта транспортра аллӑн укҫа тӳлес вырӑнне карттӑпа татӑлассине, водительсене ҫирӗп тӗрӗслессине, маршрут тата филиал сечӗсене оптимизацилессине тата ыттине пӑхса хӑварнӑ.
Ӗнер, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Жэньминь жибао» хаҫатӑн телепроектне хутшӑннӑ. Ку кӑларӑм — тӗнчери чи пысӑк хаҫатсенчен пӗри. Унӑн тиражӗ — 3 миллиона яхӑн.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Китай хаҫатҫисем Михаил Игнатьевпа пирӗн тӑрӑхра Китай усламҫисемпе пӗрле хута яма пултаракан проектсем пирки калаҫнӑ. Туризма аталантарас ыйтӑва та хускатнӑ.
Михаил Васильевич инвестици хывма Чӑваш Ен ҫӗршыври чи хӑтлӑ ултӑ регион шутне кӗнине, вырӑнти Правительство инвесторсем валли лайӑх услови туса панине пӗтернӗ. Ют ҫӗршывсемпе ӗҫлес опыт пирки сӑмах хускатнӑ май Чӑваш Ене Япони, Испани, Итали тата ыттисем лайӑх енчен хакласа кунта производство уҫнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |