Питӗрте пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗ иртет. Унта, сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Канашлура Раҫҫейри субъектсенчи инвестици климачӗн Наци танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Пирӗн республика списокра малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Юлашки даннӑйсене ӗненес-тӗк, Чӑваш Ен Наци танлаштарӑмӗнче 9-мӗш вырӑнтан 6-мӗшне куҫнӑ. Малтисен йышне ҫавӑн пекех Тутарстан, Белгород, Калуга, Тӗмен, Владимир облаҫӗсем, Краснодар крайӗ, Ханты-Манси автономи округӗ, Мускав кӗнӗ.
Наци танлаштарӑмне виҫҫӗмӗш ҫул хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ. Малтанах танлаштарӑмра Раҫҫейри 21 субъекта шута илнӗ. Кайран вӗсен йышне ӳстернӗ.
Паянтан Чӑваш Енри пуштӑра банк ӗҫлеме тытӑннӑ. «Почта Банк» ятлӑскерӗн клиент центрне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Шупашкарти почтамтӑн тӗп ҫуртӗнче (вӑл Ленин проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) уҫнӑ. Унта тӳре-шара та хутшӑннӑ.
«Почта Банк» ҫынсене банк пулӑшӑвӗ кӳрӗ. Интернет-лавкка урлӑ тавар туянакансемшӗн те, пенсионерсемшӗн те меллӗ пуласса шанаҫҫӗ. Пуштӑри банкӑн уйрӑмӗсем ялсенче те ӗҫлессине шантараҫҫӗ.
Кӑҫал кӑна пирӗн республикӑра 14 клиент центрӗ уҫмалла, 30 уйрӑмра банк пулӑшӑвӗпе пуштӑ ӗҫченӗ тивӗҫтерӗ.
«Шупашкарти пуштӑра банк уҫни Раҫҫей пуштишӗн кӑна мар, республикӑшӑн та паллӑ пулӑм. Пуштӑ сетьне пула банк пулӑшӑвӗ анлӑрах сарӑлӗ», — тенӗ Федерацин пуштӑ службин управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев.
Вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсем муниципалитет пурлӑхне тара парса та тупӑш курма ӑнтӑлаҫҫӗ. Анчах тара илекенӗсем пурлӑхпа усӑ курнишӗн пур чухне те татӑлса пыма васкамаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче кӑна аренда тӳлевӗпе парӑм 8 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫӗре арендӑна илнисен парӑмӗ кӑна 7 миллион тенкӗ таран пуҫтарӑннӑ, ҫав шутран 3 миллионне пӗр ҫын пухса тултарнӑ.
«Вӑл укҫа социаллӑ сфера объекчӗсене — шкулсене, ача-пӑча пахчисене, спорт лапамӗсене — тума кайма пултаратчӗ», — парӑмлисене канашлура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Зиновьев ҫапларах ӳпкелесе каланӑ.
Парӑмлисене хула влаҫӗсем нумаях пулмасть ларӑва чӗнсех калаҫтарнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем парӑма татса пымалли графика алӑ пусма килӗшнӗ. Анчах вӑл та усӑ кӳмесен хула влаҫӗсем парӑма суд урлӑ шыраса илесси пирки асӑрхаттарнӑ.
«Вырӑнти хыснасен пурлӑх пайне тултарма хушма ҫӑлкуҫ шырасси муниципалитетсемшӗн актуаллӑ тӗллев шутланать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитетӗнче. Ведомство тӗмсӗлнӗ тӑрӑх, укҫа ҫӑлкуҫӗнчен пӗри - вилнӗ ҫынсен куҫман пурлӑхне харпӑрлӑха илни.
Леш тӗнчене ӑсаннисен пурлӑхне вӗсен тӑван-пӗтенӗпе тупӑша-тупӑша илмӗҫ-ха. Эткерлӗхе хӑйсем ҫине ҫыртаракансем тупӑнмасан муниципалитетсем вилнисенчен юлнӑ пуянлӑха — ҫӗре, пӳрте — ял тата хула тӑрӑхӗсем ҫине куҫарма май пур. Хальхи вӑхӑтра республикӑра ун пек пурлӑха 2005 штук шута илнӗ, вӗсенчен 91 объекта муниципалитетсем харпӑрлӑха куҫарнӑ. Ҫӗнӗ хуҫасем вӑл пурлӑха аукционта сутма палӑртаҫҫӗ, кирлӗ пулсан нумай ачаллисене уйӑрса парӗҫ.
Ҫитес уйӑхран хваттер укҫи хакланӗ. Ҫапла вара газшӑн та, шывшӑн та, ҫутӑшӑн та ытларах тӳлеме тытӑнӑпӑр.
Шупашкар хулине илес пулсан, ӑшӑшӑн тӳлесси кӗсьене мӗн чухлӗ ҫӳхетме тивесси ҫурта мӗнле компани ӑшӑпа тивӗҫтернинчен килет. «Т Плюс» хака 6,7% хӑпартӗ, «КТ» текенни — 4,4%.
Газ плитиллӗ кил хуҫисен ҫутӑ укҫине ҫитес уйӑхран 6,4% нумайрах тӳлеме тивӗ, электричество плитиллисен — 6,6%. Шывшӑн тата таса мар канализацишӗн хак тепӗр чӗрӗк чухлӗ ӳсмелле.
Тӳре-шара ҫынсене сахал тупӑшлисене субсиди парса пулӑшни пирки аса илтерет. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна республикӑн тӗп хулинче коммуналлӑ пулӑшу ҫӑмӑллӑхне кӳме хыснаран 51,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӑмӑллӑхпа 6,7 пин тыла ҫемье усӑ курнӑ.
Ҫӗршывӑн вице-премьерӗ Игорь Шувалов ҫынсене хӑвӑртрах хваттер туянма сӗннӗ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл «Россия 1» телеканалпа пыракан «Воскресный вечер с Владимиром Соловьевым» кӑларӑма хутшӑннӑ чух палӑртса хӑварнӑ.
Игорь Шувалов шучӗпе хальхи вӑхӑт ҫурт-йӗр туянмашкӑн меллӗ.
Эконом-класс шутланакан ҫурт-йӗр хакӗ юлашки вӑхӑтра, чӑн та, пӗр вырӑнта тӑрать. Банксем ипотека кредитне хаваспах параҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах халӑх шухӑшне пухакан Пӗтем Раҫҫейри центр ҫынсен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ кулленхи тӑкаксене чакарнине пӗлтерет. 87 проценчӗ вара кредит илме хӑрать иккен. Ҫынсем кивҫен укҫа илме тӑхтаса тӑнине кура кредит учрежденийӗсем халӑха илӗртмелли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шыраҫҫӗ. Ҫурт-йӗр сутӑнманни строительсене те чӑрмав кӳрет.
Студентсем зачет илес тесе преподавателе укҫа панӑ. Лешне сӗтев илнӗшӗн тытса чарнӑ.
29 ҫулти вӗрентекен тӗшӗлпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл пӗччен ӗҫлемен. Ку ӗҫре ӑна шӑллӗ пулӑшнӑ. Хайхискерсем студентсенчен 25,5 пин тенкӗ сӗтев илнӗ.
Пиччӗшӗпе шӑллӗне тытса чарнӑ. Халӗ вӗсен ирӗк ыйтмасӑр тухса ҫӳреме юрамасть. Суд сакки ҫине ҫав аслӑ шкултах вӗрентекен преподаветель ларӗ. Вӑл студентсенчен 4 пин тенкӗ илнӗ. Ку хӗрарӑм тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ.
Шупашкарта ачасем валли вылямалли лапамсем вырнаҫтараҫҫӗ. Анчах пур ҫӗрте те мар. Камсем лапама пӑхса тӑнӑшӑн, тирпейленӗшӗн укҫа тӳлеме хатӗр — вӗсем патӗнче ҫеҫ. Шкул урамӗнчи пӗр картишре ача-пӑча лапамне ку эрнере туса пӗтермелле.
Кӑҫал пӗтӗмпе 10,5 миллион тенкӗлӗх 70 лапам хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Ленин районӗнче — 30, Мускав районӗнче — 21, Калинин районӗнче — 17, Атӑл леш енче 2 лапам пулӗ.
Юлашки 5 ҫулта Шупашкарта 421 картишре вӑйӑ тата спорт хатӗр-хӗтӗрӗсене вырнаҫтарнӑ. Пӗтӗмпе 75,6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Вӑйӑ лапамне управляющи компанийӗ пӑхса тӑрӗ. Анчах куншӑн хваттерте пурӑнакансен тӳлемелле.
Чӑваш Енре каллех суя укҫасем тупнӑ. Чи хӑрушши — вӗсем нумай. Юлашки 5 уйӑхра кӑна 212 суя укҫа тупса палӑртнӑ.
Ултавҫӑсем ытларах суя укҫапа аптекӑра, заправкӑсенче усӑ кураҫҫӗ. Ытларах чухне нухрат чӑн-чӑнни пулманнине сутуҫӑсем мар, банк ӗҫченӗсем тавҫӑраҫҫӗ. Унта укҫана ятарлӑ аппаратпа тӗрӗслеҫҫӗ-ҫке.
Суя укҫасене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тупса палӑртнӑ. Ытларах чухне ултавҫӑсем 5 тата 1 пин тенкӗлӗххисене туса кӑлараҫҫӗ. Вӗсем унпа часрах мӗн те пулин туянаҫҫӗ. Чылай чухне 500 тенкӗлӗх тавар илсен 5 пин тенкӗлӗхипе тӳлеҫҫӗ.
Суя укҫана ахаль ҫын та уйӑрса илет. Лупӑпа пӑхсан пӗчӗк детальсене курма пулать. Ҫавӑн пекех хут укҫан сери номерне тасатса пӑхмалла. Иккӗленӳ ҫуралсан тӳрех полицие шӑнкӑравламалла.
Ялти тухтӑрсене ипотекӑпа пулӑшӗҫ тени, тен, тӗрӗсех те мар-тӑр-ха. Сӑмахӗ кунта, тӗпрен илсен, ипотекӑн процент ставкин пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштарасси пирки.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ялти тухтӑрсене ҫӑмӑллӑх кӳрекен хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫурт-йӗр хӑпартма е туянма тесе банкран илнӗ кивҫен укҫан процент ставкине бюджетран 4 процент саплаштарӗҫ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри ялсенче медицинӑра тӑрӑшакансене пулӑшу кӳрессипе йышӑннӑ пур мерӑна та сыхласа хӑварнине палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
«Врачсене социаллӑ пулӑшусемпе тивӗҫтерессине хамӑр ирӗкпе йышӑнтӑмӑр. Апла пулсан, малашне ялсенче пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтересси кирлӗ пек шайра пулса пырассине иккӗленместпӗр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |